×

БИБЛИ 2009

Исаия 50

1
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аннӗре Эпӗ уйӑрӑлнине пӗлтерекен ҫырупа кӑларса янӑччӗ — ӑҫта ҫавӑ? е Эпӗ кивҫене кӗрсе, сире парӑмшӑн сутса янӑ-и? Акӑ сире хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сутса янӑ, аннӗре сирӗн йӗркесӗр ӗҫӗрсемшӗн уйӑрса янӑ.
2
Мӗншӗн-ха Эпӗ килсессӗн никам та ҫукчӗ, Эпӗ чӗнсессӗн никам та хуравламастчӗ? Хӑтармалӑх Манӑн аллӑм кӗскелсе кайнӑ-и вара е ҫӑлмалӑх Манра вӑй-халӑм ҫук-и? Акӑ Эпӗ хӑтӑрса илнипех тинӗсе типӗтетӗп, юханшывсенчен пушхир тӑватӑп; вара пулӑсем шыв ҫитменнипе ҫӗреҫҫӗ, типпе юлса вилеҫҫӗ.
3
Пӗлӗтсене Эпӗ сӗмлӗхпе хупӑрлатӑп, вӗсене хуйхӑ тумӗпе витетӗп.
4
Ҫӳлхуҫа Турӑ Мана, халран кайнине сӑмахпа хунтӑлатӑр тесе, ӑсчахсен чӗлхине парнеленӗ: Вӑл Мана ирсерен вӑратать, вӗренекен итленӗ пек итлетӗр тесе, Манӑн хӑлхама вӑратать.
5
Манӑн хӑлхама Ҫӳлхуҫа Турӑ уҫса ячӗ, Эпӗ хирӗҫлемерӗм, каялла чакмарӑм.
6
Ҫурӑмран хӗненӗ чухне те, питӗмрен ҫупа-ҫупа янӑ чухне те хӗнекенсене хирӗҫ тӑмарӑм; сура-сура мӑшкӑлланӑ чухне Хамӑн питӗме хупламарӑм.
7
Ҫӳлхуҫа Турӑ пулӑшать Мана: ҫавӑнпа Эпӗ вӑтанмастӑп, ҫавӑнпа питӗм-куҫӑм та вутчуль пек ҫирӗп, хама намӑс тивмессе те пӗлетӗп.
8
Мана Тӳрре Кӑлараканӗ ҫывӑхрах: кам Манпа тупӑшасшӑн? пӗрле тӑрар. Кам Манпа сутлашасшӑн? Ман патӑма пытӑр.
9
Акӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ пулӑшать Мана: кам айӑплӗ Мана? Акӑ вӗсем пурте — кивелнӗ тумтир пек, вӗсене кӗве ҫисе ярӗ.
10
Сирӗнтен хӑшӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрать, Ун Чурийӗн сассине тӑнлать? Кам сӗмлӗхре, ҫутӑсӑр ҫӳрет, ҫавӑ Ҫӳлхуҫана шанса тӑтӑр, хӑйӗн Турринче тӗрек туптӑр.
11
Акӑ эсир, вут хыптаракансем, тивертсе ямалли ҫӗмрен тытнисем, эсир пурте хӑвӑр тивертнӗ вут-ҫулӑма, хӗртнӗ ҫӗмренӗрсем кӑларнӑ вут-ҫулӑма кӗрсе каятӑр. Ҫакӑ сире Ман аллӑм урлӑ тивӗ; асаппа пӗтетӗр.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки