БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫутал: санӑн ҫуту ҫитрӗ, сан ҫийӗн Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухрӗ. |
| 2 |
| Акӑ ӗнтӗ ҫӗре тӗттӗм хуплӗ, халӑхсене сӗмлӗх хуплӗ; сан тӗлӗнте вара Ҫӳлхуҫа ҫуталса тӑрӗ, сан ҫийӗн Унӑн мухтавӗ ҫитӗ. |
| 3 |
| Вара халӑхсем санӑн ҫуту патне, патшасем сан ҫийӗн ялкӑшса тухакан ялтӑрав патне килӗҫ. |
| 4 |
| Куҫна ҫӗкле те тавралла пӑхса ил: вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, сан патна килеҫҫӗ; санӑн ывӑлусем аякран килеҫҫӗ, санӑн хӗрӳсене алӑ ҫинче ҫӗклесе килеҫҫӗ. |
| 5 |
| Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ. |
| 6 |
| Пӗтӗм ураму тулли тӗве — Мадианран, Ефаран килнӗ пӗр курпунлӑ тӗве — пулӗ; сан патна Савӑра пурӑнакансем ҫитӗҫ, ылтӑнпа латӑн илсе килӗҫ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхне пӗлтерӗҫ. |
| 7 |
| Кидарӑн мӗнпур сурӑхне пухӗҫ сан патна; Неваиоф такисем саншӑн усӑллӑ пулӗҫ: вӗсене — Маншӑн кӑмӑллӑ парнене — парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӑн, вара Эпӗ мухтавлӑхӑн Ҫуртне мухтава кӑларӑп. |
| 8 |
| Камсем вӗсем — пӗлӗтсем пек, кӑвакарчӑнсем хӑйсен йӑви патне вӗҫнӗ пек вӗҫеҫҫӗ? |
| 9 |
| Ҫапла, Мана утравсем кӗтеҫҫӗ, кунталла Фарсис карапӗсем ишеҫҫӗ, вӗсем санӑн аякри ывӑлусене, ывӑлусемпе пӗрлех вӗсенӗн ылтӑн-кӗмӗлне санӑн Ҫӳлхуҫа Туррун ячӗпе, Израиль Святойӗн ячӗпе илсе килеҫҫӗ — Вӑл сана мухтава кӑларчӗ. |
| 10 |
| Вара ют халӑхсен ывӑлӗсем санӑн хӳмӳсене хӑпартӗҫ, вӗсенӗн патшисем саншӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ: Эпӗ сана ҫиллӗм килнӗ чухне пӗтерсе тӑтӑм, халӗ саншӑн кӑмӑллӑ пулӑп, саншӑн ырӑ пулӑп. |
| 11 |
| Санӑн хапхусем яланах уҫӑ тӑрӗҫ, сан патна халӑхсен пурлӑхне тиесе килмешкӗн, вӗсен патшисене илсе ҫитермешкӗн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те хупӑнмӗҫ вӗсем. |
| 12 |
| Ӗнтӗ саншӑн ӗҫлесе тӑма килӗшмен халӑхпа патшалӑхсем пӗтеҫҫӗ, ун пек халӑхсем пуҫӗпех тӗп пулаҫҫӗ. |
| 13 |
| Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма илем кӳмешкӗн сан патна Ливан мухтавӗ — кипарис, хыр, вӗсемпе пӗрлех кедр та — килӗ, вара Эпӗ Хамӑн ура саккине мухтава кӑларӑп. |
| 14 |
| Хӑвна пусмӑрласа тӑнисен ывӑлӗсем сан патна пӗр хирӗҫмесӗр килӗҫ, санран мӑшкӑлласа кулнисем пурте санӑн уру умне ӳкӗҫ, сана Ҫӳлхуҫа хули, Израиль Святойӗн Сионӗ тейӗҫ. |
| 15 |
| Сана пӑрахса хӑварнӑччӗ, сана кураймастчӗҫ, ҫавӑнпа сан урлӑ никам та ҫӳреместчӗ, ун вырӑнне сана ӗмӗрлӗхех асла кӑларӑп, ӑруран ӑрӑвах телейлӗ тӑвӑп. |
| 16 |
| Эсӗ халӑхсен сӗчӗпе тӑранса пурӑнӑн, патшасен кӑкӑрне ӗмӗн, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвна Ҫӑлаканӗ иккенне, хӑвна Хӑтараканӗ, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ иккенне пӗлӗн. |
| 17 |
| Пӑхӑр вырӑнне сана ылтӑн, тимӗр вырӑнне кӗмӗл, йывӑҫ вырӑнне йӗс, чул вырӑнне тимӗр кӳрсе тӑрӑп; тӑнӑҫлӑх санӑн пуҫлӑху пулӗ, сана пӑхса тӑраканӗ тӳрӗлӗх пулӗ. |
| 18 |
| Санӑн ҫӗрӳ ҫинче пусмӑр ҫинчен, санӑн хутлӑхунта ҫаратни-аркатни ҫинчен сас-хура илтӗнмӗ урӑх; вара эсӗ хӑвӑн хӳмусене Ҫӑлӑнӑҫ тейӗн, хӑвӑн хапхусене Мухтав тейӗн. |
| 19 |
| Ӗнтӗ хӗвел саншӑн кӑнтӑрлахи ҫутӑ пулмӗ, уйӑх та сана ҫутатмӗ; санӑн ӗмӗрлӗх ҫуту Ҫӳлхуҫа пулӗ, хӑвӑн Турру санӑн мухтаву пулӗ. |
| 20 |
| Ӗнтӗ хӗвелӳ нихӑҫан та анмӗ, уйӑху та пытанмӗ: ӗмӗрлӗх ҫутӑ саншӑн Ҫӳлхуҫа пулӗ, хурлӑхлӑ кунусем иртсе кайӗҫ. |
| 21 |
| Санӑн пӗтӗм халӑху тӳрӗ халӑх пулӗ, ҫӗре — Эпӗ лартнӑ хунава, Ман аллӑмсен ӗҫне — Мана мухтава кӑлармашкӑн ӗмӗрлӗхе еткере вӑл илӗ. |
| 22 |
| Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ. Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑртах пурӑнӑҫа килтерӗп. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/060.mp3
66
60