БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫавӑ кун Иуда ҫӗрӗнче ҫакӑ юрра юрлӗҫ: хуламӑр пирӗн ҫирӗп; хӳме вырӑнне, тӑпра хӳме вырӑнне Вӑл пире ҫӑлӑнӑҫ пачӗ. |
| 2 |
| Уҫӑр хапхана; тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, чӑнлӑха уякан халӑх кӗтӗр. |
| 3 |
| Ҫирӗп чун-чӗреллисене Эсӗ туп-тулли тӑнӑҫлӑх паратӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Сана шанаҫҫӗ. |
| 4 |
| Ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫана шанса пурӑнӑр: Ҫӳлхуҫа Турӑ — ӗмӗрлӗх тӗрек. |
| 5 |
| Вӑл ҫӳлте пурӑннисене, ҫӳлте ларакан хулана ҫапса антарчӗ; аркатрӗ ӑна, ҫӗр ҫине йӑвантарчӗ, тусанпа хутӑштарчӗ. |
| 6 |
| Ӗнтӗ таптаҫҫӗ ӑна, чухӑн урисем, кӗлмӗҫ урисем таптаҫҫӗ. |
| 7 |
| Тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнаканӑн ҫулӗ тӳрӗ; тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнаканӑн ҫулне Эсӗ тӳрлетсе тӑратӑн. |
| 8 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн суту ҫулӗ ҫинче эпир Сана шанса тӑтӑмӑр; пирӗн чунӑмӑрсем Сана, Санӑн ятна асрах тытма тӗмсӗлеҫҫӗ. |
| 9 |
| Пӗтӗм чунӑмпа ҫӗрле Сан патна ӑнтӑлтӑм, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмпе, чунӑм-чӗмӗмпе ир-ирех Сана шырама пуҫлӑп: ҫӗр ҫинче Сан сутун ӗҫӗсем пулса пынӑ чухне тӗнчере пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ. |
| 10 |
| Усал ҫынна каҫарсассӑн, вӑл тӳрӗлӗхе вӗренеймӗ — тӳррисенӗн ҫӗрӗ ҫинче усал ӗҫ тӑвӗ, Ҫӳлхуҫа аслӑлӑхӗ енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ. |
| 11 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Санӑн аллу ҫӳллӗ ҫӗкленнӗччӗ, анчах вӗсем ӑна курмарӗҫ; Санӑн халӑхна курайманнисем курӗҫ те намӑсланса кайӗҫ; Санӑн тӑшманусене вут-ҫулӑм ҫӑтса ярӗ. |
| 12 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑр! Эсӗ пире тӑнӑҫлӑх кӳретӗн: пирӗн ӗҫсене Эсӗ пирӗншӗнех йӗркелесе тӑратӑн. |
| 13 |
| Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! пирӗнпе Эсӗ мар, урӑх патшасем хуҫаланчӗҫ; анчах Санӑн ятна эпир Сан урлӑ ҫеҫ мухтавлатпӑр. |
| 14 |
| Вилнисем чӗрӗлеймӗҫ; вилнисен ӗмӗлкисем тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ вӗсене пырса пӑхрӑн та — тӗп турӑн, вӗсене астӑвӑмран та тӗппипе кӑларса пӑрахрӑн. |
| 15 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн. |
| 16 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑр! инкекре вӑл Сана шыранӑ; Санӑн хасу ҫитсессӗн вӑл кӗлтуса пӑшӑлтатнӑ. |
| 17 |
| Йывӑр арӑм ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитсессӗн епле асапланать, ахлатать, йынӑшать, эпир те Санӑн умӑнта, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫавӑн пекех пултӑмӑр. |
| 18 |
| Пӗтӗ пултӑмӑр, асаплантӑмӑр — ҫуратасса вара ҫил ҫуратрӑмӑр; ҫӗре ҫӑлӑнӑҫ кӳреймерӗмӗр, ҫӗр ҫине урӑх ҫынсем ҫуралмарӗҫ. |
| 19 |
| Санӑн вилнӗ ҫыннусем чӗрӗлӗҫ, вилнӗ ӳтсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ! Эй ҫӗр тӗпӗнче выртакансем, вӑранӑр, савӑнӑр: Санӑн сывлӑму вӗсене сиплӗ-сыватӗ, ӗнтӗ ҫӗр вилнисене тӗртсех кӑларӗ. |
| 20 |
| Кай, халӑхӑм, килне кӗр, хӑв хыҫҫӑн алӑкна питӗрсе ил, ҫилӗ иртсе кайиччен пытан самантлӑха: |
| 21 |
| ҫӗр ҫинче пурӑнакансене усал ӗҫӗсемшӗн айӑпламашкӑн Ҫӳлхуҫа акӑ Хӑй вырӑнӗнчен тухать, ҫӗр ӗнтӗ хӑй ҫӑтнӑ юна уҫса хурӗ, вӗлернӗ ҫыннисене пытарса тӑраймӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/026.mp3
66
26