×

БИБЛИ 2009

Исаия 16

1
Пушхирти Селӑран ҫӗрӗн хуҫине Сион хӗрӗн тӑвӗ ҫине путексем ярса парӑр;
2
ӗнтӗ Арнон кӗре каҫҫи хӗрринче Моав хӗрӗсем йӑвинчен кӑларса ывӑтнӑран аташса ҫӳрекен кайӑк евӗрлӗ пулӗҫ.
3
«Канаш пух, мӗн тумаллине палӑрт: кӑнтӑр варринче, ҫӗрлехи пек, хӑвӑн сулхӑнупа витсе тӑр пире, хӑваласа янисене хӳтӗле, шуйханса ҫӳрекенсене тытса кайма ан пар.
4
Хӑваласа янӑ ҫыннӑмсем, моавсем, сан патӑнта пурӑнччӑр; вӗсене вӑрӑ-хурах тапӑнасран хӳтӗле: пусмӑрлакан пулмӗ, ҫаратассийӗ пӗтӗ, хӗсӗрлекенсем ҫӗр ҫинчен ҫухалӗҫ.
5
Хӗрхенӳллӗ пулсассӑн аслӑ пукан ҫирӗпленӗ, ун ҫинче, Давид чатӑрӗнче, чӑнлӑха шыракан, тӗрӗс сут тӑвакан тӳре ларӗ».
6
«Эпир Моав мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, виҫесӗр мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫинчен, илтнӗ, унӑн мӑнаҫлӑхӗ, каппайлӑхӗ, чарусӑр тискерлӗхӗ ҫинчен эпир илтнӗ: унӑн сӑмахӗ — каппайчӑк сӑмах».
7
Ҫавӑнпа Моав Моавшӑн кӑшкӑрса йӗрсе ярӗ, ӗнтӗ пурте ӗсӗклӗҫ; Кир-Харесетри керемсемшӗн кулянӑр: вӗсене тӗппипе аркатнӑ.
8
Есевон хирӗсем, ҫавӑн пекех Севамри иҫӗм пахчисем те ҫаралчӗҫ; халӑхсен пуҫлӑхӗсем унти чи лайӑх хунавсене пӗтерчӗҫ, ҫав хунавсем Иазер патнех ҫитетчӗҫ, пушхир тӑрӑх сарӑлса пыратчӗҫ; хунавӗсем ӗрчевлӗччӗ, тинӗс леш еннех каҫатчӗҫ.
9
Ҫавӑнпа та Севам сапакишӗн эпӗ те йӗрӗп, Иазер хӳхленӗ пекех татӑлса йӗрӗп; Есевон тата Елеала, сирӗншӗн эпӗ куҫҫуль юхтарӑп: ӗнтӗ иҫӗм ҫырли пуҫтарнӑ чухне, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче савӑнӑҫлӑ шӑв-шав илтӗнмест.
10
Тулӑх ҫӗр ҫинчен савӑнӑҫпа хаваслӑх ҫухалчӗ, иҫӗм пахчисенче юрламаҫҫӗ, хӗпӗртенмеҫҫӗ; иҫӗм ӳстерекенӗ юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптамасть: Эпӗ савӑнӑҫа чарса лартрӑм.
11
Ҫавна пула ӑшӑм-чиккӗм Моавшӑн кӗсле пек хурланса йӗрет, чӗрем Кир-Харесетшӗн йынӑшать.
12
Моав тӳпем вырӑнсене таврӑнса, унта мӗн ӗшениччен йӑлӑнсассӑн та, хӑйӗн туррисене кӗлтусассӑн та, нимӗн те пулӑшаймӗ.
13
Ку ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Моав ҫинчен авалах каланӑ сӑмах.
14
Халӗ вара Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр виҫӗ ҫултан, — ҫулӗсене тара кӗрӗшнӗ ҫын пек шутласассӑн, — Моавӑн аслӑлӑхӗ мӗнпур шутсӑр йышлӑ халӑхӗпе пӗрле намӑса тӑрса юлӗ, чӗрӗ юлнисем питӗ сахал пулӗҫ, тет.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки