|
| 1 |
|
| Ҫӗклен, ҫӗклен, вӑй-хӑватна тӑхӑн, Сион! Эй Иерусалим, сӑваплӑ хула, аслӑлӑхун чаплӑ тумне тӑхӑн! Ӳт кастарманнийӗ, таса марри ӗнтӗ сан хутлӑхна кӗреймӗ. |
|
| 2 |
|
| Тусанна силлесе тӑк; ҫӗклен, тыткӑнри Иерусалим! мӑюнти сӑнчӑрна хывса ывӑт, Сионӑн тыткӑнри хӗрӗ! |
|
| 3 |
|
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: нимӗнсӗрех сутса янӑ сире, кӗмӗл тӳлемесӗрех хӑтарӗҫ сире. |
|
| 4 |
|
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Манӑн халӑхӑм, пурӑнма тесе, ӗлӗк Египета ҫӳренӗ, Ассур ӑна сӑлтавсӑрах хӗсӗрленӗ. |
|
| 5 |
|
| Халӗ вара Манӑн кунта мӗн пулчӗ-ха? тет Ҫӳлхуҫа; Манӑн халӑхӑма тӳлевсӗрех илнӗ, вӗсен патшисем урсах кайнӑ, тет Ҫӳлхуҫа, Манӑн ятӑма пӗр вӗҫӗмсӗр, кашни кун хурлаҫҫӗ. |
|
| 6 |
|
| Ҫавӑнпах ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм Манӑн ятӑма пӗлӗ; ҫавӑ кунхине вӑл Эпӗ унчченхи пекех пулнине, Эпӗ: «Эпӗ кунтах!» тесе каланӑ чухнехи пекех пулнине пӗлӗ. |
|
| 7 |
|
| Тӑнӑҫлӑха пӗлтерекенӗн, савӑнӑҫ пирки ырӑ хыпар сараканӑн, ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентекенӗн, Сиона: «санӑн Турру патшана ларчӗ!» теекен ырӑ хыпарҫӑн ури ту ҫинче еплерех кӗрнеклӗ! |
|
| 8 |
|
| Санӑн хуралҫусен сасси — епле хытӑ кӑшкӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗрле савӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Сиона таврӑннине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем кураҫҫӗ. |
|
| 9 |
|
| Эй Иерусалим ишӗлчӗкӗсем, хӗпӗртенӗр, савӑнӑр, пӗрле юрлӑр: ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне йӑпану кӳчӗ — Иерусалима хӑтарчӗ. |
|
| 10 |
|
| Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн таса та хӑватлӑ вӑйне пур халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартрӗ — ҫӗрӗн мӗнпур вӗҫӗ-хӗррийӗ пирӗн Туррӑмӑр ҫӑлнине курӗ. |
|
| 11 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫа савӑтне йӑтса ҫӳрекенсем, килӗр, килӗр, тухӑр унтан; таса маррине ан тӗкӗнӗр; тухӑр ун хушшинчен, хӑвӑра тасатӑр. |
|
| 12 |
|
| Васкамасӑр тухатӑр эсир, чупмасӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа пырӗ, хыҫӑртан Израиль Турри сыхласа пырӗ. |
|
| 13 |
|
| Акӑ Манӑн Чурам ӑнӑҫуллӑ пулӗ, асла тухӗ, ҫӗкленӗ, мухтавлӑ пулӗ. |
|
| 14 |
|
| Ӑна курсассӑн чылайӑшӗ тӗлӗнсе кайӗ: Унӑн ырӑ сӑнне тискерле амантса пӗтернӗ, этем ывӑлне никама та ҫапла суранлатман. |
|
| 15 |
|
| Вӑл халӑхсене нумайӑшне тӗлӗнтерсе пӑрахӗ; Ун умӗнче патшасем ҫӑварне хупӗҫ: вӗсем хӑйсене каламаннине курӗҫ, хӑйсем илтменнине пӗлӗҫ. |
|
|
|
|