|
| 1 |
|
| Ҫӳлхуҫа акӑ ҫӗре ҫука хӑварать, ӑна пулӑхсӑр тӑвать; ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне улӑштарать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сапаласа ярать. |
|
| 2 |
|
| Вара халӑха мӗн пулӗ, священника та ҫавах пулӗ, тарҫипе мӗн пулни — унӑн хуҫипе, тарҫӑ-арӑмпа мӗн пулни — хуҫа-арӑмпа, туянаканнипе мӗн пулни — сутаканнийӗпе, кивҫен илекенӗпе мӗн пулни — кивҫен параканӗпе, парӑмлипе мӗн пулни усламҫӑпа пулӗ. |
|
| 3 |
|
| Ҫӗре пӗтӗмпех ҫука хӑварнӑ; ҫаратмаллипех ҫаратнӑ — ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ. |
|
| 4 |
|
| Хуйхӑрать ҫӗр, салху вӑл; пусӑрӑннӑ, салхуланнӑ тӗнче; тӳпепе ҫӗр хавшанӑ. |
|
| 5 |
|
| Хӑй ҫинче пурӑнакансем айӗнче ҫӗр ирсӗрленнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем саккуна пӑхӑнмарӗҫ, йӗркене улӑштарчӗҫ, ӗмӗрлӗх халала пӑсрӗҫ. |
|
| 6 |
|
| Ҫавӑншӑнах ҫӗре ылхан кӑшлать, ун ҫинче пурӑнакансем асап кураҫҫӗ; ҫавӑншӑнах ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫунтарса янӑ, ҫынсем питӗ сахал тӑрса юлнӑ. |
|
| 7 |
|
| Ҫимӗҫ сапакийӗн сӗткенӗ йӗрет; иҫӗмӗн аври ыратать; чӗререн савӑннисем пурте ассӑн сывлаҫҫӗ. |
|
| 8 |
|
| Тӳнкӗр ҫапса савӑнасси путланчӗ; хавасланакансен шӑв-шавӗ лӑпланчӗ; кӗсле сассийӗ илтӗнмест; |
|
| 9 |
|
| ӗнтӗ юрла-юрла эрех ӗҫмеҫҫӗ; ӗҫекенсемшӗн халь ҫиккер те йӳҫӗ. |
|
| 10 |
|
| Пушанса юлнӑ хулана аркатнӑ, ҫурчӗсене пурне те хупса лартнӑ — кӗрейместӗн. |
|
| 11 |
|
| Урамра эрехшӗн йӗреҫҫӗ; ӗнтӗ кирек епле хаваслӑх та сӳнчӗ; ҫӗр ҫинчен пӗтӗм савӑнӑҫ ҫухалчӗ. |
|
| 12 |
|
| Хула хӑрӑнса ҫитрӗ, хапхисем те йӑтӑнса анчӗҫ. |
|
| 13 |
|
| Ӗҫҫи хыҫҫӑн, ҫу йывӑҫӗн ҫимӗҫне татса пӗтерсессӗн, иҫӗм ҫырлине пуҫтарса илсессӗн мӗнле пулать, ҫӗр ҫийӗнче, халӑхсем хушшинче те ҫапла пулӗ. |
|
| 14 |
|
| Вӗсем сассине вӑйлатӗҫ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗшӗн хӗпӗртенӗҫ, тинӗс енчен хыттӑн кӑшкӑрса сас парӗҫ. |
|
| 15 |
|
| Ҫапла ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана тухӑҫра мухтавлӑр, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, ятне тинӗс утравӗсем ҫинче мухтавлӑр. |
|
| 16 |
|
| Эпир ҫӗр хӗрринчен «Сӑваплӑскерне мухтав!» теекен юрӑ илтетпӗр. Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ. |
|
| 17 |
|
| Эй ҫӗр ҫинче пурӑнакан, ахӑр самана, шӑтӑк та йӑлмак сан валли! |
|
| 18 |
|
| Сехри хӑпнипе кӑшкӑрса тараканӗ шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканӗ йӑлмака ҫакланӗ, мӗншӗн тесессӗн тӳпе чӳречисем уҫӑлса кайӗҫ, ҫӗр никӗсӗ чӗтренӗ. |
|
| 19 |
|
| Ҫӗр арканать, ҫӗр тӗпренсе саланать, ҫӗре хытӑ чӗтретнӗ; |
|
| 20 |
|
| ҫӗр ӳсӗр пек ҫапкаланать, сӑпка евӗр сиккелет, ӑна хӑйӗн йӗркесӗрлӗхӗ асаплантарать; ӳкет вӑл — ҫӗкленеймест. |
|
| 21 |
|
| Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Ҫӳлхуҫа ҫӳлти ҫарсем патне, ҫӗр ҫинчи ҫӗр патшийӗсем патне ҫитӗ. |
|
| 22 |
|
| Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ. |
|
| 23 |
|
| Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион тӑвӗ ҫинче, Иерусалимра патшана ларсассӑн, аслӑ ҫынсем умӗнче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫуталса кайсассӑн уйӑх та вӑтанса хӗрелӗ, хӗвел те намӑсланӗ. |
|
|
|
|