×

БИБЛИ 2009

Исаия 38

1
Ҫавӑ кунсенче Езекия вилмеллех чирлесе ӳкнӗ. Ун патне Исаия пророк, Амос ывӑлӗ, пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑн килӳ валли халал хӑвар: эсӗ вилетӗн, чӗрӗлейместӗн, тет, тенӗ.
2
Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ:
3
эй Турӑҫӑм! эпӗ Санӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Сана чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ. Езекия ӗсӗклесех йӗрсе янӑ.
4
Вара Исаийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ:
5
кай та Езекияна кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Туррийӗ, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм, акӑ ӗнтӗ санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп,
6
сана тата ҫакӑ хулана Ассири патши аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана хӳтӗлетӗп.
7
Сана Ҫӳлхуҫаран паллӑ пулӗ, ку — Ҫӳлхуҫа Хӑй каланӑ сӑмаха пурӑнӑҫланине пӗлтерекен паллӑ.
8
Акӑ Ахаз картлашкийӗсем ҫине ӳкнӗ хӗвел мӗлкине Эпӗ вунӑ картлашка каялла шутарӑп, тенӗ. Вара хӗвел каялла чакнӑ, мӗлке те вунӑ картлашка каялла шунӑ.
9
Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ:
10
«ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм.
11
Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп;
12
кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм.
13
Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм.
14
Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана.
15
Мӗнех калайӑп? Мана мӗн каларӗ — ҫапла турӗ те Вӑл. Чунӑмри хурлӑха асра тытса, юлашки пурӑнӑҫӑма сапӑр пурӑнса ирттерӗп.
16
Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана та чӗм кӗртрӗ; Эсӗ мана сыватӑн, мана пурӑнӑҫ пиллӗн.
17
Маншӑн ырра пулчӗ ҫак пысӑк хуйхӑ, Эсӗ манӑн чунӑма вилӗм шӑтӑкне лекесрен хӑтартӑн, манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн.
18
Сана ҫӗр тӗпӗ мухтамасть, Сана вилӗм те аслӑламасть, Санӑн тӳрӗлӗхне шанакансем — виле шӑтӑкӗ мар.
19
Эпӗ паян мухтанӑ пек, Сана чӗрри, чӗрри ҫеҫ мухтавлӗ: ашшӗ ачисене Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерӗ.
20
Ҫӳлхуҫа ҫӑлӗ мана; эпир вара хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӗлӗхӗме янӑратса, аслӑласа юрлӑпӑр».
21
Исаия каланӑ: смоква касӑкӗ илсе килччӗр те юхан-сурана ҫавӑнпа ҫавӑрса ҫыхчӑр; вара вӑл сывалать, тенӗ.
22
Езекия ӗнтӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӳрессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ-ши? тенӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки