БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулине хирӗҫ тапранса тухнӑ та пӗтӗмпех ярса илнӗ. |
| 2 |
| Ассири патши вара Лахис хулинчен Иерусалима Езекия патша патне Рабсакпа пӗрле пысӑк ҫар янӑ; лешӗ пир-авӑр шуратмалли хире каякан ҫул ҫинче, Тури пӗвен шыв ҫулӗ патӗнче, чарӑнса тӑнӑ. |
| 3 |
| Ун патне кермен пуҫлӑхӗ Хелкия ывӑлӗ Елиаким, Севна ҫыруҫӑ тата самана ҫыруҫи Асаф ывӑлӗ Иоах тухнӑ. |
| 4 |
| Рабсак вӗсене ҫапла каланӑ: Езекияна пӗлтерӗр: аслӑ патша, Ассири патши, ҫапла калать, тейӗр: мӗн шанӑҫӗ пур санӑн, эсӗ кама шанатӑн? |
| 5 |
| Пушӑ сӑмах ҫеҫ калатӑн эсӗ: вӑрҫӑ вӑрҫма вара ӑспуҫ тата вӑй кирлӗ: манран уйӑрӑлса, халӗ эсӗ кама шанса тӑратӑн? |
| 6 |
| Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ! Фараон, Египет патши, хӑйне шанса тӑракансемшӗн шӑп ҫавӑн пек пулать те. |
| 7 |
| Эхер те эсӗ мана: «эпир хамӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра шанатпӑр» тетӗн пулсассӑн, Езекия вара Ӑна тӳпем вырӑнсенче парне кӳнине чарса лартрӗ те Иудӑна тата Иерусалима ҫапла каларӗ: «ҫакӑ парне вырӑнӗнче кӑна пуҫҫапӑр» терӗ. Ҫав Турра шанатӑр-и эсир? тет, тейӗр. |
| 8 |
| Эппин, эсӗ манӑн хуҫампа, Ассири патшипе, килӗштер: эпӗ сана икӗ пин урхамах паратӑп; вӗсем валли ҫавӑн чухлӗ юланутҫӑ тупма пултараятӑн-и? |
| 9 |
| Эсӗ ман хуҫамӑн чурисенчен — ҫарпуҫсенчен — пӗрне те пулин, чи вӑйсӑррине те пулин, каялла чактарма пултараятӑн-и? Египетӑн ҫар урапийӗсене, утлӑ ҫарне шанатӑн-и? |
| 10 |
| Ҫакӑ ҫӗре аркатмашкӑн эпӗ кунта Ҫӳлхуҫа ирӗкӗсӗр килнӗ-и? Ҫӳлхуҫа мана: «ҫавӑ ҫӗр ҫине кай та аркатса тух ӑна» терӗ. |
| 11 |
| Вара Елиаким, Севна тата Иоах ӗнтӗ Рабсака ҫапла каланӑ: эсӗ хӑвӑн чурусене арамейла кала — эпир ӑнланатпӑр; пирӗнпе еврейла ан калаҫ — пире хӳме ҫинчи ҫынсем илтме пултараҫҫӗ, тенӗ. |
| 12 |
| Рабсак каланӑ вара: ку сӑмахсене манӑн хуҫамӑм санӑн хуҫуна та сана ҫеҫ калама хушнӑ тетӗн-им? Ҫук, эпӗ хӳме ҫинче ларакансене те калатӑп, акӑ вӗсем сирӗнпе пӗрле хӑйсен каяшне ҫиме пуҫлӗҫ, хӑйсен шӑкне ӗҫме пуҫлӗҫ, тенӗ. |
| 13 |
| Ӗнтӗ Рабсак тӑнӑ та хыттӑн кӑшкӑрса еврейла пӗлтернӗ, ҫапла каланӑ: эй аслӑ патшанӑн, Ассири патшийӗн, сӑмахне итлӗр! |
| 14 |
| Патша ҫапла калать: Езекия сире ан илӗрттӗр — вӑл сире ҫӑлма пултараймасть; |
| 15 |
| «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать, ку хула Ассири патшийӗн аллине лекмест» тесе, Езекия сире Ҫӳлхуҫа ячӗпе кӑлӑхах ан шантартӑр. |
| 16 |
| Езекияна ан итлӗр: Ассири патшийӗ ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр. |
| 17 |
| 18 |
| Ҫапла вара Езекия: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе ан илӗрттӗр сире. Халӑхсене хӑйсен туррисем Ассири патши аллинчен ҫӑлса хӑварчӗҫ-и? пӗр турри те пулин хӑй ҫӗрне ҫӑлайрӗ-и? |
| 19 |
| Емаф тата Арпад туррисем ӑҫта халь? Сепарваим туррисем ӑҫта? Самарие манӑн аллӑмран хӑтарайрӗҫ-и вӗсем? |
| 20 |
| Ҫавӑ ҫӗрсен мӗнпур турринчен хӑшӗ те пулин хӑйӗн ҫӗрне манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварчӗ-и? Ҫӳлхуҫа Иерусалима манӑн аллӑмран ҫӑлса хӑварайӗ-ши вара? тет манӑн патшамӑм, тенӗ Рабсак. |
| 21 |
| Анчах та лешӗсем чӗнмен, ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен, мӗншӗн тесессӗн патша хытарсах каласа хунӑ пулнӑ: «ӑна нимӗн те ан калӑр» тенӗ. |
| 22 |
| Вара Елиаким — Хелкия ывӑлӗ, патша керменӗн пуҫлӑхӗ — тата Севна ҫыруҫӑ, тата Асаф ывӑлӗ Иоах, самана ҫыруҫи, ҫири тумне туртса ҫурнӑскерсем, Езекия патне ҫитсе ӑна Рабсак сӑмахӗсене каласа панӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/036.mp3
66
36