БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Дамаскпа мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Дамаска хуласен шутӗнчен кӑлараҫҫӗ, вӑл ишӗлчӗк купи пулса юлать. |
| 2 |
| Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ. |
| 3 |
| Ефрем тӗрекӗ путланӗ, Дамаск текех пуҫ хула пулаймӗ, Сири халӑхӗнчен йӑлкӑмӗ ҫеҫ юлӗ, Израиль ывӑлӗсен мухтавне мӗн ҫитнӗ, вӗсене те ҫавӑ ҫитӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. |
| 4 |
| Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Иаковӑн мухтавӗ кӗҫӗне юлӗ, унӑн самӑр ӳчӗ ырханланӗ. |
| 5 |
| Выраканӗ тырра пухнӑ хыҫҫӑн, унӑн аллийӗ пучахсене вырса илнӗ хыҫҫӑн, Рефаим айлӑмӗнче пучахсене пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн мӗнле пулать — шӑп ҫавӑн пек пулӗ. |
| 6 |
| Ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне пухнӑ чухне чи ҫӳлте икӗ-виҫӗ ҫырла юлнӑ пек е тулӑхлӑ турат ҫинче тӑваттӑ-пиллӗк юлнӑ пек тӑрса юлӗҫ вӗсем, тет Ҫӳлхуҫа, Израиль Туррийӗ. |
| 7 |
| Ҫавӑ кун этем хӑйне Пултараканӗ енне ҫаврӑнӗ, унӑн куҫӗсем тимлесех Израиль Святойӗ енне пӑхма пуҫлӗҫ; |
| 8 |
| чӳк парнийӗн вырӑнӗсем ҫине, хӑй алли тунӑ ӗҫ ҫине, пӑхмӗҫ; хӑй пӳрнисем ӑсталанӑ Астартӑпа Ваал кӗлеткисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхмӗҫ. |
| 9 |
| Аморрейсемпе гевитсем Израиль ывӑлӗсенчен тарнӑ чухне [хӑйсен хулисене] пӑрахса хӑварнӑ пек, ҫавӑ кун эсир хӑвӑр хулӑрсене пӑрахса хӑваратӑр, вара ҫав хуласене тустарса-ҫаратса тухӗҫ. |
| 10 |
| Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлакан Турра мантӑн, хӑвна хӳтлӗх паракан чул хысакне аса илмерӗн; ҫавна пулах чӳк сачӗсем лартса ҫитӗнтертӗн, ют хунав лартса тултартӑн. |
| 11 |
| Хӑв акнӑ-лартнӑ кун мӗн лартнийӗ ӳстӗрччӗ, мӗн акнийӗ иртерех чечеке лартӑрччӗ тесе тӑрӑшрӑн; анчах пухса кӗртмелли кун ҫитсессӗн ҫимӗҫ купи мар, йывӑр хуйхӑ пулӗ. |
| 12 |
| Ах, ку — тӗрлӗ халӑхсен шӑв-шавӗ! шавлаҫҫӗ вӗсем, тинӗс пекех шавлаҫҫӗ. Ӑрусен кӗрлевӗ! кӗрлеҫҫӗ вӗсем, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ. |
| 13 |
| Халӑхсем кӗрлеҫҫӗ, хӑватлӑ шывсем пекех кӗрлеҫҫӗ; анчах та Вӑл юнаса илчӗ те — вӗсем аякка тарчӗҫ, тусем ҫийӗн ҫил вӗҫтерекен тусан пек, ҫавраҫил хӑвалакан тусан пек пулӗҫ. |
| 14 |
| Каҫ пулчӗ — ах, хӑрушӑ! ирччен вӑл ҫук та. Пире ҫаратакансенӗн ӑраскалӗ ку, пире аркатакансенӗн шӑпи ку. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/017.mp3
66
17