БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| «Ҫаврӑнса пӑхсамччӗ, Суламита! ҫаврӑн-ха, ҫаврӑн, ҫаврӑн — эпир сан ҫине пӑхса илер». Сирӗн мӗншӗн Суламита ҫине пӑхмалла-ха, вӑл Манаимри вӑйӑ карти-им? |
| 2 |
| Ах, ятлӑ-сумлӑ пике, мӗн тери чипер сантали сырнӑ сан урусем! Ӑста ӳнерҫӗ алли тунӑ мӑя пек санӑн чӑмӑркка пӗҫҫӳсем; |
| 3 |
| хырӑму — ҫавра алтӑр, техӗмлӗ эрех унта нихӑҫан иксӗлмест; санӑн вару — тулӑ кӑшӑлӗ, кӑшӑлӗ тавра лили лартса тухнӑ; |
| 4 |
| икӗ чӗччӳ — икӗ путек, ту качакин йӗкӗрешӗ; |
| 5 |
| мӑю — сӑлан шӑмминчен тунӑ юпа; куҫусем — Батраббим хапхи ҫумӗнчи Есевон кӳллисем; сӑмсу — Дамаск енне пӑхакан Ливан пашниех; |
| 6 |
| пуҫу Кармил тӑвӗ евӗр мӑнаҫлӑ, ҫӳҫӳ йӗпкӗн хӗрлӗ; кӑтрусен илемӗ патшана пӑхӑнтарнӑ. |
| 7 |
| Мӗнле эс илемлӗ, мӗнле илӗртӳллӗ, ытарайми чечен эс, савниҫӗм-пикеҫӗм! |
| 8 |
| Пӗвӳ пальма евӗрлӗ санӑн, икӗ кӑкӑру — икӗ иҫӗм сапакӗ. |
| 9 |
| Шухӑшларӑм вара: туратран турата ҫакланса улӑхасчӗ манӑн пальма ҫине; кӑкӑру пулӗ иҫӗм сапаки вырӑнне, панулми шӑршиллӗ пулӗ сывлан сывлӑшу; |
| 10 |
| туту-ҫӑвару — чи тутлӑ эрех. Манӑн эрехӗм — тусӑм валли, ӑшӗ хыпнисене вӑл киленӗҫ кӳрет. |
| 11 |
| Эпӗ — тусӑмӑн, вӑл та маншӑн тӗмсӗлет. |
| 12 |
| Килсем, савнӑ каччӑм, тухар уй-хире, кӗрер ялсене; |
| 13 |
| ир-ирех каяр иҫӗм пахчине, курар-ха: иҫӗм турачӗ папкаланнӑ-ши, чечеке ларнӑ-ши, нар улмийӗн йывӑҫӗ ҫеҫкеленнӗ-ши; унтах сана ҫупӑрлайӑп, ачашлӑп. |
| 14 |
| Мандрагора та акӑ ырӑ шӑршӑ сарать, пирӗн алӑк умӗнчех тӗрлӗрен паха ҫимӗҫ — малтанхине те, хальтерех татнине те сан валли эп упрарӑм, юратнӑ каччӑм, савнийӗм! |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/songofsolomon/007.mp3
8
7