1
Турӑ Исаийӑна, Амос ывӑлне, Иудейӑпа Иерусалима мӗн пулассине кӑтартнӑ чухнехи сӑмах.
2
Юлашки кунсенче ҫапла пулӗ: Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвне ытти тусенчен асла кӑларӗҫ, сӑрт-ту хушшинче чи чапли ҫавӑ пулӗ, халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ.
3
Нумай-нумай йӑх пухӑнӗ, калӗҫ вара: килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне, улӑхар. Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн саккун Сионран, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ Иерусалимран килӗ.
4
Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
5
Эй Иаков килӗ! Килӗр, Ҫӳлхуҫа ҫутинче ҫӳрӗпӗр.
6
Анчах та Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Иаков килне, сирсе ятӑн, мӗншӗн тесен вӗсем тухӑҫран теме те вӗренчӗҫ: филистимсенни пек вӗсен асамҫӑсем те пур, ют халӑхсен ывӑлӗсемпе те явӑҫаҫҫӗ вӗсем.
7
Ӗнтӗ унӑн ҫӗрӗ кӗмӗлпе-ылтӑнпа тулса ларчӗ, пурлӑхӗн шучӗ те ҫук; унӑн ҫӗрӗ ут-урхамахпа тулса ларчӗ, ҫар урапийӗсен шучӗ те ҫук;
8
унӑн ҫӗрӗ йӗрӗхсемпе тулса ларчӗ: вӗсем хӑйсен алли тунӑскерне, хӑйсен пӳрни ӑсталанӑскерне пуҫҫапаҫҫӗ.
9
Мӗскӗнленчӗ этем, ар хӑйне кӗҫӗне хӑварчӗ — Эсӗ вӗсене каҫармастӑн.
10
Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен ту хушшинче пытан, ҫӗр хӑвӑлне пытан.
11
Этем текех мӑнаҫлӑн пӑхаймӗ, ҫын асла кӑларнийӗ кӗҫӗне тӑрса юлӗ; ҫавӑ кун пӗр Ҫӳлхуҫа ҫеҫ аслӑ пулӗ.
12
Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа кунӗ ҫитӗ, вӑл ҫитӗ мӗнпур мӑнаҫлине, мӑнкӑмӑллине, мухтаса чапа кӑларнине, — ҫакӑ ӗнтӗ кӗҫӗне юлӗ, —
13
вӑл ҫитӗ Ливан ҫинче ӳсекен мӗнпур ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ кедр йывӑҫне, Васанӑн мӗнпур юманне,
14
мӗнпур ҫӳллӗ тӑва, таҫтанах курӑнса тӑракан сӑртсене,
15
мӗнпур ҫӳллӗ пашнене, мӗнпур тӗреклӗ хӳмене,
16
Фарсисӑн мӗнпур карапне, вӗсенӗн ӑмсантаракан мӗнпур эрешне.
17
Вара этемӗн аслӑлӑхӗ путланӗ, этемӗн чапӗ кӗҫӗне тӑрса юлӗ; ҫавӑ кун пӗр Ҫӳлхуҫа ҫеҫ аслӑ пулӗ.
18
Йӗрӗхсем яланлӑхах ҫухалӗҫ.
19
Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, ҫынсем ту ҫурӑкӗсене, шӑтӑк-путӑка тарса пытанӗҫ.
20
Ҫавӑ кун, Ҫӳлхуҫа ҫӗре аркатма пуҫласассӑн, Унран хӑраса, Унӑн мухтавӗнчен, аслӑлӑхӗнчен хӑраса, сӑрт хушӑкӗсемпе ту ҫурӑкӗсене тарса пытаннӑ чухне хӑйӗн кӗмӗл йӗрӗхӗсемпе ылтӑн йӗрӗхӗсене — пуҫҫапма тунӑскерсене — этем каюрасемпе ҫара ҫерҫисене пӑрахса парӗ.
21
22
Эсир этеме шанма пӑрахӑр, сывлан сывлӑшӗ те унӑн сӑмси шӑтӑкӗнче ҫеҫ: мӗнех ӗнтӗ вӑл?
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009