×

БИБЛИ 2009

Исаия 12

1
Ҫавӑ кун калӑн эсӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, мухтатӑп Сана! Эсӗ мана ҫиллентӗн, анчах ҫиллӳне сиртӗн те — мана лӑплантартӑн.
2
Акӑ Турӑ — манӑн ҫӑлӑнӑҫӑм: Ӑна шанатӑп та — хӑрамастӑп; Ҫӳлхуҫа — манӑн вӑй-хӑватӑм, юрласса та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп — Вӑл маншӑн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗ.
3
Ун чухне савӑнса ҫӑлӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗсенчен шыв ӑсатӑр,
4
ҫавӑ кун калатӑр вара: Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр; Унӑн ӗҫӗсене халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр; Унӑн ячӗ аслӑ ят пулнине астутарсах тӑрӑр;
5
Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр: Вӑл виҫесӗр аслӑ ӗҫ тунӑ, — ҫакна пӗтӗм ҫӗр пӗлсе тӑтӑр.
6
Эй Сион халӑхӗ, савӑн та хӗпӗрте: сирӗн хушшӑрта Израиль Святойӗ аслӑран та аслӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки