×

БИБЛИ 2009

Исаия 6

1
Озия патша вилнӗ ҫулхине эпӗ питех те ҫӳлте, ҫӳллӗ аслӑ пукан ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм. Унӑн ҫийӗнчи риза аркийӗн вӗҫӗ пӗтӗм Турӑ Ҫуртне тултарса тӑратчӗ.
2
Унӑн тавра серафимсем тӑратчӗҫ; вӗсем кашнийӗ ултшар ҫунатлӑччӗ: икӗ ҫунаттипе питне хупланӑччӗ, иккӗшӗнпе урине хупланӑччӗ, тата иккӗшӗнпе вӗҫетчӗҫ.
3
Вӗсем пӗр-пӗрне янӑравлӑн ҫапла калатчӗҫ: Сӑваплӑ, Сӑваплӑ, Сӑваплӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа! пӗтӗм ҫӗр Унӑн мухтавлӑхӗпе тулнӑ!
4
Вӗсен хаваслӑ сассипе хапха никӗсӗ чӗтӗренчӗ, Ҫурт тӗтӗрекен тӗтӗмпе тулса ларчӗ.
5
Эпӗ ӗнтӗ ҫапла каларӑм: хуйхӑ ҫитрӗ мана! пӗтрӗм эпӗ! мӗншӗн тесессӗн эпӗ таса мар чӗлхе-ҫӑварлӑ этем, пурӑнасса та эпӗ халӑх хушшинче таса мар чӗлхе-ҫӑварпа пурӑнатӑп, — куҫӑм вара Патшана, Саваоф Ҫӳлхуҫана, курчӗ, терӗм.
6
Ҫавӑн чухне пӗр серафимӗ ман патӑма вӗҫсе пычӗ; унӑн аллинче — ҫунакан кӑвар, ӑна вӑл парне вырӑнӗ ҫинчен хӗскӗчпе хӗстерсе илнӗччӗ.
7
Вӑл ҫавӑнпа манӑн тута-ҫӑварӑма сӗртӗнчӗ те ҫапла каларӗ: акӑ ҫакӑ санӑн туту-ҫӑварна сӗртӗнчӗ, санӑн йӗркесӗрлӗхне санран уйӑрнӑ ӗнтӗ, санӑн ҫылӑхна каҫарнӑ, терӗ.
8
Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа сассине: «Манӑн кама ямалла? кам кайӗ Пирӗншӗн?» тесе каланине илтрӗм. Эпӗ: кунтах эпӗ, мана яр, терӗм.
9
Вӑл ҫапла каларӗ: кай та кала ҫав халӑха: илтме илтӗр те — ӑнланса илеймӗр, куҫӑрпа пӑхса тӑрӑр та — кураймӑр:
10
ӗнтӗ ҫак халӑхӑн чӗрийӗ хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене хупнӑ, куҫӗсемпе те курмаҫҫӗ, хӑлхисемпе те илтмеҫҫӗ, чӗрисемпе те ӑнкараймаҫҫӗ, хӑйсен ҫулне улӑштараймаҫҫӗ — сывалма пултараймаҫҫӗ, терӗ.
11
Эпӗ вара: чылайлӑха-и, Ҫӳлхуҫамӑм? терӗм. Вӑл каларӗ: хуласем пушанса, пурӑнакансемсӗр тӑрса юличчен, кил-ҫурт ҫынсӑр тӑрса юличчен, ҫакӑ ҫӗр пӗтӗмпех юхӑнса ҫитиччен.
12
Ҫӳлхуҫа ҫынсене хӑваласа ярӗ, ҫакӑ ҫӗр хӑрушла хӑрӑнса ҫитӗ.
13
Пурӑнакансенчен вуннӑмӗш пайӗ те пулин юлса каялла таврӑнсассӑн та, ҫӗре каллех тустарса тухӗҫ; анчах, касса янӑ хыҫҫӑн теревинфран та, юманран та тымар тӑрса юлнӑ пек, сӑваплӑ вӑрлӑх ҫакӑ ҫӗрӗн тымарӗ пулӗ, терӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки