×

БИБЛИ 2009

Исаия 55

1
Шывшӑн антӑхакансем! пурте шыв патне кайӑр; кӗмӗлсӗррисем, эсир те кайӑр, туянӑр та ҫийӗр; кайӑр, кӗмӗлсӗрех, тӳлемесӗрех эрехпе сӗт туянӑр.
2
Апат мар япалашӑн сирӗн мӗншӗн кӗмӗл виҫсе памалла-ха? тӑрантарман япалашӑн сирӗн мӗншӗн хӑвӑр ӗҫлесе илнине памалла-ха? Мана тимлӗн тӑнлӑр, вара пахине ҫийӗр, сирӗн чунӑр ҫупа тутӑ пултӑр.
3
Хӑлхӑра тайӑр та Ман патӑма килӗр: итлӗр, чунӑр чӗрӗ пулӗ — вара Давида пама пулнӑ ӗмӗрлӗх халала, улшӑнми ырӑлӑха, сире парӑп;
4
Эпӗ ӑна халӑхсенӗн кӳнтеленӗ, ҫулпуҫӗ, халӑхсене вӗрентекенӗ турӑм.
5
Акӑ эсӗ хӑв пӗлмен халӑха чӗнсе илӗн, вара сана пӗлмен халӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, Израиль Святойӗшӗн сан патна васкӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сана мухтава кӑларнӑ.
6
Ҫӳлхуҫана тупма май пур чухне — шырӑр Ӑна; Вӑл ҫывӑхрах чухне — чӗнӗр Ӑна.
7
Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ.
8
Сирӗн шухӑшӑр — Манӑн шухӑшӑм мар, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм — сирӗн ҫулӑрсем мар, тет Ҫӳлхуҫа.
9
Тӳпе ҫӗртен ҫӳлерех пулнӑ пек, Манӑн ҫулӑм-йӗрӗм те сирӗн ҫулӑрсенчен ҫӳлерех, Манӑн шухӑшӑм та сирӗн шухӑшӑртан ҫӳлерех.
10
Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.
11
Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухакан сӑмах та ҫавӑн пек: вӑл Ман патӑма усӑсӑр таврӑнмасть, Мана мӗн кирлӗ — ҫавна тӑвать, Эпӗ ӑна мӗн тума янӑ — ҫавна пурӑнӑҫа килтерет.
12
Апла эсир хаваслансах тухатӑр, сире кӑмӑллӑн ӑсатса ярӗҫ; тусемпе сӑртсем сирӗн умӑрта юрӑ юрлӗҫ, хирти йывӑҫсем пурте сире алӑ ҫупӗҫ.
13
Йӗплӗ тӗмсем вырӑнне кипарис ӳссе ларӗ, вӗлтӗрен вырӑнне мирт йывӑҫӗ ӳсӗ; ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа мухтавӗшӗн пулӗ, нихӑҫан арканми ӗмӗрлӗх паллӑшӑн пулӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки