×

БИБЛИ 2009

Исаия 25

1
Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ — манӑн Туррӑм; Сана аслӑлатӑп, Санӑн ятна мухтатӑп: Эсӗ тӗлӗнмеллине пултарнӑ; авалах палӑртса хунисем — чӑн-чӑнах, аминь.
2
Эсӗ хуларан чул купийӗ, ҫирӗп хӳмесенчен ишӗлчӗк купийӗ турӑн; хулара ют ӑру ҫыннисен керменӗсем юлмарӗҫ; ӑна ӗнтӗ ӗмӗрне те ҫӗнӗрен туса лартмӗҫ.
3
Ҫавӑнпа та Сана хӑватлӑ халӑхсем мухтавлӗҫ, хӑрушӑ ӑрусенӗн хулисем Санран сехӗрленӗҫ,
4
мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мӗскӗншӗн те, чухӑншӑн та йывӑр вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑн, ҫил-тӑвӑлран хӳтӗлекен хӳтлӗх, шӑрӑхран хӳтӗлекен сулхӑн пултӑн: тискер ҫынсенӗн ҫилли хӳмене ҫапӑнакан ҫил-тӑвӑл пекехчӗ.
5
Эсӗ тӑшмансен хаярлӑхне, шывсӑр вырӑнти шӑрӑх евӗрлӗскерне, пусартӑн; пӗлӗт ӗмӗлки шӑрӑха пусарнӑ евӗр, пусмӑрҫӑсен савӑнӑҫне путартӑн.
6
Вара Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ту ҫинче пур халӑхсем валли чи паха апатран, паха эрехрен, шӑмӑ ҫӑвӗнчен тата чи таса эрехрен ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлӗ;
7
ҫакӑ ту ҫинче Вӑл пур халӑхсене витсе тӑракан вителӗке, мӗнпур ӑру ҫинче выртакан вителӗке, тӗп тӑвӗ.
8
Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ, Хӑй халӑхӗн мӑшкӑлне пӗтӗм тӗнчипех сирсе ярӗ: ҫапла пулассине Турӑ калать.
9
Вара ҫавӑ кун калӗҫ: акӑ Вӑл, пирӗн Турӑ! эпир Ӑна шанса тӑтӑмӑр та — Вӑл пире ҫӑлчӗ! Ку — Ҫӳлхуҫа; эпир Ӑна шанса тӑтӑмӑр; Вӑл ҫӑлнӑшӑн хӗпӗртетпӗр те савӑнатпӑр!
10
Мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ ту ҫинче Ҫӳлхуҫа аллийӗ тӑрать, ӗнтӗ Моава хӑй вырӑнӗнчех тислӗк ӑшӗнчи улӑма таптанӑ пек таптӗҫ.
11
Вӑл, шывра ишекенӗ аллисемпе хӑлаҫланнӑ евӗр, аллисемпе хӑлаҫлансассӑн та Турӑ унӑн мӑнкӑмӑллӑхне унӑн аллийӗн чее ултавӗпе пӗрлех кӗҫӗне тӑратса хӑварӗ.
12
Санӑн ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳмӳсене аркатӗ, ишсе антарӗ, вӗсенчен тусан тӑвӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки