1
Ҫав ҫулах, Иудея патши Седекия патшана ларни тӑватӑ ҫул та пиллӗкӗмӗш уйӑх ҫитсессӗн, Анания — Азур ывӑлӗ, Гаваон пророкӗ — Турӑ Ҫуртӗнче священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче мана ҫапла каларӗ:
2
Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп;
3
Вавилон патши Навуходоносор ҫакӑнтан Вавилона илсе кайнӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрне Эпӗ тепӗр икӗ ҫултан ҫак вырӑнах тавӑрӑп;
4
Иехонияна та — Иоаким ывӑлне, Иудея патшине — тата Вавилона тыткӑна лекнӗ мӗнпур иудее те ҫак вырӑнах тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Вавилон патшин сӳсменне ҫапса салатӑп.
5
Иеремия пророк Турӑ Ҫуртӗнче тӑракан священниксемпе мӗнпур халӑх умӗнче Анания пророка каланӑ,
6
ҫапла каланӑ Иеремия пророк: ҫавӑн пек пултӑрах, Ҫӳлхуҫа ҫапла тутӑрах! Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ, тыткӑна лекнӗ мӗнпур ҫын Вавилонран ҫак вырӑна таврӑнасси ҫинчен каланӑ сӑмахусене Ҫӳлхуҫа вырӑна килтертӗрех!
7
Анчах сана та илтмелле, пӗтӗм халӑха та илтмелле калас сӑмахӑма итлесе пӗтер-ха:
8
авалтанпах манран малтан, санран малтан пулнӑ пророксем чылай ҫӗршыва тата аслӑ патшалӑха вӑрҫӑ, хӗн-хур, мур чирӗ ҫитесси ҫинчен пӗлтерсе хунӑ.
9
Пӗр-пӗр пророк тӑнӑҫлӑх пуласса пӗлтерсе хунӑ пулсассӑн, вӑл калани вырӑна килнӗ пулсассӑн ҫеҫ ӑна чӑнах та Ҫӳлхуҫа янӑ пророк тесе хисепленӗ.
10
Ҫавӑн хыҫҫӑн Анания пророк Иеремия пророк мӑйӗнчи сӳсмене хывса илсе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
11
Анания пӗтӗм халӑх умӗнче ҫакӑ сӑмахсене каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: икӗ ҫултан Вавилон патшин Навуходоносорӑн сӳсменне те пур халӑхсен мӑйӗ ҫинчен хывса илсе ҫакӑн пек ҫӗмӗрсе тӑкӑп, тет. Иеремия вара хӑйӗн ҫулӗпе кайнӑ.
12
Анания пророк Иеремия мӑйӗнчи сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:
13
кай та Ананияна ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ йывӑҫ сӳсмене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн, ун вырӑнне Эпӗ тимӗр сӳсмен тӑвӑп.
14
Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак пур халӑхсен мӑйне те тимӗр сӳсмен тӑхӑнтартӑп — вӗсем Навуходоносоршӑн, Вавилон патшишӗн, ӗҫлесе пурӑнччӑр, вӗсем унӑн чури пулӗҫ, хирти тискер кайӑксене те Эпӗ ун аллине паратӑп, тет.
15
Иеремия пророк вара Анания пророка каланӑ: итле, Анания, сана Ҫӳлхуҫа яман, эсӗ ҫак халӑха суя шанчӑк паратӑн.
16
Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ сана ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп та, эсӗ кӑҫалах вилсе выртӑн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӑн, тет.
17
Анания пророк вара ҫав ҫулах ҫиччӗмӗш уйӑхра вилсе кайнӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009