БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Моавпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Ҫапла! Ар-Моава ҫӗрле тустарса тухӗҫ, тӗппипе аркатса тӑкӗҫ; ҫапла! Кир-Моава ҫӗрле тустарса тухӗҫ, тӗппипе аркатса тӑкӗҫ! |
| 2 |
| Татӑлса йӗмешкӗн Дивон ҫыннисем тӳпем вырӑнсене хӑпарӗҫ; Моав ӗнтӗ Невошӑн, Медевӑшӑн хурланса йӗрет; вӗсем пурте ҫӳҫне касса янӑ, пурте сухалне хыртарнӑ. |
| 3 |
| Урамӗсенче хуйхӑ тумӗпе ҫӳреҫҫӗ; ҫурт тӑррисенче, халӑх пухӑнакан вырӑнсенче пурте йӗреҫҫӗ, ӗсӗклеҫҫӗ, пурте куҫҫуль айӗнче. |
| 4 |
| Есевон та, Елеала та кӑшкӑрсах макӑрать: вӗсен сассийӗ Иааца таранах илтӗнет; ӗнтӗ Моавӑн ҫар ҫыннийӗсем те йӗреҫҫӗ; чӗтрет унӑн чунӗ. |
| 5 |
| Манӑн чӗрем Моавшӑн ӗсӗклет; ун ҫӗрӗнчен Сигор патне, виҫҫӗмӗш Эгла патне ҫитиех тараҫҫӗ; Лухит ҫине йӗрсе улӑхаҫҫӗ; Хоронаим ҫулӗпе пынӑ чух асар-писер кӑшкӑраҫҫӗ, |
| 6 |
| мӗншӗн тесессӗн Нимрим ҫӑлкуҫӗсем типсе ларнӑ, улӑхсем хӑрӑннӑ, курӑк ӗнсе кайнӑ, ешӗлӳсен курӑнмасть. |
| 7 |
| Ҫавӑнпа юлашки пурлӑхне, мӗн упраса хӑварнине вӗсем Хӑва шывӗн леш енне куҫараҫҫӗ. |
| 8 |
| Ӗнтӗ пӗтӗм Моав ҫӗрӗнче кӑшкӑрса йӗни Эглаима ҫити, Беэр-Елима ҫити илтӗнсе тӑрать. |
| 9 |
| Димон шывӗсем юнпа тулнӑ, Эпӗ вара Димон ҫине ҫӗнӗ инкек — Моавран тарса ӳкнисем тӗлне, ҫак ҫӗршывра чӗрӗ юлнисем тӗлне арӑслан — ярӑп. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/015.mp3
66
15