×

БИБЛИ 2009

Исаия 39

1
Ҫавӑ вӑхӑтра Меродах Валадан — Валадан ывӑлӗ, Вавилон патши — Езекия патне ҫыру тата парнесем ҫитернӗ: вӑл Езекия чирлени, сывални ҫинчен илтнӗ пулнӑ.
2
Езекия хӑй патне килнӗ элчӗсене хапӑлласа йышӑннӑ, вӗсене кермен управӑшӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне, хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, хӑй ҫуртӗнчи пӗтӗм хаклӑ япалине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
3
Исаия пророк вара Езекия патша патне пынӑ та ҫапла ыйтнӑ: ку ҫынсем мӗн каларӗҫ? вӗсем сан патна ӑҫтан килсе ҫитрӗҫ? тенӗ. Езекия: аякри ҫӗртен, Вавилонран, килнӗ вӗсем, тенӗ.
4
Исаия: вӗсем санӑн ҫуртӑнта мӗн-мӗн курчӗҫ? тенӗ. Езекия каланӑ: ман ҫуртӑмра мӗн пур — пӗтӗмпех курчӗҫ; вӗсене пурлӑх управӑшӗсенче мӗн пуррине пӗтӗмпех кӑтартрӑм, кӑтартманни нимӗн те хӑвармарӑм, тенӗ.
5
Исаия вара Езекияна каланӑ: халӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле:
6
акӑ вӑхӑт ҫитӗ те, ҫуртӑнта мӗн пуррине, аҫусем паянхи кунччен мӗн пухнине-пуҫтарнине йӑлтах Вавилона илсе кайӗҫ; нимӗн те юлмӗ.
7
Ывӑлусене те — хӑвӑнтан ҫуралнӑ, хӑв ҫураттарнӑ ывӑлусене те — илсе кайӗҫ, вӗсем ӗнтӗ Вавилон патши керменӗнчи хайрансем пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ.
8
Езекия вара Исаийӑна каланӑ: эсӗ пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ырӑ, тенӗ; унтан ҫапла хушса хунӑ: эпӗ пурӑннӑ чухне тӑнӑҫлӑх та ырӑ пурӑнӑҫ пултӑрччӗ, тенӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки