×

БИБЛИ 2009

Исаия 56

1
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӳрӗ сут тӑвӑр, тӗрӗссине тӑвӑр: Эпӗ ҫӑласси, Манӑн чӑнлӑхӑм пӗлтересси ҫывӑхрах.
2
Ҫапла тӑвакан ар, ҫакна ҫирӗп тытса тӑракан, шӑматкуна ирсӗрлӗхрен упракан, аллине усал ӗҫ тӑвасран тытса чаракан этем ывӑлӗ телейлӗ.
3
Урӑх йӑхӑн ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫана уяканскер: «Ҫӳлхуҫа мана Хӑйӗн халӑхӗнчен уйӑрӗ» тесе ан калатӑр, хайран та: «акӑ эпӗ — хӑрнӑ йывӑҫ» тесе ан калатӑр.
4
Хайрансем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн шӑматкуна уякансене, Маншӑн юрӑхлине суйласа илекенсене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене
5
Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑмра, Хамӑн килӗмре ывӑлсемпе хӗрсенчен лайӑхраххине — нихӑҫан пӗтмелле мар ӗмӗрлӗх ят — парӑп.
6
Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те
7
Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
8
Израилӗн сапаланнӑ ҫыннисене пухакан Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: ҫакӑнта пуҫтарнӑ ҫынсем ҫумне Эпӗ ыттисене те пуҫтарӑп.
9
Хирти мӗнпур тискер кайӑк, вӑрманти мӗнпур тискер кайӑк, килӗр, ҫийӗр!
10
Вӗсен хуралҫисем пурте суккӑр тата ӑссӑр; вӗсем пурте — чӗлхесӗр, вӗрме пӗлмен, хырӑмпа шӑвӑнса ҫӳрекен, ҫывӑрма юратакан йытӑсем.
11
Вӗсем — ҫӑткӑн чунлӑ, тӑранма пӗлмен йытӑсем! Вӗсем — ӑссӑр кӗтӳҫӗсем: кашнийӗ хӑйӗн ҫулӗпе пырать, кашнийӗ хӑйӗн усламне шырать.
12
«Килӗр, эпӗ эрех тупса хуратӑп, тӑраниччен ҫиккер ӗҫӗпӗр, ыран та паянхи пекех пулать, тен, ытларах та савӑнӑпӑр!» теҫҫӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки