БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 2 |
| арӑм ан ил, ҫак вырӑнта санӑн ывӑл та, хӗр те ан пултӑр. |
| 3 |
| Мӗншӗн тесессӗн ҫак вырӑнта ҫуралакан ывӑлсемпе хӗрсем ҫинчен, вӗсене ҫуратакан амӑшӗсем ҫинчен, вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче ӗрчетекен ашшӗсем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: |
| 4 |
| вӗсем йывӑр вилӗмпе вилсе пӗтӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, вӗсене пытармӗҫ; вӗсем ҫӗр ҫийӗнче тислӗк вырӑнне пулӗҫ; хӗҫпе те выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, вӗсен виллисем вӗҫен кайӑксен тата ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксен ҫимӗҫӗ пулӗҫ. |
| 5 |
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вилнисене асӑнакан ҫурта ан кӗр, вӗсемпе пӗрле ан хӳхле, вӗсене хӗрхенсе ан хурлан, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫак халӑхран Хам паракан канӑҫлӑха, ырӑлӑха, хӗрхенӗве туртса илтӗм, тет Ҫӳлхуҫа. |
| 6 |
| Ҫак ҫӗр ҫинче асли те, кӗҫӗнни те вилсе пӗтӗ; вӗсене пытармӗҫ, вӗсемшӗн хӳхлемӗҫ, хӑйсен ӳтне каскаламӗҫ, вӗсемшӗн ҫӳҫне кастармӗҫ. |
| 7 |
| Вилнӗ ҫыннишӗн хуйхӑрнӑ чухне лӑпланмалӑх вӗсене ҫӑкӑр та хуҫса ан паччӑр; вӗсене ашшӗне е амӑшне асӑнса ӗҫмешкӗн йӑпанӑҫ курки те ан сӗнччӗр. |
| 8 |
| Вӗсемпе пӗрле ларса ӗҫсе ҫиме ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫуртне те ан ҫӳре, |
| 9 |
| мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак вырӑнта, сирӗн куҫӑр умӗнче, эсир пурӑнакан вӑхӑтра савӑнӑҫ сассине те, хаваслӑх сассине те, кӗрӳ каччӑ сассине те, кин сассине те чарса лартӑп. |
| 10 |
| Эсӗ ҫак мӗнпур сӑмаха хӑвӑн халӑхна каласа парсассӑн, вӗсем санран: «ҫак пысӑк инкеке Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине мӗншӗн ячӗ-ши, ара, эпир мӗнле усал ӗҫ тунӑ-ши? Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче мӗнле ҫылӑх тунӑ-ши?» тесе ыйтсассӑн, |
| 11 |
| вӗсене ҫапла кала: сирӗн аҫӑрсем Мана пӑрахнӑшӑн, урӑх турӑсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн, вӗсене пӑхӑннӑшӑн, вӗсене пуҫҫапнӑшӑн, Манран пӑрӑнса кайнӑшӑн, Манӑн саккуна уяса тӑманшӑн, тет Ҫӳлхуҫа. |
| 12 |
| Эсир вара хӑвӑр аҫӑрсенчен те начартарах тӑватӑр, Мана итлемесӗр кашнийӗ хӑйӗн усал чӗрин чурӑслӑхӗпе пурӑнать. |
| 13 |
| Ҫакӑншӑн сире ҫак ҫӗр ҫинчен хӑвӑр та, хӑвӑр аҫӑрсем те пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа ярӑп, унта эсир кунӗн-ҫӗрӗн урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнӑр: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗрхенмӗп. |
| 14 |
| Анчах та тупа тунӑ чухне: «Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» теме чарӑнас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; |
| 15 |
| ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль ывӑлӗсене Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене вӗсенӗн ашшӗсене панӑ ҫӗр ҫине илсе килӗп. |
| 16 |
| Акӑ Эпӗ нумай-нумай пулӑҫӑ ярӑп та, вӗсене тытма пуҫлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа, кайран нумай-нумай сунарҫӑ ярӑп та, ҫавсем вӗсене кашни ту ҫинчен, кашни сӑрт ҫинчен, ту хушӑкӗсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. |
| 17 |
| Манӑн куҫӑм вӗсен мӗнпур ҫулне курса тӑрать; вӗсем Ман умӑмран тараймаҫҫӗ, вӗсен ултавӗ Ман куҫӑмран пытанса юлаймасть. |
| 18 |
| Эпӗ вӗсене усал ӗҫӗсемпе ҫылӑхӗсемшӗн икӗ хут ытла тавӑрӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Манӑн ҫӗрӗме ирсӗрлетрӗҫ, ӑна хӑйсен вилӗ йӗрӗнчӗкӗсемпе тата хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе тултарса лартрӗҫ. |
| 19 |
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, манӑн вӑй-хӑватӑм, манӑн тӗрекӗм, хурлӑ кунсенче тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗм! Сан патна тӗнче хӗрринчен халӑхсем килӗҫ те ҫапла калӗҫ: «пирӗн аттесен еткерлӗхӗ — ултав ҫеҫ, пуш япала ҫеҫ, унӑн ним усси те ҫук». |
| 20 |
| Этем хӑйне валли турӑ тума пултарать-и вара? Ун пек турӑ — Турӑ мар! |
| 21 |
| Ҫавӑнпа халӗ ӗнтӗ Эпӗ вӗсене Хамӑн вӑй-хӑватӑма кӑтартӑп, вӗсем вара ҫакна пӗлсе ҫитӗҫ: Манӑн ятӑм — Ҫӳлхуҫа. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/jeremiah/016.mp3
52
16