БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Эх, Эсӗ тӳпене ҫурса анас пулсассӑн! Санӑн ятна тӑшманусене пӗлтермешкӗн Санӑн сӑну умӗнче сӑрт-тусем шӑратакан вут-ҫулӑмпа, вӗретекен шывпа ирӗлнӗ пек ирӗлсе кайӗччӗҫ, Санӑн сӑнна курса халӑхсем ҫӳҫенӗччӗҫ. |
| 2 |
| 3 |
| Эсӗ эпир кӗтмен хӑрушӑ ӗҫӳсене тунӑ чухне ҫӳлтен аннӑ та — Санӑн сӑну умӗнче тусем ирӗлнӗ. |
| 4 |
| Хӑйне шанса тӑракансемшӗн ҫавӑн чухлӗ тума пултаракан урӑх турра Сансӑр пуҫне ӗмӗр те илтмен, хӑлхапа тӑнламан, нимӗнле куҫ та курман. |
| 5 |
| Хӑвӑн ҫулу-йӗрӳ ҫинче Хӑвна аса илсех савӑнакана, тӳрӗ пурӑнакана Эсӗ ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Акӑ ӗнтӗ Эсӗ ҫиллентӗн, мӗншӗн тесессӗн эпир ӗлӗкренпех ҫылӑха кӗрсе пурӑннӑ; мӗнле ҫӑлӑнайӑпӑр-ши эпир? |
| 6 |
| Эпир пурте ирсӗрленсе ҫитнӗ пекех пулса кайрӑмӑр, пирӗн мӗнпур тӳрӗлӗх те — вараланнӑ тумтир пек; эпир пурте ҫулҫӑ пек сарӑхса кайрӑмӑр, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсем пире ҫил пек вӗҫтерсе каяҫҫӗ. |
| 7 |
| Санӑн ятна чӗнекен, Санран ҫирӗп тытса тӑма хистекен ҫук, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытартӑн, пире хамӑрӑн йӗркесӗр ӗҫсемшӗн пӗтме пӑрахса хӑвартӑн. |
| 8 |
| Анчах та, Туррӑмӑр, Эсӗ — пирӗн Атте-ҫке! эпир — тӑм, Эсӗ вара — пире тӑваканӗ, эпир пурте — Санӑн аллун ӗҫӗ. |
| 9 |
| Виҫесӗрех ан ҫиллен, Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн йӗркесӗрлӗхе ӗмӗрех ан асӑн. Пӑхсамччӗ: эпир пурте — Санӑн халӑху. |
| 10 |
| Санӑн сӑваплӑ хулусем пушхир пулса кайрӗҫ; Сион пушхир пулса тӑчӗ; Иерусалим — пуш-пушӑ. |
| 11 |
| Пирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑмӑр, мухтавӑмӑр Ҫурчӗ, — унта Сана пирӗн аттемӗрсем аслӑланӑ, — вут-ҫулӑмпа ҫунса кайнӑ, пирӗн мӗнпур хаклӑ мула ҫаратнӑ. |
| 12 |
| Ҫакӑн хыҫҫӑн та, Туррӑмӑр, татах тӑхтаса тӑрӑн-и, нимӗн те чӗнмӗн-и, пире виҫесӗр айӑп тӑвӑн-и? |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/isaiah/064.mp3
66
64