×

БИБЛИ 2009

Исаия 18

1
Эфиопи юханшывӗсен леш енчи ҫӗре — ҫунатсен шавӗ илтӗнсе тӑракан ҫӗре, тинӗс тӑрӑх, юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем яракан ҫӗре — хуйхӑ ҫитӗ! Эй вӑр-варрӑн ҫӳрекен элчӗсем, кайӑр тӗреклӗ те патвар халӑх патне, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑх патне, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑх патне кайӑр.
2
3
Эй эсир, тӗнчере вырӑнаҫса ҫӗр ҫинче пурӑнакансем! ту ҫинче ялав ҫӗкленсессӗн — лайӑх пӑхӑр, трупа сасси янӑраса кайсассӑн — лайӑх тӑнлӑр!
4
Мана Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ Хам пурӑнакан вырӑнтан, ҫумӑр хыҫҫӑн пулакан ӑшӑ ҫутӑ пек, ӗҫҫи шӑрӑхӗ вӑхӑтӗнчи сывлӑм пӗлӗчӗ пек, лӑпкӑн пӑхатӑп.
5
Иҫӗме пуҫтарма пуҫличчен, ҫеҫки тӑкӑнсассӑн, ҫупкӑмӗ пиҫме пуҫласассӑн, тураттисене Вӑл ҫӗҫӗпе каса-каса пӑрахӗ, хунавӗсене вакласа тӑкӗ.
6
Вара мӗн пуррине ту ҫинчи ҫӑткӑн кайӑксем валли, хирти тискер чӗрчунсем валли пӑрахса хӑварӗҫ; унта кайӑк-кӗшӗк ҫу каҫӗ, унта хирти тискер чӗрчунсем хӗл каҫӗҫ, терӗ.
7
Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки