БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Египетпа пуласси ҫинчен пророкла калани. — Акӑ Ҫӳлхуҫа ҫӑмӑл пӗлӗт ҫине ларӗ те Египета ҫитӗ. Унӑн сӑнӗ умӗнче Египет йӗрӗхӗсем чӗтресе ӳкӗҫ, Египетӑн чӗри ирӗлсе кайӗ. |
| 2 |
| Египет ҫыннисене Эпӗ Египет ҫыннисемпех вӑрҫӑ вӑрҫтарӑп: вара тӑван тӑвана хирӗҫ, тус туса хирӗҫ, хулапа хула, патшалӑхпа патшалӑх ҫапӑҫӗҫ. |
| 3 |
| Египет пӗтӗмпех хавшаса ҫитӗ, унӑн канашне аркатӑп, ӗнтӗ вӗсем йӗрӗхсемпе асамҫӑсенчен, вилнисене чӗнсе илекенсемпе юмӑҫсенчен пулӑшу ыйтӗҫ. |
| 4 |
| Египет ҫыннийӗсене хаяр патша аллине ӳкерӗп, вара вӗсемпе тискер патша хуҫаланӗ, тет Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа. |
| 5 |
| Вара тинӗсре шыв пӗтсе ҫитӗ: юханшыв иксӗлсе типсе ларӗ; |
| 6 |
| ҫырмасенче шыв чакса пырӗ, Египетӑн чавса тунӑ шыв ҫулӗсем ӑшӑхланса типсе ларӗҫ; хӑмӑшпа чакан шанса кайӗҫ. |
| 7 |
| Юханшыв тӑрӑхӗнчи, ҫырансем ҫывӑхӗнчи хирсем, шыв хӗрринче мӗн акнӑ, ҫавӑ пӗтӗмпех типсе ларӗ, вӗҫсе саланӗ, ҫухалӗ. |
| 8 |
| Ӗнтӗ пулӑҫӑсем йӗрсе ярӗҫ, юханшыва вӑлта пӑрахакансем ӗсӗклесе макӑрӗҫ, шывра тетел каракансем те аптӑрасах ӳкӗҫ; |
| 9 |
| йӗтӗн тыллакансем те, шурӑ пир тӗртекенсем те кулянӗҫ; |
| 10 |
| ҫип арлакансем шалтӑрах кайӗҫ, тара кӗрешнисем пурте вӑйран сулӑнӗҫ. |
| 11 |
| Ҫапла! Цоан пуҫлӑхӗсем ӑсран тайӑлчӗҫ; фараон ҫумӗнчи ӑслӑ канашҫӑсен канашӗ юрӑхсӑра тухрӗ. Фараона эсир: «эпӗ ӑсчахсен ывӑлӗ, авалхи патшасен ывӑлӗ» тесе калайӑр-и? |
| 12 |
| Ӑҫта вӗсем? ӑҫта санӑн ӑсчахусем? халӗ калаччӑр вӗсем сана: Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартассине пӗлтерччӗр. |
| 13 |
| Цоан пуҫлӑхӗсем ӑсран тайӑлчӗҫ; Мемфис пуҫлӑхӗсем улталанчӗҫ, ӑру пуҫлӑхӗсем Египета ҫултан аташтарса ячӗҫ. |
| 14 |
| Египет ӑшне Ҫӳлхуҫа ӳсӗртекенни янӑ — ӳсӗр этем хӑй хӑсӑкӗ ҫинче ҫапкаланса ҫӳренӗ пек, вӗсем те Египета унӑн мӗнпур ӗҫӗнче аташтарса тӑнӑ. |
| 15 |
| Египетра ӗнтӗ пуҫпа хӳре, пальмӑпа хӑмӑш тума пултаракан пӗр ӗҫ те пулмӗ. |
| 16 |
| Ҫавӑ кун Египет ҫыннисем хӗрарӑм евӗр пулса кайӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑйсем ҫине тӑснӑ аллине хускатнине курсассӑн чӗтресе тӑрӗҫ, сехӗрленсе ӳкӗҫ. |
| 17 |
| Иуда ҫӗрӗ Египетшӑн сехре хӑппи пулӗ; ҫав ҫӗре аса илекенӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Египета мӗн кӑтартма палӑртнине курӗ те шуйхансах ӳкӗ. |
| 18 |
| Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗнчи пилӗк хула Ханаан чӗлхипе калаҫма тытӑнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑвӗ; пӗр хулине хӗвел хулийӗ тейӗҫ. |
| 19 |
| Ҫавӑ кун Египет ҫӗрӗн варринче Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн пулӗ, ун чикки ҫумӗнче вара Ҫӳлхуҫана аслӑласа лартнӑ палӑк пулӗ. |
| 20 |
| Ҫавӑ палӑк Египет ҫӗрӗнче Саваоф Ҫӳлхуҫана уяса тӑнине пӗлтерекен, астутарса тӑракан паллӑ пулӗ: хӑйсене хӗсӗрленӗ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана йӑлӑнӗҫ те, Вӑл вӗсене ҫӑлакан тата хӳтӗлекен ярса парӗ, вӗсене хӑтарӗ. |
| 21 |
| Ҫӳлхуҫа вара Египетра Хӑйне кӑтартӗ; ҫавӑ кун Египет ҫыннисем Ҫӳлхуҫана пӗлсе ҫитӗҫ, парнесем кӳрӗҫ, Ҫӳлхуҫана сӑмах парӗҫ, мӗн тума пулнине тӑвӗҫ. |
| 22 |
| Ҫӳлхуҫа Египета асап кӑтартӗ; асап кӑтартӗ — сыватӗ те: вӗсем Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнӗҫ те — Вӑл вӗсене илтӗ, вӗсене сыватӗ. |
| 23 |
| Ҫавӑ кун Египетран Ассири ҫӗрне пысӑк ҫул уҫӑлӗ, Ассур вара Египета, Египет ҫыннисем Ассирие килсе ҫӳрӗҫ; Египет ҫыннисем Ассири ҫыннисемпе пӗрле Турра ӗҫлесе тӑрӗҫ. |
| 24 |
| Ҫавӑ кун Египетпа тата Ассирипе пӗрле Израиль виҫҫӗмӗшӗ пулӗ; ҫӗр варринче пиллӗх тӑрӗ, |
| 25 |
| ҫавӑ ҫӗре Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каласа пиллӗх парӗ: Египет ҫыннисем — Манӑн халӑхӑм, Ассири ҫыннисем — Манӑн аллӑмӑн ӗҫӗ, Израиль — Манӑн еткерӗм, вӗсем пиллӗхлӗ, тейӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/019.mp3
66
19