БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иаков, хӑвна пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, Израиль, хӑвна туса ҫитернӗ Ҫӳлхуҫа паян вара ҫапла калать: ан хӑра, Эпӗ сана тӳлесе илнӗ, сана хӑвӑн ятупа чӗннӗ; эсӗ — Манӑн. |
| 2 |
| Шывсем урлӑ, юханшывсем урлӑ каҫӑн-и — вӗсем сана путараймӗҫ, санпа пӗрле — Эпӗ; вут-ҫулӑм витӗр утӑн-и — вӑл сана ҫунтараймӗ, ҫулӑм ӗнтмӗ сана. |
| 3 |
| Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, Израиль Святойӗ, сана Ҫӑлаканӗ; сана тӳлесе илме Египета патӑм, Эфиопипе Савейӑна та саншӑнах Эпӗ патӑм. |
| 4 |
| Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм, саншӑн Эпӗ урӑх ҫынсене, санӑн чунушӑн ытти халӑхсене парӑп. |
| 5 |
| Ан хӑра: санпа пӗрле — Эпӗ; санӑн йӑхна тухӑҫран илсе килӗп, сана анӑҫран пуҫтарӑп. |
| 6 |
| Ҫурҫӗре: «кӑларса яр» тейӗп, кӑнтӑра: «чарса ан тӑр» тейӗп; Манӑн ывӑлӑмсене аякран, Манӑн хӗрӗмсене ҫӗр хӗрринчен илсе кил, |
| 7 |
| Манӑн ятӑмпа ҫӳрекенсене, Эпӗ Хамӑн мухтавӑмшӑн пултарнисене, йӗркелесе-туса ҫитернисене пурне те илсе кил. |
| 8 |
| Куҫӗ пулсан та суккӑр халӑха, хӑлхи пулсан та илтмен халӑха илсе тух. |
| 9 |
| Халӑхсем пурте пӗрле пухӑнччӑр, йӑхсем пӗрлешчӗр. Ҫапла пулассине вӗсенчен хӑшӗ малтанах пӗлтернӗ? пуҫламӑшӗнченех мӗн пулнине пӗлтерччӗр; кӳнтеленӗсене тӑратчӑр, тӳрре тухчӑр, вара итлеме, «тӗрӗсех!» теме май пултӑр. |
| 10 |
| Ҫӳлхуҫа калать: Манӑн кӳнтеленсем вара — эсир тата Манӑн чурам. Эпӗ сире Мана пӗлччӗр, Мана ӗненччӗр, Эпӗ кам пулнине ӑнланччӑр тесе суйласа илнӗ: Манран маларах та Турӑ пулман, Ман хыҫҫӑн та пулмасть. |
| 11 |
| Эпӗ, Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, Мансӑр пуҫне урӑх Ҫӑлакан ҫук. |
| 12 |
| Эпӗ малтанах каларӑм, ҫӑлтӑм, пӗлтертӗм; урӑххи ҫук сирӗн, эсир — Манӑн кӳнтеленсем, Эпӗ Турӑ иккенне пӗлекенсем, тет Ҫӳлхуҫа, |
| 13 |
| кунсем пуҫланнӑранпах Эпӗ — ҫав-ҫавах, Манӑн аллӑмран никам та ҫӑлаймӗ; Эпӗ тӑвас тенине тӑватӑп, кам чарӗ ҫакна? |
| 14 |
| Ҫӳлхуҫа — сире Хӑтараканӗ, Израиль Святойӗ — ҫапла калать: Эпӗ Вавилона сирӗншӗнех вӑй ятӑм, пур сӑлӑпа та, карапӗсемпе мӑнаҫланакан халдейсене те ҫапса аркатрӑм. |
| 15 |
| Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Святойӑр, Израиле Пултараканӗ, сирӗн Патшӑр. |
| 16 |
| Ҫӳлхуҫа — тинӗс урлӑ ҫул уҫнӑ, кӑра шыв ҫийӗн сукмак хывнӑ, ҫар ураписемпе утсене, ҫар эшкерӗпе вӑй-хӑвата илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: пурте пӗрле ӳкрӗҫ, тӑраймарӗҫ; ҫунайми пулчӗҫ, хӑйӑ пек сӳнчӗҫ. |
| 17 |
| 18 |
| Анчах эсир иртнине аса илместӗр, авалхи пирки шухӑшламастӑр. |
| 19 |
| Акӑ Эпӗ ҫӗнӗ ӗҫе тытӑнатӑп; вӑл халех ҫитӗ; эсир ҫакна та пӗлесшӗн мар-и? Эпӗ ҫеҫенхирте ҫул хывӑп, пушхирте юханшыв уҫӑп. |
| 20 |
| Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп. |
| 21 |
| Ҫакӑ халӑха Эпӗ Хама валли пултарнӑ; вӑл Манӑн мухтавӑма пӗлтерсе тӑрӗ. |
| 22 |
| Эсӗ вара, Иаков, Мана чӗнмерӗн; эсӗ, Израиль, Маншӑн ӗҫлемерӗн. |
| 23 |
| Мана путеккӳсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памарӑн, Мана парнӳсене кӳрсе пуҫҫапмарӑн. Сана Хамшӑн тырӑ-пулӑ парни кӳрсе тӑма хистемерӗм, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрттерсе чӑрмавламарӑм. |
| 24 |
| Кӗмӗл парса эсӗ Маншӑн тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш туянмарӑн, Мана парнӳсен ҫӑвӗпе савӑнтармарӑн; анчах Мана хӑвӑн ҫылӑхусемпе чӑрмавларӑн, Мана хӑвӑн йӗркесӗр ӗҫӳсемпе пӑшӑрхантартӑн. |
| 25 |
| Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене Эпӗ, Эпӗ Хамах, Хамшӑн Хам пӗтерӗп, санӑн ҫылӑхусене манӑҫа кӑларӑп. |
| 26 |
| Мана аса илтер-ха; сутлашӑпӑр; кала — тӳрре тухма тӑрӑш. |
| 27 |
| Санӑн тӗп аҫу ҫылӑха кӗчӗ, саншӑн хута кӗрекеннисем Манран пӑрӑнса кайрӗҫ. |
| 28 |
| Ҫавӑншӑн Эпӗ сӑваплӑ Ҫуртӑмӑн пуҫлӑхӗсене Хамшӑн ӗҫлесе тӑрассинчен хӑтартӑм, Иакова тупаларӑм, Израиле мӑшкӑл аллине тытса патӑм. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/043.mp3
66
43