×

БИБЛИ 2009

Иеремия 12

1
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Санпа сутлашас пулсассӑн, тӳрри Эсӗ пулӑн; ҫапах эпӗ Санпа тӳрӗ сут ҫинчен калаҫӑп: мӗншӗн-ха усаллисен ҫулӗ ӑнса пырать, ултавҫӑсем пурте ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ?
2
Вӗсене Эсӗ хунаттарнӑ — вӗсем тымар янӑ, ӳссе ҫитнӗ те ҫимӗҫ параҫҫӗ. Эсӗ вӗсен чӗлхи вӗҫӗнчен каймастӑн, анчах вӗсен чӗринчен аякра тӑратӑн.
3
Мана вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлетӗн, мана куратӑн, Эсӗ манӑн чӗреме сӑнанӑ: вӑл — Санпа пӗрле. Пусмалли сурӑхсене уйӑрса илнӗ пек уйӑр та вӗсене вӗлермелли кун валли хатӗрлесе хур.
4
Ҫӗр вӑрахчен хурланӗ-ши, хирти курӑк вӑрахчен типӗ-ши? выльӑхсемпе кайӑксем ҫӗр ҫинчи усал ҫынсене пула пӗтеҫҫӗ: унашкал ҫынсем: «Вӑл пирӗн ҫулсене курмӗ-ха» теҫҫӗ.
5
Ҫуран ҫынсемпе чупсах ӗшенетӗн пулсассӑн, урхамахсемпе мӗнле тупӑшас-ха санӑн? тӑнӑҫлӑ ҫӗршыврах такӑнса ӳкетӗн пулсассӑн, Иордан хӑмӑшлӑхӗнче мӗн тӑвӑн-ха эсӗ?
6
Тӑванусем те, аҫун килӗ те — сана вӗсем те сутрӗҫ, вӗсем те сан хыҫҫӑн кӑшкӑрса юлаҫҫӗ. Вӗсем хӑвна ырӑ каланӑ чухне те ан шан вӗсене.
7
Эпӗ Хамӑн Ҫуртӑма пӑрахрӑм; Хамӑн еткерӗмрен уйӑрӑлса кайрӑм, чунӑмшӑн чи кӑмӑллине унӑн тӑшманӗсен аллине патӑм.
8
Манӑн еткерӗм Маншӑн вӑрманти арӑслан пек пулса тӑчӗ; Мана хирӗҫ сассине хӑпартрӗ: ҫавӑншӑн Эпӗ ӑна курайми пултӑм.
9
Манӑн еткерӗм — чӑпар виле хурчки пек, ӑна виле хурчкисемех хупӑрласа илнӗ. Эй хирти мӗнпур тискер кайӑк, килӗр, пухӑнӑр, ӑна ҫисе ямашкӑн килӗр.
10
Кӗтӳҫӗсен ушкӑнӗ Манӑн иҫӗм пахчине тустарса пӗтерчӗ, Манӑн ҫӗр лаптӑкне таптарӗ; Манӑн юратнӑ ҫӗр лаптӑкне ишӗлчӗк купипе пушхир туса хӑварчӗ;
11
ӑна пушхире кӑларчӗ, юхӑннӑскер, вӑл Ман умӑмра макӑрать; пӗтӗм ҫӗр ҫаралса юлнӑ, ӗнтӗ ҫакӑншӑн хуйхӑракан та ҫук.
12
Пушхирти пӗтӗм ту ҫине ҫаратакансем, тустаракансем килнӗ — Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫити тӗппипех пӗтерет; пӗр чӗрӗ чуншӑн та тӑнӑҫлӑх ҫук.
13
Вӗсем тулӑ акнӑччӗ — йӗплӗ кӳкен вырса илчӗҫ; халтан кайрӗҫ — уссине кураймарӗҫ; ҫакӑн пек тупӑшшӑн вӑтанӑр ӗнтӗ! Ҫӳлхуҫанӑн ҫулӑмлӑ ҫилли ҫакӑ вӑл!
14
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ усал кӳршӗмсене — Хамӑн халӑхӑма, Израиле, еткерлӗхе панӑ ҫӗр ҫине тапӑнаканскерсене — хӑйсен ҫӗрӗ ҫинчен кӑларса ывӑтӑп, вӗсен хушшинчен Иуда килне туртса кӑларӑп.
15
Вӗсене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн Эпӗ вӗсене каялла ҫавӑрса килӗп, вӗсене каҫарӑп, кашнинех хӑйӗн пайне, хӑйӗн ҫӗрне илсе килсе ярӑп.
16
Ман халӑхӑмӑн ҫулне пӗлсе ҫитсессӗн, Ман халӑхӑма Ваал ячӗпе тупа тума вӗрентнӗ пек, «Турӑ пур!» тесе Ман ятӑмпа тупа тума вӗренсе ҫитсессӗн — вӗсем Ман халӑхӑм хушшине килсе вырӑнаҫӗҫ.
17
Эхер те итлемесессӗн, Эпӗ ҫакӑн пек халӑха кӑкласа тӑкӑп та тӗппипех пӗтерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки