×

БИБЛИ 2009

Исаия 27

1
Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сулмаклӑ, пысӑк та ҫирӗп хӗҫӗпе левиафана — тӳрӗ чупакан ҫӗлене, левиафана, явкаланса шӑвакан ҫӗлене — тӗп тӑвӗ, тинӗс ҫамне вӗлерӗ.
2
Ҫавӑ кун ун ҫинчен — ытарайми иҫӗм пахчи ҫинчен — юрлӑр:
3
ӑна упраканӗ Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, самантсеренех шӑваратӑп ӑна; кам та пулин унта пырса ан кӗтӗрччӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн сыхлатӑп ӑна.
4
Манӑн ҫилленесси ҫук. Анчах та унта кам та пулин йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑк ӳстерсессӗн, Эпӗ ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатӑп, пӗтӗмпех ҫунтарса яратӑп.
5
Манӑн хӳтлӗхе шырасассӑн-и, Манпа килӗшӳ тӑвас тесессӗн-и? апла Манпа килӗшӳ тутӑр.
6
Ӳлӗм Иаков ҫирӗпленӗ, Израиль хунав кӑларӗ, чечекленӗ; тӗнче ҫимӗҫпе тулса ларӗ.
7
Вӑл вӗсене хӑйсене пӗтерекенсене пӗтернӗ пекех пӗтернӗ-и вара? Вӑл вӗсене хӑйсене вӗлерекенсене вӗлернӗ пекех вӗлернӗ-и вара?
8
Эсӗ ӑна унран пӑрӑннӑ чухне те тулли хаса паман; тухӑҫ ҫилӗ вӗрнӗ кунхи пек, ӑна Хӑв хытӑ вӗрнипех хӑваласа кӑларнӑ.
9
Ҫавӑн урлӑ Иаковӑн йӗркесӗр ӗҫӗ пӑрахӑҫланӗ; вӑл чӳк вырӑнӗсен чулӗсене тӗпренчӗк акшар тусассӑн, Астарта юписемпе тӗтӗрмелли вырӑнсене пӗтерсессӗн унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
10
Ҫапла ӗнтӗ тӗреклетнӗ хула пушанать, кил-ҫурта пушхир пекех пӑрахса хӑварӗҫ. Унта пӑру ҫисе ҫӳрӗ, унта канӗ вӑл, ун тураттисене хуҫса-ҫисе пӗтерӗ.
11
Ун тураттисем хӑрса ларӗҫ те — хуҫӗҫ вӗсене; хӗрарӑмсем килӗҫ те вӗсене ҫунтарса ярӗҫ. Ҫакӑ халӑх ӑссӑр пулнӑран ӑна Пултараканӗ ӑна хӗрхенсе тӑмӗ, ӑна Пултараканӗ ӑна каҫармӗ.
12
Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ шывран пуҫласа Египет юхӑмӗ таран Ҫӳлхуҫа мӗн пуррине пӗтӗмпе тытса силлӗ; Израиль ывӑлӗсем, сире те пӗрле — пӗрне тепӗри патне — пуҫтарӗҫ;
13
ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: аслӑ трупа кӑшкӑртса ярӗ те, Ассири ҫӗрӗнче ҫухалса кайнисем, Египета хӑваласа кайнисем каялла таврӑнӗҫ, вара Иерусалимри сӑваплӑ ту ҫинче Ҫӳлхуҫана ӳксе пуҫҫапӗҫ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки