×

БИБЛИ 2009

Исаия 47

1
Эй чаплӑ хӗр, Вавилон хӗрӗ, тӑр та тусан ҫине лар; эй халдейсен хӗрӗ, лар ҫӗр ҫинче — ӗнтӗ аслӑ пукан ҫук; сана малашне чеченскерӗ, хӳхӗмскерӗ темӗҫ.
2
Арман чулӗ тыт та тырӑ авӑрт; пӗркенчӗкне хыв, кӗпӳ аркине ҫӗкле, уру туни уҫӑлтӑр, вара каҫах юханшывсем урлӑ:
3
ҫарамасу уҫӑлӗ, ачаш вырӑну та курӑнӗ. Ӗнтӗ тавӑру ӗҫне вӗҫлӗп, никама та хӗрхенмӗп.
4
Сире тӳлесе илекенӗн ячӗ — Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Святойӗ.
5
Эй халдейсен хӗрӗ, шарламасӑр лар, тӗттӗм ҫӗре кай: ӗнтӗ сана малашне «Ҫӗршывсен хуҫи» темӗҫ.
6
Эпӗ Хамӑн халӑхӑма ҫиллентӗм, Хамӑн еткерӗме кӗҫӗне хӑвартӑм, вӗсене санӑн аллуна тытса патӑм; эсӗ вара вӗсене хӗрхенме пӗлмерӗн, ватти ҫине те виҫесӗр йывӑр ҫӗклем тиерӗн.
7
Эсӗ ӗнтӗ: «ӗмӗрӗпех хуҫа пулӑп» терӗн, кайран мӗн пуласси пирки асна та илмерӗн, шухӑшламарӑн.
8
Чеченскер, пӗр шухӑшсӑр пурӑнаканскер, ӑшунта: «эпӗ, — ман пекки урӑх ҫук, — тӑлӑх арӑм пулса юлмӑп, ачамсем пӗтнине курмӑп» теекенскер, халӗ итле ҫакна.
9
Сасартӑк, пӗр кун хушшинчех, сан патна вӑл та, ку та ҫитӗ — ачусене ҫухатӑн, тӑлӑх арӑм пулса юлӑн; асамлӑ ӗҫӳсем йышлӑ пулнине, ӑрӑм-сурӑму тем пекех хӑватлӑ пулнине пӑхмасӑрах инкек-синкек сан патна туп-туллин килсе тухӗ.
10
Эсӗ хӑвӑн усал ӗҫне шанатӑн-ха: «мана никам та курмасть» теетӗн. Ӑслӑлӑху, пӗлӗвӳ — сана ҫултан ҫакӑ пӑрса янӑ; эсӗ хӑвӑн ӑшунта: «эпӗ, мансӑр пуҫне урӑх никам та мар» тееттӗн.
11
Акӑ пуҫу ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анӗ: эсӗ вӑл ӑҫтан тухнине те пӗлеймӗн, сана инкек-синкек тапӑнӗ — ӑна сирсе яма вӑй тупаймӑн; сасартӑках пуҫу ҫине хӑв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса ҫитӗ.
12
Эсӗ ӗнтӗ ҫамрӑклах аппаланнӑ асамлӑ ӗҫӳсемпех, йышлӑ ӑрӑмупах юл; тен, хӑвна пулӑшу парӑн, тен, тытӑнса тӑрайӑн.
13
Сана ӗнтӗ канаш паракансем ӗшентерсех ҫитернӗ; пӗлӗте сӑнакансем тата ҫӑлтӑрҫӑсем, малашлӑха уйӑх тулнине кура пӗлтерекенсем килччӗр те сана хӑвна мӗн пулассинчен ҫӑлса хӑварччӑр.
14
Акӑ вӗсем — улӑм пекех: вӗсене вут-ҫулӑм ҫунтарса янӑ, хӑйсен чунне ҫулӑмран ҫӑлса хӑварайман; ӑшӑнмалӑх кӑмрӑкӗ те, ун умӗнче ларма кӑварӗ те юлман.
15
Хӑв ҫамрӑк чухне санпа пӗрле ӗҫленисем те, санпа суту-илӳ тунисем те саншӑн ҫавсем пекех пулчӗҫ. Кашниех хӑй еннелле пӑрӑнса утрӗ; сана никам та ҫӑласшӑн тӑрӑшмасть.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки