×

БИБЛИ 2009

Исаия 35

1
Пушхир, типӗ ҫӗр хӗпӗртенӗ, этем пурӑнман ҫӗр хавасланӗ, нарцисс евӗр чечекленӗ;
2
ытарайми чечекленӗ, савӑнӗ, хӗпӗртенӗ, хавасланӗ; ӑна Ливанӑн мухтавӗ, Кармилпа Саронӑн чаплӑлӑхӗ ҫитӗ. Вара Ҫӳлхуҫанӑн мухтавлӑхне, Туррӑмӑрӑн аслӑлӑхне курӗҫ.
3
Халсӑрланнӑ алӑсене ҫирӗплетӗр, чӗтрекен чӗркуҫҫисене хытарӑр;
4
хавшак чунлисене калӑр: «тӗреклӗ тӑрӑр, ан хӑрӑр; акӑ сирӗн Туррӑр, ӗнтӗ тавӑру, Турӑ тавӑрасси килет; Вӑл килӗ, ҫӑлӗ сире».
5
Ун чухне суккӑррисен куҫӗ курма пуҫлӗ, илтменнисен хӑлхийӗ уҫӑлӗ.
6
Ун чухне уксаххи пӑлан пек сиксе тӑрӗ, чӗлхесӗррин чӗлхи юрласа ярӗ; ӗнтӗ пушхирте шывсем тапса тухӗҫ, ҫеҫенхирте юхӑм шыв юхма пуҫлӗ.
7
Куҫа шыв пек курӑнни — кӳлӗ, типсе хӑрӑннӑ ҫӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ; шакал канӑҫлӑх курса пурӑнакан ҫӗрсенче чаканпа хӑмӑш ӳсе пуҫлӗ.
8
Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ: таса марри вӑл ҫулпа ҫӳреймӗ; вӑл пӗр вӗсем валли ҫеҫ пулӗ; ҫав ҫулпа ҫӳрекенсем, пӗлсех каймаҫҫӗ пулин те, аташмӗҫ.
9
Унта арӑслан пулмӗ, тискер кайӑк та ун ҫине пырса пусаймӗ; ӑна валли унта вырӑн пулмӗ, ҫав ҫулпа ҫӑлӑннисем ҫеҫ ҫӳрӗҫ.
10
Ҫӳлхуҫа хӑтарса хӑварнисем каялла таврӑнӗҫ, Сион ҫине килнӗ чухне хавассӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илӗҫ; вӗсен пуҫӗ ҫийӗнче ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ тӑрӗ; вӗсем савӑнӑҫпа телей тупӗҫ, хурланасси, ассӑн сывласси ҫухалӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки