|
| 1 |
|
| Ах, эсӗ аннем кӑкӑрне ӗмсе ӳснӗ пулсассӑн, манӑн пиччем пулнӑ пулсассӑн! урамра тӗл пулсан та чуптӑвӑттӑм сана, никам та хурламӗччӗ уншӑн мана. |
|
| 2 |
|
| Сана ҫавӑтсах илсе кайӑттӑм, ертсе килӗттӗм аннемҫӗм килне. Эсӗ мана вӗрентӗттӗн, эпӗ сана техӗмлӗ сим пыл, нар улмийӗн сӗткенне ӗҫтерӗттӗм. |
|
| 3 |
|
| Унӑн сулахай алли — ман пуҫӑм айӗнче, сылтӑмми мана ыталать. |
|
| 4 |
|
| Эй Иерусалим хӗрӗсем, тархаслатӑп сире: вӑранас вӑхӑчӗ ҫитиччен савнӑ пикемӗн ыйхине ан татӑр, ан вӑратӑр ӑна. |
|
| 5 |
|
| Кам-ши ку — хӑйӗн савнӑ каччийӗ ҫине таянса улӑхать пушхиртен? Улмуҫҫи айӗнче эп вӑратрӑм сана: ҫавӑнтах-ҫке аннӳ те ҫуратнӑ сана, ҫавӑнтах-ҫке сана кун ҫути вӑл кӑтартнӑ. |
|
| 6 |
|
| Эс мана, пичет пек, ху чӗрӳ ҫине хур, ҫӗрӗ пек тӑхӑнтарт пӳрнӳне: юрату вилӗм пекех вӑл хӑватлӑ; кӗвӗҫӳ — тамӑк евӗр тискер; унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем; юрату вӑл — хӑрушла вут-ҫулӑм. |
|
| 7 |
|
| Юрату ҫулӑмне аслӑ шыв сӳнтереймӗ, юханшывсем те хуплаймӗҫ ӑна. Кам та кам юратушӑн мӗнпур пурлӑхне пама хатӗр, йӗрӗнсе ҫеҫ хӳтерӗҫ ӑна. |
|
| 8 |
|
| Пирӗн пӗр йӑмӑк пур, вӑл пӗве ҫитеймен-ха, кӑкӑрӗ те чӑмӑртанман-ха; ӑна ҫураҫма тытӑнсассӑн, пирӗн унпа мӗн тумалла пулать-ха? |
|
| 9 |
|
| Вӑл хӳме пулаясчӗ, ун ҫине кӗмӗл кермен лартнӑ пулӑттӑмӑр; пулаясчӗ вӑл алӑк, эпир ӑна кедр хӑма ҫаптарӑттӑмӑр. |
|
| 10 |
|
| Эпӗ — хӳме, икӗ кӑкӑрӑм — икӗ пашне пек; ҫавӑнпа ӗнтӗ савнийӗм умӗнче эпӗ пӗве ҫитнӗ хӗр пек пулайӑп. |
|
| 11 |
|
| Соломонӑн Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи пулсаччӗ; вӑл ӑна тара парсаччӗ; кашни хуралҫийӗн унти ҫырлашӑн ӑна пин кӗмӗл укҫа памаллаччӗ. |
|
| 12 |
|
| Манӑн иҫӗм пахчийӗ вара — хампа пӗрлех. Соломон, пин кӗмӗлӗ сана, икҫӗр кӗмӗлӗ пахча хуралҫисене пултӑр. |
|
| 13 |
|
| Сат пахчинче пурӑнакан пикеҫӗм! юлташӑмсем сан сассуна тӑнлаҫҫӗ, ан чарсамччӗ мана та ӑна итлеме. |
|
| 14 |
|
| Васка, савнӑ каччӑм, васка; ырӑ шӑршӑ саракан сӑрт ҫинчи ту качаки евӗрлӗ е ҫамрӑк пӑлан евӗрлӗ пул! |
|
|
|
|