×

БИБЛИ 2009

Исаия 9

1
Унчченхи вӑхӑт Завулон ҫӗрне, Неффалим ҫӗрне кӗҫӗнлетсе тӑчӗ; ҫитес вӑхӑт вара тинӗс ҫулне, Иордан леш енчи ҫӗршыва, суя тӗнлӗ Галилея ҫӗрне асла кӑларӗ.
2
Сӗмлӗхре ҫӳрекен халӑх аслӑ ҫутӑ курӗ; вилӗм ӗмӗлки ҫӗршывӗнче пурӑнакансене ҫутӑ ҫутатӗ.
3
Эсӗ халӑх йышне нумайлатӑн, унӑн телейне ӳстерӗн. Вырма вӑхӑтӗнче савӑннӑ пек, тупӑш валеҫнӗ чухне хӗпӗртенӗ пек, вӑл Санӑн умӑнта савӑнса тӑрӗ:
4
Эсӗ, Мадиан кунӗнчи пек, ӑна пусса тӑнӑ сӳсмене, ӑна тӗп туса тӑнӑ туяна, ӑна пусмӑрланӑ пусмӑрҫӑн патаккине ҫапса салатӑн.
5
Ҫар ҫыннийӗн вӑрҫӑра вараланнӑ аттине, юнпа пӗвеннӗ тумтирне ҫунтарма пӑрахӗҫ, вут-ҫулӑм апачӗ тӑвӗҫ.
6
Мӗншӗн тесессӗн пирӗншӗн Ача ҫуралнӑ — пире Ывӑл панӑ; Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче — патшалӑх; Ӑна ҫапла ят хурӗҫ: Тӗлӗнтерекен, Канашҫӑ, Хӑватлӑ Турӑ, Ӗмӗрлӗх Ашшӗ, Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ.
7
Давидӑн аслӑ пуканне, унӑн патшалӑхне паян кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе тӳрӗ сутпа, тӗрӗслӗхпе тӗреклӗлетмешкӗн, ҫирӗплетмешкӗн Унӑн хӑватлӑхӗн, Унӑн тӑнӑҫлӑхӗн чикки те пулас ҫук. Саваоф Ҫӳлхуҫа тимлени, тӑрӑшни тӑвать ҫакна.
8
Пӗтӗм халӑх пӗлтӗр тесе, Ефрем тата Самари ҫыннисем пӗлччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Иакова хирӗҫ калать, сӑмахӗ Израиль ҫине анать; ҫав халӑхсем мӑнаҫлӑн, мухтанса калаҫҫӗ:
9
10
«кирпӗчсем тухса ӳкнӗ-и — якатнӑ чулран тӑвӑпӑр, сикомор йывӑҫне касса тӑкнӑ-и — вӗсене кедрпа ылмаштарӑпӑр».
11
Ҫӳлхуҫа вӗсене хирӗҫ Рецин тӑшманӗсене ҫӗклӗ, унӑн тӑшманӗсене вӑрҫӑ кӑралӗпе тивӗҫтерӗ:
12
тухӑҫран Сири халӑхне, анӑҫран Филисти халӑхне ҫӗклӗ, Израиле вӗсем ҫӑвар туллин ҫийӗҫ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.
13
Анчах халӑх хӑйне Хӗнекен енне ҫаврӑнмасть, Саваофран пулӑшу ыйтмасть.
14
Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Израилӗн пуҫӗпе хӳрине, пальмӑпа хӑмӑша пӗр кун хушшинчех касса пӑрахӗ:
15
ватӑ ҫын, чаплӑ ҫын вӑл — пуҫӗ; суя пророк — хӳрийӗ.
16
Ҫак халӑха ҫулпуҫӗсем улталаса аташтарӗҫ, вӗсем ертсе ҫӳренисем тӗп пулӗҫ.
17
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа вӗсен яш ачисене те хапӑлламӗ, тӑлӑх ачисемпе тӑлӑх арӑмӗсене те хӗрхенмӗ: вӗсем пурте — икӗ питлӗ, усал, вӗсем пурте ултавлӑ калаҫаҫҫӗ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.
18
Ӗнтӗ усал ӗҫ вут-ҫулӑм пекех — кӳкенпе йӗплӗ тӗме хыпса илнӗ, тӗтӗм мӑкӑрлантарса чӑтлӑх вӑрманта ялкӑшакан вут-ҫулӑм пекех — алхасать.
19
Саваоф Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ ҫӗре вӗтелӗ-ҫунтарӗ, халӑх вут-ҫулӑмӑн апачӗ пек пулӗ; этем хӑйӗн пӗртӑванне те хӗрхенмӗ.
20
Сылтӑм енчисене касӗҫ — пурпӗр тӑранаймӗҫ; сулахай енчисене ҫийӗҫ — тутӑ пулаймӗҫ; кашнийӗ хӑй вӑрлӑхӗн ӳтне ҫиме пуҫлӗ;
21
Манассия — Ефрема, Ефремӗ Манассияна ҫийӗ, иккӗшӗ пӗрле Иудӑна ҫийӗҫ. Унӑн ҫилли пӗрех иртсе каймӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрать.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки