БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иеремия пророк Навуходоносор патша Иерусалимран Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ аслӑ ҫынсен йӑлкӑмӗ патне, священниксем патне, пророксемпе мӗнпур халӑх патне Иерусалимран янӑ ҫыру ҫакӑ. |
| 2 |
| Ҫав ҫырӑва вӑл Иехония патшапа унӑн амӑшне, хайрансене, Иудейӑпа Иерусалим улпучӗсене, алӑстисемпе тимӗрҫӗсене Иерусалимран илсе кайнӑ хыҫҫӑн |
| 3 |
| Сафан ывӑлӗ Елеаса тата Хелкия ывӑлӗ Гемария урлӑ янӑ, Иудея патши Седекия вара ҫав ҫынсене Вавилон патши Навуходоносор патне Вавилона кайма хушнӑ пулнӑ. |
| 4 |
| Акӑ ҫырӑвӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: тыткӑнрисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона куҫарса кайнӑ халӑх! |
| 5 |
| Ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр. |
| 6 |
| Авланӑр — ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратӑр; ывӑлӑрсене авлантарӑр, хӗрӗрсене качча парӑр, вӗсем те ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратчӑр. Ҫавӑнта хунаса кайӑр, сирӗн йышӑр чакса мар, ӗрчесе пытӑр! |
| 7 |
| Эпӗ сире куҫарса кайнӑ хула тулӑх пурӑнтӑр тесе тӑрӑшӑр, уншӑн Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвӑр: вӑл тӑнӑҫлӑ пурӑнсассӑн сире те тӑнӑҫлӑх пулӗ. |
| 8 |
| Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: сирӗн хушшӑрти пророксемпе юмӑҫсем сире ан улталаччӑр, тӗлӗк куракансене те ан итлӗр; |
| 9 |
| вӗсем малашне мӗн пуласси ҫинчен сире Ман ятӑмпа суя суяҫҫӗ; вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа. |
| 10 |
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Вавилонра пурӑнма пуҫланӑранпа ҫитмӗл ҫул ҫитсессӗн, Эпӗ сирӗн патӑра пырса пӑхӑп та ырӑ сӑмахӑма вырӑна килтерӗп — сире каялла ҫакӑнта илсе килӗп: |
| 11 |
| Эпӗ сирӗншӗн мӗн тума палӑртнине Хам анчах пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, малашлӑхпа шанчӑк парса Эпӗ сире хуйхӑ-суйхӑ мар, тӑнӑҫлӑх пама палӑртнӑ. |
| 12 |
| Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп; |
| 13 |
| Мана шыратӑр та, пӗтӗм чун-чӗрӗрпе шырасассӑн — Мана тупатӑр. |
| 14 |
| Эсир Мана тупатӑр, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ вара сире тыткӑнран, пур халӑхсем хушшинчен, Эпӗ сире хӑвӑра хӑваласа янӑ пур ҫӗртен те пуҫтарӑп та — ӑҫтан куҫарса кайнӑ, ҫав вырӑнах каялла тавӑрӑп, тет Ҫӳлхуҫа. |
| 15 |
| Эсир: «Ҫӳлхуҫа пире Вавилонра та пророксем пачӗ» тетӗр. |
| 16 |
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшапа ҫак хулара пурӑнакан пӗтӗм халӑх ҫинчен, сирӗнпе пӗрле тыткӑна илсе кайман тӑванӑрсем ҫинчен |
| 17 |
| Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем ҫине хӗҫ, выҫлӑх тата мур чирӗ ярӑп та вӗсене ҫиме юрӑхсӑр смоква ҫырли пек тӑвӑп; |
| 18 |
| вӗсене хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе хӗсӗрлӗп; Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхшӑн сехре хӑппи туса хурӑп, Эпӗ вӗсене кирек ӑҫта хӑваласа ярас пулсассӑн та ҫавӑнти халӑхсем хушшинче ылханлӑ тӑвӑп, вӗсенчен тӗнче кулли тӑвӑп; |
| 19 |
| Эпӗ вӗсем патне Хамӑн чурасене — пророксене — ярсассӑн та, вӗсене ҫине-ҫинех ярсассӑн та вӗсем Ман сӑмахӑма итлемерӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. |
| 20 |
| Эсир вара, ют ҫӗре куҫса кайнисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: |
| 21 |
| Ман ятӑмпа пророкла калаҫакансене, суя вӗрентсе ҫӳрекен Колия ывӑлӗ Ахав пирки тата Маасея ывӑлӗ Седекия пирки Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ вӗсене Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине парӑп та, вӑл вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнчех вӗлерсе пӑрахӗ. |
| 22 |
| Ҫав ҫынсене пула вара Вавилонра, ҫавӑнта куҫарса килнӗ иудейсем хушшинче, ылханнӑ чухне ҫапла калама пуҫланӑ: «Ҫӳлхуҫа Седекияпа Ахава мӗн тунӑ, сана та ҫапла тутӑр» тенӗ; Седекияпа Ахава вара Вавилон патши вут-ҫулӑм ҫинче ӑшаланӑ; |
| 23 |
| ҫакӑ вӗсене Израильре ирсӗр ӗҫсем тунӑшӑн — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен арӑмӗсемпе аскӑнланса пурӑннӑшӑн, Ман ятӑмпа Эпӗ хушман ҫӗртенех суйса калаҫнӑшӑн — ҫитнӗ; Эпӗ ҫакна пӗлетӗп, Эпӗ ҫакна курса тӑнӑ, тет Ҫӳлхуҫа. |
| 24 |
| Нехелам ҫыннине Шемаияна кала: |
| 25 |
| Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ, |
| 26 |
| ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла: |
| 27 |
| мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн? |
| 28 |
| Вӑл пирӗн патӑмӑра Вавилона та ҫапла ҫырса янӑччӗ: тыткӑнра пурӑнасси вӑраха пырӗ, ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр» тесе ҫырнӑччӗ. |
| 29 |
| Софония священник ҫак ҫырӑва Иеремия пророка вуласа панӑ. |
| 30 |
| Ӗнтӗ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: |
| 31 |
| тыткӑнри халӑх патне хыпар яр: Нехелам ҫынни Шемаия ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ хушман-яман пулин те, Шемаия сирӗн патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, сире суя шанчӑк панӑ, |
| 32 |
| ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Нехелам ҫыннине Шемаияна тата унӑн ӑрӑвне хаса паратӑп; ҫак халӑх хушшинче унӑн ҫынни пулмӗ, Эпӗ Хамӑн халӑхӑма парас ырӑлӑха вӑл кураймӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӗ, тет Ҫӳлхуҫа. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/jeremiah/029.mp3
52
29