1
Эй халӑхсем, килӗр, эй йӑхсем-ӑрусем, итлӗр те тӑнлӑр! ҫӗр те, ун ҫинче мӗн пурри те, ҫут тӗнче те, унта ҫуралакансем те — пурте илтчӗр!
2
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа ҫилли пур халӑх ҫинче, Унӑн хаярлӑхӗ вӗсен мӗнпур эшкерӗ ҫинче тӑрать. Вӑл вӗсене пӗтмелле тупаларӗ, вӗсене вӗлерме тытса пачӗ.
3
Вӗсен вӗлерсе пӑрахнӑ ҫыннисем сапаланса выртӗҫ, вӗсен виллисенчен усал шӑршӑ сарӑлӗ, вӗсен юнӗпе тусем-сӑртсем исленӗҫ.
4
Тӳпери мӗнпур ҫар каврайса кӗлленӗ; пӗлӗтсем хут чӗркемӗ пек пӗтӗрӗнӗҫ; вара вӗсен пӗтӗм ҫарӗ иҫӗм пултранки ҫинчен ӳкекен ҫулҫӑ пек, смоква йывӑҫӗн типнӗ ҫулҫи пек тӑкӑнӗ.
5
Тӳпере Манӑн хӗҫӗм курӑнчӗ: акӑ вӑл сут тумашкӑн Эдом ҫине, Эпӗ пӗтермелле тупаланӑ халӑх ҫине анать.
6
Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ юнпа тӑранӗ, ҫупа самӑрланӗ, путексен, качака такисен юнӗпе, сурӑх пӳрисенчен илнӗ ҫупа самӑрланӗ: Восорта — Ҫӳлхуҫа парнийӗ, Эдом ҫӗрӗнче пусса памалли нумай-ха.
7
Вӗсемпе пӗрле хир вӑкӑрӗсем, вӑкӑрсемпе пӗрле пӑрусем те тӗшӗрӗлсе анӗҫ — вӗсенӗн ҫӗрӗ юнпа шӑварӑнӗ, тӑприйӗ ҫупа исленӗ,
8
мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн тавӑру кунӗ, Сионшӑн тавӑрмалли ҫулталӑкӗ ҫитнӗ.
9
Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ:
10
кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ;
11
унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.
12
Ҫав ҫӗрӗн чаплӑ ҫыннисенчен патшана лартма юрӑхли пӗр никам та юлмӗ, улпучӗсем те ниме тӑман ҫынсем пулса кайӗҫ.
13
Керменӗсем йӗплӗ курӑк айне, керемӗсем вӗлтӗренпе куршанак айне пулӗҫ, ҫав ҫӗр шакалсен килӗ, страуссен хӳтлӗхӗ пулӗ.
14
Ӑна пушхир кайӑкӗсемпе хир кушакӗсем иленӗҫ, унта арҫурисем кӑшкӑрашса хире-хирӗҫ сас парӗҫ; унта ҫӗрлехи ӗмӗлке канма пырӗ, хӑйне валли канӑҫлӑх тупӗ.
15
Унта вӗҫекен ҫӗлен йӑва ҫавӑрӗ, ҫӑмарта туса чӗпӗ кӑларӗ, вӗсене хӑй хӳтлӗхне пуҫтарӗ; унта хӑлатсем пухӑнӗҫ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе анӗҫ.
16
Ҫӳлхуҫа кӗнекинче шыраса тупӑр та вулӑр; вӗсенчен нихӑшӗ те килмесӗр юлмӗ; пӗри тепӗрне ылмаштармӗ: вӗсене Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ хушса каланӑ, вӗсене Унӑн сывлӑшӗ хӑй пуҫтарӗ.
17
Вӑл Хӑй вӗсене шӑпа кӑларса панӑ, Унӑн алли ҫав ҫӗре вӗсене виҫсе уйӑрса панӑ; вӗсем унта ӗмӗрӗпех хуҫаланӗҫ, ӑруран ӑрӑва ҫавӑнта пурӑнӗҫ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009