×

БИБЛИ 2009

Исаия 4

1
Вара ҫавӑ кун ҫичӗ арӑм пӗр ҫынран ҫакланӗҫ те калӗҫ: «хамӑр ҫӑкӑрах ҫийӗпӗр, хамӑр тумах тӑхӑнса ҫӳрӗпӗр, пирӗн сан ятна ҫеҫ илесчӗ — намӑсран хӑтар пире» тейӗҫ.
2
Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа хунавӗ илемлӗн те мухтавлӑн килӗ, Израилӗн сыхланса юлнӑ ывӑлӗсемшӗн ҫӗр ҫимӗҫӗ чаплӑн та чыслӑн ҫитӗ.
3
Ун чухне Иерусалимра пурӑнакансенӗн кӗнекине кӗртсе ҫырнисене — Сион ҫинче юлнисене, Иерусалимра сыхланса юлнисене — сӑваплисем теме тытӑнӗҫ.
4
Ҫӳлхуҫа сут сывлӑшӗ-хӑвачӗпе, вут-ҫулӑм сывлӑшӗ-хӑвачӗпе Сион хӗрӗсен ирсӗрлӗхне ҫуса тасатсассӑн, Иерусалим хутлӑхӗнчи юна тасатсассӑн,
5
Ҫӳлхуҫа пӗтӗм Сион тӑвӗ тӗлӗнче, халӑх пухӑвӗсем тӗлӗнче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра пӗлӗт, ҫӗрле вара тӗтӗм те ялкӑшакан вут-ҫулӑм ҫути тытса тӑрӗ: ӗнтӗ пурин те хӳтлӗх пулӗ.
6
Кӑнтӑрлахи шӑрӑхран сыхланма, ҫил-тӑманран, йӗпе-сапаран хӳтӗленме чатӑр пулӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки