×

БИБЛИ 2009

Иеремия 33

1
Иеремийӑна хурал картишӗнче тытнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ:
2
[ҫӗре] пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, ҫӗре йӗркелесе янӑ-ҫирӗплетнӗ Ҫӳлхуҫа, — Унӑн ячӗ Ҫӳлхуҫа, — ҫапла калать:
3
Мана чӗн — Эпӗ сана хуравлӑп, сана хӑв пӗлменнине, пӗлме те пултарайманнине пӗлтерӗп.
4
Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫак хула ҫурчӗсем ҫинчен, Иудея патшисен керменӗсем ҫинчен — тӑшман хӗҫӗпе ишӗлчӗк купи пуласскерсем ҫинчен — ҫапла калать:
5
унта пурӑнакансем халдейсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяҫҫӗ, хӑйсен ҫурчӗсем вара вилепе — Хамӑн ҫиллӗмпе, Хамӑн хаярлӑхӑмпа пӗтерес ҫынсен виллисемпе — тулса ларӗҫ, ҫав ҫынсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Эпӗ ҫак хуларан Хамӑн сӑнӑма пытартӑм.
6
Анчах та Эпӗ хулана сиплӗп, эмеллӗп, Эпӗ вӗсене сыватӑп, вӗсене тулли тӑнӑҫлӑхпа чӑнлӑх ҫулне уҫса парӑп,
7
Иудӑпа Израиле тыткӑнран тавӑрӑп, вӗсене малтанхи пекех ҫирӗплетӗп,
8
вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ — Эпӗ вӗсене мӗнпур усаллӑхӗнчен тасатӑп, вӗсем Ман умӑмра ҫылӑха кӗчӗҫ, Мана хирӗҫ тӑчӗҫ — Эпӗ вӗсен пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫне каҫарӑп.
9
Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
10
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир: «вӑл пуш-пушӑ, унта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук» теекен вырӑнта, — пушӑ, ҫынсӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр Иудея хулисенче, Иерусалим урамӗсенче, —
11
каллех савӑнӑҫпа хаваслӑх сасси, кӗрӳ каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр сасси янӑраса тӑрӗ! Кунта Турӑ Ҫуртӗнче тав парни кӳрекенсен сасси илтӗнсе тӑрӗ: «Саваоф Ҫӳлхуҫана мухтӑр — Ҫӳлхуҫа ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе!» Эпӗ ҫак ҫӗрӗн шӑпине улӑштарӑп, пурте унчченхи пек пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
12
Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӗ ҫынсӑр, выльӑх-чӗрлӗхсӗр выртакан пуш-пушӑ вырӑнта, ҫак мӗнпур хула таврашӗнче кӗтӳлӗхсем пулӗҫ, кӗтӳҫӗсем унта хӑйсен кӗтӗвне кантарӗҫ.
13
Сӑрт-ту ҫинчи хуласенче, айлӑмри хуласенче, кӑнтӑрти хуласенче, Вениамин ҫӗрӗ ҫинче, Иерусалим таврашӗнче — Иудейӑн пӗтӗм хули таврашӗнче — каллех кӗтӳсем ҫӳрӗҫ, вӗсем шутласа тӑраканӗн алли айӗнчен тухӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
14
Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе Иуда килӗ ҫинчен каланӑ ырӑ сӑмахӑм вырӑна килес кунсем ҫитӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
15
Ҫав кунсенче, ҫав вӑхӑтра Эпӗ Давидӑн сӑваплӑ Хунавне ҫитӗнтерӗп, Вӑл вара ҫӗр ҫинче тӳрӗ сут туса тӑрӗ, тӗрӗссине тӑвӗ.
16
Ҫав кунсенче Иуда ҫӑлӑнса юлӗ, Иерусалим шанчӑклӑ пурӑнӗ, Ӑна вара: «Пире тӳрре кӑларакан Ҫӳлхуҫа!» тесе ят парӗҫ.
17
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давид йӑхӗнче Израиль килӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан ар пӗтмӗ,
18
левит-священниксен те Ман куҫӑм умӗнче ӗмӗрӗпех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳме, тырӑ-пулӑ парни ҫунтарма, кулленхи парнесене кӳме ар ҫитменни пулмӗ, тет.
19
Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:
20
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Манӑн кунпа хывнӑ халалӑма, каҫпа хывнӑ халалӑма, кунпа каҫ хӑй вӑхӑтӗнче килсе тӑнине пӑрахӑҫлаятӑр пулсассӑн,
21
Манӑн Давид чурампа хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ: унӑн тӑхӑмӗнче патша пуканӗ ҫинче лараканӗ пулмӗ, Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левит-священниксемпе хывнӑ халалӑм та пӑрахӑҫланӗ.
22
Ҫӳлти ҫара шутласа кӑлараймастӑн, тинӗс хӑйӑрне виҫсе тухаймастӑн — Эпӗ Давид чурамӑн йӑхне тата Маншӑн ӗҫлесе тӑракан левитсене ҫапла йышлӑлантарса ярӑп, тет.
23
Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ:
24
курмастӑн-им? ку халӑх: «Хӑй суйласа илнӗ ҫав икӗ йӑха Ҫӳлхуҫа пӑрахрӗ» тет. Ҫапла вӗсем Ман халӑхӑма тиркеҫҫӗ, вӗсен шучӗпе ку халӑх — халӑх та мар иккен.
25
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ, кунпа та каҫпа халал хывнӑ евӗр, тӳпепе ҫӗр йӗркине ҫирӗплетнӗ евӗр,
26
Иаков тӑхӑмӗсене, Хамӑн Давид чурамӑн тӑхӑмӗсене пӑрахмӑп: вӗсем хушшинчен Авраампа Исаак тата Иаков тӑхӑмӗсем валли патша суйласа илӗп! Эпӗ вӗсене тыткӑнран тавӑрӑп, каҫарӑп.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки