БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан вилет, анчах никам та вӑл вилнине чунӗ патне илмест; сӑваплӑ арсене те ҫӗр ҫинчен илсе каяҫҫӗ, ҫакӑ вӑл тӳрӗ ҫынна усалтан уйӑрса кайни пулнине никам та ӑнланмасть. |
| 2 |
| Вӑл канӑҫлӑха каять; тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенсем выртан вырӑнӗ ҫинче канӑҫлӑх курӗҫ. |
| 3 |
| Эй асамҫӑ арӑм ывӑлӗсем, аскӑн арпа асӑх арӑм вӑрлӑхӗ, килӗр-ха кунта, ҫывӑхарӑр-ха! |
| 4 |
| Камран кулатӑр эсир? кама хирӗҫ ҫӑвар каратӑр, чӗлхе кӑларса витлетӗр? эсир усал ӗҫ ачисем, суя-ултав вӑрлӑхӗ мар-и? |
| 5 |
| кашни лаштра йывӑҫ айне йӗрӗхсем патне аскӑнма чупакансем, шывсем ҫывӑхӗнче, сӑртсен хушӑкӗсенче хӑвӑр ачӑрсене пусса паракансем мар-и эсир? |
| 6 |
| Эсӗ илес пай — ҫырма хӗрринчи яка чулсем; ӗнтӗ вӗсем, вӗсем — санӑн шӑпу; эсӗ вӗсем ҫине эрех сапатӑн, вӗсене парне паратӑн: ҫакӑ кӑмӑллӑ пулма пултарать-и Маншӑн? |
| 7 |
| Ҫӳллӗ, таҫтан курӑнакан ту ҫинче эсӗ выртмалли вырӑн тӑватӑн, унта парне кӳме улӑхатӑн. |
| 8 |
| Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн. |
| 9 |
| Ырӑ шӑршӑллӑ ҫу илсе эсӗ патша патне те кайнӑ, тем тӗрлӗ те сӗрӗннӗ, хӑвӑн элчӳсене аякках ӑсатнӑ, эсӗ ӗнтӗ ҫӗр тӗпне анса каймаллах мӗскӗнленнӗ. |
| 10 |
| Ҫулпа чылай пынӑран ӗшеннӗ, анчах та эсӗ: «шанӑҫӑм пӗтрӗ!» тесе каламан; санӑн аллунта ҫав-ҫавах чӗрӗ вӑй пулнӑ, ҫавӑнпах ӗнтӗ халран кайнине те туйман. |
| 11 |
| Манран сивӗнмеллех, Мана манса каймаллах, Мана чӗрӳнтен кӑларса пӑрахмаллах эсӗ камран хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ вара? Эпӗ чӗнменнипе, чылай хушӑ чӗнменнипе эсӗ Манран хӑрами пултӑн мар-и? |
| 12 |
| Эпӗ санӑн тӳрӗлӗхне, санӑн ӗҫӳсене кӑтартӑп, анчах та вӗсем саншӑн усӑллӑ пулмӗҫ. |
| 13 |
| Эсӗ кӑшкӑрнӑ-ӳленӗ чухне эшкерӳ ҫӑлӗ-ши сана? — вӗсене пурне те ҫил вӗҫтерсе кайӗ, варкӑш сапаласа ярӗ; Мана шанса тӑраканӗ вара ҫӗре еткере илӗ, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма тытса тӑма пуҫлӗ. |
| 14 |
| Калӗҫ ун чухне: тикӗслетӗр, тикӗслетӗр, ҫул-йӗре тикӗс тӑвӑр, Ман халӑхӑмӑн ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене илсе пӑрахӑр. |
| 15 |
| Мухтавлӑскер, Аслӑ Чапа Тухнӑскер, ӗмӗр Пурӑнаканӗ, — Унӑн ячӗ Святой, — ҫапла калать: Эпӗ тӳпере, сӑваплӑ вырӑнта пурӑнатӑп, тата Эпӗ — хурлӑх тӳсекенсен халне чӗртмешкӗн, мӗскӗнсен чӗрине чӗртмешкӗн — мӗскӗнсемпе, хурлӑх тӳсекенсемпе пӗрле пурӑнатӑп. |
| 16 |
| Эпӗ ӗмӗрӗпех сутлашмӑп, вӗҫне ҫитиех ҫилленмӗп; унсӑрӑн Хамах пултарнӑ чӗм те, сывлӑш сывлаканӗ те пурте Хамӑн умрах халсӑрланса ҫитӗҫ. |
| 17 |
| Укҫа-тенкӗшӗн антӑхса ҫылӑха кӗнӗшӗн Эпӗ вӗсене ҫилленеттӗм, асап хураттӑм, сӑнӑма пытараттӑм, тарӑхаттӑм; анчах та вӗсем, Манран уйӑрӑлса, хӑйсен чӗри ҫулӗпе кайрӗҫ. |
| 18 |
| Эпӗ вӗсен ҫулӗсене асӑрхасах тӑтӑм, ҫавах вӗсене сыватӑп, ертсе ҫӳрӗп, вӗсене, хурлӑх тӳсекенсене, йӑпатӑп. |
| 19 |
| Хамӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫлӑп: канӑҫлӑх пултӑр, аякрине те, ҫывӑхрине те канӑҫлӑх пултӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вӗсене сыватӑп. |
| 20 |
| Ҫылӑхлисем вара — хумханакан, ниепле те лӑпланма пултарайман, юшкӑнпа пылчӑк кӑларса ывӑтакан тинӗс пек. |
| 21 |
| Ҫылӑхлисемшӗн канӑҫлӑх ҫук, тет манӑн Туррӑм. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/057.mp3
66
57