БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Хытӑ кӑшкӑр, хӑвна ан чар; сассуна вӑйлат — трупа пек пултӑр, Манӑн халӑхӑма хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене, Иаков килне хӑйӗн ҫылӑхӗсене кӑтарт. |
| 2 |
| Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн: |
| 3 |
| «эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ. Эсир типӗ тытмалли кун та хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑватӑр, ыттисене йывӑр ӗҫ тума хистетӗр. |
| 4 |
| Эсир акӑ тавлашма та хирӗҫме, ыттисене чарусӑр алӑпа ҫапма-хӗнеме типӗ тытатӑр; ҫапла типӗ тытатӑр пулсассӑн, сирӗн сассӑра ҫӳлте илтес ҫук ҫав. |
| 5 |
| Ҫын хӑйӗн чунне тӑвӑнтарса ҫитернӗ кун — пуҫне хӑмӑш пек авса пӗкнӗ, хӑйӗн айне ҫӗтӗк-ҫатӑк та кӗл сарнӑ кун — Эпӗ суйласа илнӗ типӗ кунӗ шутланать-и вара? Ҫакна типӗ тытни тетӗн-и, Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ кун тетӗн-и? |
| 6 |
| Эпӗ акӑ мӗне суйласа илнӗ, типӗ тытасси акӑ мӗнле пулмалла: тӗрӗсмарлӑх сӑнчӑрне тат, пусмӑр тӑллине салт, хӗсӗрленине тӳсекенсене ирӗке яр, пур сӳсмен ҫыххине те татса ывӑт; |
| 7 |
| ҫӑкӑрна выҫӑ ҫынпа пайла, килсӗр-ҫуртсӑр чухӑна пӳртне илсе кӗр; ҫарамассине курсассӑн — тумлантар ӑна, вӗсем те ҫынсемех — ан пытан. |
| 8 |
| Вара санӑн ҫуту шуҫӑм пек уҫӑлӗ, кӗҫех суранӑрсем тӳрленӗҫ, тӳрӗлӗхӳ хӑвӑн умӑнтан пырӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавӗ санпа пӗрлех ҫӳрӗ. |
| 9 |
| Ҫавӑн чухне чӗнӗн те эсӗ — Ҫӳлхуҫа илтӗ сана; тархаслӑн та — Вӑл: «Эпӗ кунтах!» тейӗ. Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, |
| 10 |
| хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; |
| 11 |
| вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн. |
| 12 |
| Авалхи ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗ хуласем эсӗ лартӑн, темиҫе ӗмӗр выртакан никӗссене ҫӗнетӗн, вара сана ишӗлчӗксене юсаканӗ, пурӑнакансем валли ҫӗнӗ урам тӑваканӗ, тейӗҫ. |
| 13 |
| Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, |
| 14 |
| эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/058.mp3
66
58