1
Эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗнтен илтнӗ сӑмаха кам ӗненнӗ, Ҫӳлхуҫа хӑвачӗ кама курӑннӑ?
2
Вӑл Унӑн умне типӗ ҫӗртен шӑтакан хунав пек, калча пек шӑтса тухнӑ; Унра кӗрнеклӗхӗ те, чапӗ те ҫук; эпир куртӑмӑр Ӑна, пире Хӑй патне илӗртмелӗх Унӑн сӑн-сӑпачӗ те ҫукчӗ.
3
Ӑна — хӗн-асап тӳснӗ ара, чир-чӗр мӗнне пӗлекенскере — ҫынсем умӗнче мӑшкӑллатчӗҫ, ӑҫтиҫук вырӑнне хуратчӗҫ, пирӗн Ун ҫине пӑхас та килместчӗ, Унран йӗрӗнетчӗҫ, эпир Ӑна ним вырӑнне те хумастӑмӑр.
4
Вӑл вара пирӗн асапа, нишлӗхе Хӑй ҫине илнӗ, пирӗн чир-чӗре йышӑннӑ; эпир ӗнтӗ Ӑна Турӑ асап кӳнӗ, Ӑна Турӑ хаса панӑ, кӗҫӗне хӑварнӑ тесе шутланӑ.
5
Анчах та Вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн суранланнӑ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн асапланнӑ; пирӗн тӗнче айӑпне Ун ҫине тиенӗ, эпир вара Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
6
Эпир пурте, сурӑхсем пек, аташса ҫӳрерӗмӗр, кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пӑрӑнса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа вара пирӗн пурсӑмӑрӑн ҫылӑхӗсене Ун ҫине хучӗ.
7
Ӑна асаплантарнӑ, анчах Вӑл ҫакна Хӑй ирӗкӗпе тӳснӗ, Вӑл ҫӑварне те уҫман; пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен.
8
Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман; Унӑн шӑпи ҫинчен кам шухӑшлать? Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ; Ӑна Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхӗсемшӗн вӗлернӗ.
9
Ӑна хурахсемпе юнашар пытарма палӑртнӑ, анчах Ӑна пуянӑн тупӑклӑхне пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл ҫылӑха кӗмен, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнче суя-ултав пулман.
10
Анчах та Унӑн вилӗмӗ Ҫӳлхуҫашӑн юрӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа Вӑл Ӑна асап курма пӳрнӗ. Унӑн чунӗ ӳкӗнӗҫ парни кӳрсессӗн, Вӑл вара ӗмӗрлӗх ӑрӑва курӗ, Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ Унӑн аллипе пурӑнӑҫланса пырӗ.
11
Хӑй чунӗн аслӑ ӗҫӗ ҫине Вӑл кӑмӑллӑн пӑхӗ; Турра пӗлнипе Вӑл — Сӑваплӑскер, Манӑн Чурам — чылайӑшне тӳрре кӑларӗ, вӗсен ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илӗ.
12
Хӑйӗн чунне вилӗме панӑшӑн, Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртнӗшӗн, нумайӑшӗн ҫылӑхне Хӑй ҫине илнӗшӗн, усал ҫынсене хунтӑланӑшӑн Эпӗ Ӑна аслисем хушшинче пай парӑп, Вӑл вӑйлисемпе пӗрле тупӑш уйӑрӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009