|
| 1 |
|
| Эй утравсем, итлӗр Мана, эй тӑнлӑр, аякри халӑхсем: Ҫӳлхуҫа Мана ҫураличченех чӗнсе илнӗ; аннем варӗнче чухнех ятран чӗннӗ. |
|
| 2 |
|
| Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑма ҫивӗч хӗҫ пек тунӑ; Мана Хӑй аллипе хупӑрланӑ, Манран ҫивӗчленӗ ҫӗмрен тунӑ; Мана Хӑйӗн йӗннинче упраса усранӑ; |
|
| 3 |
|
| Мана ҫапла каланӑ: Израиль, Эсӗ Манӑн чурам, Эпӗ Сан урлӑ чапа тухӑп. |
|
| 4 |
|
| Каларӑм вара: Эпӗ харама ӗҫлерӗм, Хамӑн вӑй-халӑма уссӑр та кӑлӑх пӗтертӗм. Анчах та Манӑн ирӗкӗм — Ҫӳлхуҫара, Манӑн сӑвапӑм та — Хамӑн Туррӑмра. |
|
| 5 |
|
| Халӗ вара Ҫӳлхуҫа калать, Иакова Хӑй енне ҫавӑрас тесе, Израиль Ун патне пухӑнтӑр тесе, Мана варта чухнех Хӑйӗн чурийӗ тунӑ Ҫӳлхуҫа калать; Эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче хисеплӗ, Манӑн Туррӑм — Манӑн хӑватӑм. |
|
| 6 |
|
| Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп. |
|
| 7 |
|
| Ҫӳлхуҫа, Израиле Хӑтараканӗ, унӑн Святойӗ пурте курайман чурине, халӑх хӑртакан чурине, патшасен чурине ҫапла калать: патшасем курӗҫ те — ура ҫине тӑрӗҫ; аслӑ ҫынсем вара шанчӑклӑ Ҫӳлхуҫанӑн, Хӑвна суйласа илнӗ Израиль Святойӗн ячӗпе Сана пуҫҫапӗҫ. |
|
| 8 |
|
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана. Вара вӗсем ҫул-йӗр ҫывӑхӗнчех кӗтсе ҫӳрӗҫ, вӗсен кӗтӳлӗхӗсем мӗнпур сӑрт ҫинче сарӑлса выртӗҫ; |
|
| 9 |
|
|
|
| 10 |
|
| выҫӑпа тертленмӗҫ, шывшӑн антӑхмӗҫ, вӗсене шӑрӑх пусмӗ, хӗвел те ӗнтмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Хӗрхенекен ертсе ҫӳрӗ, вӗсене ҫӑлкуҫӗсем патне илсе ҫитерӗ. |
|
| 11 |
|
| Хамӑн мӗнпур сӑрт-ту урлӑ ҫул хывӑп, вара Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм ҫӳлте пулӗ. |
|
| 12 |
|
| Акӑ пӗрисем аякран килеҫҫӗ; акӑ тата теприсем ҫурҫӗрпе тинӗс енчен, ыттисем Синим ҫӗрӗнчен килеҫҫӗ. |
|
| 13 |
|
| Эй тӳпе, савӑн, эй ҫӗр, хӗпӗрте, эй тусем, хавасланса кӑшкӑрӑр: Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне лӑплантарчӗ, асап тӳсекенӗсене каҫарчӗ. |
|
| 14 |
|
| Сион вара: «Ҫӳлхуҫа мана пӑрахрӗ, Туррӑм мана манса кайрӗ!» теетчӗ. |
|
| 15 |
|
| Хӗрарӑм хӑйӗн ачине, кӑкӑр ачине, манать-и? хӑй варӗнчен ҫуралнӑскерне манӑҫа хӑварать-и? вӑл мансассӑн та Эпӗ сана манмӑп. |
|
| 16 |
|
| Эпӗ сана акӑ Хамӑн алӑ тупанӗ ҫинех ӳкерсе хутӑм; санӑн хӳмӳсем яланах Манӑн умӑмра. |
|
| 17 |
|
| Ывӑлусем сан патна васкӗҫ, сана ҫаратакансем, тустаракансем вара сан патӑнтан тухса кайӗҫ. |
|
| 18 |
|
| Пуҫна ҫӗкле-ха, йӗри-тавра пӑх-ха — вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, санӑн патна килеҫҫӗ. Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа, — вӗсем саншӑн чаплӑ тум пек пулӗҫ, вӗсемпе, ҫураҫнӑ хӗр пек, капӑрланӑн. |
|
| 19 |
|
| Ӗнтӗ арканнӑ вырӑнусем, пушаннӑ хирӳсем, юхӑнса юлнӑ ҫӗрӳ унта пурӑнакансемшӗн шутсӑрах хӗсӗк пулӗ, вара сана хыпса ҫӑтаканӗсем санран хӑпса кайӗҫ. |
|
| 20 |
|
| Унччен ҫухатнисем хыҫҫӑн ҫуралакан ачусем сана сасӑпах калӗҫ: «маншӑн вырӑн хӗсӗк; мана пурӑнмалӑх вырӑн тупса пар» тейӗҫ. |
|
| 21 |
|
| Вара ӑшӑнта ҫапла калӑн: «вӗсене ман тӗле кам ҫуратнӑ? эпӗ ачасӑрччӗ, хӗсӗрччӗ, мана аякка тыткӑна илсе кайнӑччӗ, эпӗ пӗчченех тӑрса юлнӑччӗ; ӑҫта пулнӑ-ши вӗсем?» |
|
| 22 |
|
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Хамӑн аллӑма халӑхсем енне ҫӗклетӗп, йӑхсем умне Хамӑн ялавӑма кӑларса тӑрататӑп, вара санӑн ывӑлусене алӑ ҫинче, санӑн хӗрӳсене хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе килӗҫ. |
|
| 23 |
|
| Патшасем сана тӑрантараканӗсем, патша майрисем сана ҫитерекенӗсем пулӗҫ; сана ҫӗре ҫити пуҫ тайӗҫ, уру тусанне ҫулӗҫ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, Мана шанакансем намӑс курманнине пӗлӗн эсӗ. |
|
| 24 |
|
| Вӑйлинчен унӑн тупӑшне туртса илме, ҫӗнтерӳҫӗрен ун патне тыткӑна лекнисене туртса илме пулать-и? |
|
| 25 |
|
| Пулать! тет Ҫӳлхуҫа: вӑйлийӗнчен те тыткӑнри ҫыннисене туртса илӗҫ, усал патшан тупӑшне те илсе кайӗҫ; мӗншӗн тесессӗн санӑн тӑшманусемпе Эпӗ ҫапӑҫӑп, санӑн ывӑлусене Эпӗ хӑтарӑп; |
|
| 26 |
|
| сана пусмӑрлакансене хӑйсен ӳчӗпех тӑрантарӑп, вӗсем хӑйсен юнне ҫӗнӗ эрех ӗҫнӗ пек ӗҫӗҫ, ӳсӗрӗлӗҫ; вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сана Ҫӑлаканӗ, сана Тӳлесе Илекенӗ, Иаковӑн Хӑватлӑ Турри пулнине кирек кам та пӗлсе тӑрӗ. |
|
|
|
|