×

БИБЛИ 2009

Исаия 22

1
Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма мӗн пуласси ҫинчен пророкла калани. — Шавлӑ хула, пӑлханакан, ҫуйхашакан хула! Мӗн пулнӑ сана, мӗншӗн пурте ҫурт тӑррине улӑхса тӑнӑ? Санӑн тӗп пулнӑ ҫыннусене хӗҫпе вӗлермен, вӗсем вӑрҫӑра та вилмен;
2
3
санӑн ҫулпуҫусем пурте пӗрле тарнӑ, анчах вӗсене ухӑсӑрах тытса ҫыхса пӑрахнӑ; таҫта аякка тарнӑ пулин те, вӗсене пурне те тытса ҫыхса пӑрахнӑ.
4
Ҫавӑнпа калатӑп ӗнтӗ: пӑрахса хӑварӑр мана, эпӗ вӗри куҫҫульпех макӑрӑп; халӑхӑмӑн хӗрне ҫаратса хӑварнӑ чухне йӑпатма ан тӑрӑшӑр мана:
5
Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма ҫитнӗ сехӗрленӳ кунӗ, мӑшкӑлпа шуйхану кунӗ — Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Турӑран, вӑл. Хӳмене ишеҫҫӗ, кӑшкӑрашни тусем ҫинех ҫитет.
6
Елам ухӑ йӗнни ҫакнӑ; ҫынсем — ҫар ураписем ҫинче; юланутсем; Кир та хулканне хатӗрлет.
7
Акӑ ӗнтӗ чи лайӑх айлӑмусем тулли ҫар урапи, юланутсем хапхана хирӗҫ тӑрса тухнӑ.
8
Иудейӑн вителӗкне сӳсе илеҫҫӗ; ҫавӑ кун эсӗ кедр ҫуртра упранакан кӑрал енне пӑхӑн.
9
Эсир ӗнтӗ Давид хулин хӳмине нумай ҫӗртен шӑтарса пӗтернине куратӑр, эсир анатри пӗвере шыв пухатӑр;
10
Иерусалимри ҫуртсене паллӑ тӑватӑр, хӳмене ҫирӗплетме ҫав ҫуртсене ҫӗмӗретӗр;
11
кивӗ пӗве шывне тытса юлма тесе, икӗ хӳме хушшине вырӑн хатӗрлетӗр. Анчах та ҫакна Тӑвакана асӑрхамастӑр, ҫапла пулассине Кам авалах палӑртса хунӑ, Ун енне ҫаврӑнса пӑхмастӑр.
12
Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫакӑ кун сире йӗме те кулянма, ҫӳҫӗре кастарма, хуйхӑ тумӗ тӑхӑнма чӗнет.
13
Акӑ ӗнтӗ савӑнӑҫ та хаваслӑх! Вӑкӑрсене вӗлереҫҫӗ, сурӑх пусаҫҫӗ; аш-какай ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ: «ҫиетпӗр те ӗҫетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ыран вилетпӗр!» тееҫҫӗ.
14
Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа мана хӑлхаран каларӗ: хӑвӑр виличчен те ҫак ирсӗрлӗхшӗн каҫару пулмӗ сире, терӗ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа.
15
Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫапла каларӗ: тӑр та патша таврашӗн пуҫлӑхӗ патне кай, ҫав Севна патне, кермен пуҫлӑхӗ патне, ҫит, [вара кала ӑна]:
16
кунта санӑн мӗн пур, кунта санӑн кам пур, эсӗ мӗншӗн кунта хӑв валли тупӑклӑх тӑватӑн? те. Вӑл ҫӳллӗ ҫӗрте хӑй валли тупӑклӑх касса ӑсталать, чул хысака касса хӑйне пурӑнмалли вырӑн хатӗрлет.
17
Эй вӑйлӑ этем, акӑ Ҫӳлхуҫа ярса тытӗ те сана, тытса пӑчӑртаса санран чӑмӑркка тӑвӗ,
18
унтан сана анлӑ ҫӗр ҫине тытса перӗ; ҫавӑнта вилӗн эсӗ, эй хуҫун килне намӑс кӳрекенӗ, санӑн чаплӑ тупӑклӑху ҫавӑнта пулӗ.
19
Сана хӑвӑн вырӑнунтан сирпӗтӗп, вара сана ятсӑр-сумсӑр тӑратса хӑварӗҫ.
20
Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хамӑн Елиаким чурама, Хелкия ывӑлне, чӗнсе илӗп,
21
ӑна санӑн тумна тӑхӑнтартӑп, санӑн пиҫиххине ҫыхтарӑп, унӑн аллине санра пулнӑ ирӗке парӑп; вара вӑл Иерусалимра пурӑнакансенӗн тата Иуда килӗн ашшӗ пулса тӑрӗ.
22
Давид килӗн уҫҫине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурӑп; вӑл уҫӗ те — никам та хупаймӗ, вӑл хупӗ те — никам та уҫаймӗ.
23
Ӑна ҫирӗп ҫапса лартнӑ пӑта пек тӑвӑп; хӑй ашшӗ килӗшӗн вӑл мухтав пуканӗ пек пулӗ.
24
Ашшӗ килӗн, ачисен тата мӑнукӗсен пӗтӗм мухтавӗ, килти пӗтӗм ӑпӑр-тапӑртан тытӑнса кӗвӗ-ҫемӗ каламалли юлашки сӑпрай таранах ун ҫинче ҫакӑнса тытӑнса тӑрӗ.
25
Ҫавӑ кун вара, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫирӗп ҫапса лартнӑ пӑта лӑканма пуҫлӗ, ӑна ҫапса кӑларӗҫ, ӳкӗ вӑл, унран ҫакӑнса тӑни те пӗтӗмпе ӳксе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки