|
| 1 |
|
| Ай, илемлӗ-ҫке эсӗ, савнийӗм-пикеҫӗм, ай, илемлӗ! кӑтру айӗн пӑхать кӑвакарчӑн куҫу; Галаад тӑвӗ ҫинчен анакан качака кӗтӗвне асилтерчӗ ҫӳҫӳ; |
|
| 2 |
|
| шӑлусене — шывран ҫуса кӑларнӑ, ҫӑмне каснӑ сурӑх кӗтӗвӗ тейӗн, хӗсӗрри унта ҫук, кашнийӗ — йӗкӗреш путекпе; |
|
| 3 |
|
| йӗпкӗн хӗрлӗ хӑю пек санӑн туту, ҫепӗҫ чӗлхӳ-ҫӑвару; питӳ — икӗ нар улмиех, ун тавра явӑнаҫҫӗ ҫӳҫ кӑтрисем; |
|
| 4 |
|
| мӑю — Давид юпи евӗрлӗ, ҫав юпана вӑл кӑрал ҫакма лартнӑ, ун ҫине пиншер хулкан ҫакнӑ, пур хулканӗ те — паттӑрсенӗн. |
|
| 5 |
|
| Санӑн икӗ кӑкӑру — лили чечекӗ хушшинче ҫӳрекен ту качакин йӗкӗреш путекки. |
|
| 6 |
|
| Кун сулхӑнӗ кайиччен, мӗлкесем ҫухаличчен мирра тӑвӗ ҫине, фимиам тӳпемне ман ҫитесчӗ. |
|
| 7 |
|
| Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ пур тӗлӗшпе те илемлӗ, санра чӗптӗм тасамарлӑх та ҫук! |
|
| 8 |
|
| Атя манпала Ливанран, ҫураҫнӑ пикеҫӗм! атя манпала Ливанран! Амана тӑвӗ тӑрринчен, Сенирпа Ермон тӑрринчен, арӑслан йӑвисем патӗнчен, барс тӑвӗсем патӗнчен васкасамччӗ! |
|
| 9 |
|
| Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, манӑн чӗреме тыткӑнларӑн! пӗрре пӑхнипех, пӗр мӑй ҫыххипех манӑн чӗреме тыткӑнларӑн. |
|
| 10 |
|
| Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, мӗнле ҫепӗҫ сан евӗкӳ! ачашлатӑн та — эрехрен ытларах ӳсӗртетӗн, эсӗ сӗрӗннӗ сӗрӗш шӑрши пур ырӑ шӑршӑран селӗмрех! |
|
| 11 |
|
| Ҫураҫнӑ пикеҫӗм, чӗлхӳ-ҫӑварӑнтан караслӑ пыл тумлать; чӗлхӳ айӗнче те — пыл та сӗт-ҫке санӑн, Ливан тӑвӗ ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, ҫипуҫу санӑн ырӑ шӑршӑ сарать! |
|
| 12 |
|
| Манӑн йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм — питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи, хупса хунӑ пусӑ, пичет пуснӑ ҫӑлкуҫӗ; |
|
| 13 |
|
| эсӗ лартнӑ хунав пахчи — нар улмийӗн пахчи, паха улма-ҫырла, кипер, нард йывӑҫҫисем, |
|
| 14 |
|
| нард тата шафран, аир тата корица, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ йывӑҫ, мирра тата алой, тем тӗрлӗ техӗмлӗ курӑк; |
|
| 15 |
|
| пахчари пусӑра — таса шывлӑ ҫӑлкуҫӗ, Ливан тӑвӗ ҫинчен юхакан юхӑм шыв. |
|
| 16 |
|
| Эй, ҫил, ҫӗклен ҫурҫӗртен, вӗҫсе кил кӑнтӑртан, варкӑштар пахчама, — унӑн ырӑ шӑрши пур енне сарӑлайтӑр! Савнӑ каччӑм-савнийӗм кӗтӗр хӑй пахчине, пылак ҫимӗҫ ҫисе рехетлентӗр. |
|
|
|
|