БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Иеремия пророк пӗтӗм халӑха хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри каланӑ сӑмахсене, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри халӑха Иеремия урлӑ пӗлтернӗ сӑмахсене, каласа парсассӑн, |
| 2 |
| Осаия ывӑлӗ Азария, Карей ывӑлӗ Иоанан тата ытти чӑрсӑр ҫынсем Иеремийӑна каланӑ: эсӗ тӗрӗссине каламастӑн, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр сана: «Египета ан кайӑр, унта ан вырӑнаҫӑр» теме яман; |
| 3 |
| сана Варух, Нирия ывӑлӗ, пире хирӗҫ хӗтӗртет, пире халдейсен аллине парас тет-и вӑл, пире вӗлерччӗр, Вавилона тыткӑна илсе кайччӑр тет-и? тенӗ. |
| 4 |
| Карей ывӑлӗ Иоанан, ҫарпуҫсем тата пӗтӗм халӑх Ҫӳлхуҫа хушнине — Иудея ҫӗрӗнче юлӑр тенине — итлемен. |
| 5 |
| Карей ывӑлӗ Иоананпа ҫарпуҫсем вара хӑйсене хӑваласа янӑ пӗтӗм халӑх хушшинчен Иуда ҫӗрӗнче пурӑнмашкӑн таврӑннӑ иудейсен йӑлкӑмне, |
| 6 |
| упӑшкисемпе арӑмӗсене, ачисене, патша хӗрӗсене тата Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ — Годолийӑпа, Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗпе, хӑварнӑ мӗнпур ҫынна, Иеремия пророка, Нирия ывӑлне Варуха илнӗ те |
| 7 |
| Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр Египет ҫӗрне кайнӑ, ҫапла Тафниса ҫитнӗ. |
| 8 |
| Тафнисра Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: |
| 9 |
| пысӑк чулсем ил те вӗсене иудейсен куҫӗ умӗнче Тафнисра фараон ҫуртне кӗнӗ вырӑнта картишӗнче тӑм ӑшне пытарса хур, |
| 10 |
| вара вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ кунта Хамӑн чурана Навуходоносора, Вавилон патшине, илсе килӗп, Хам пытарса хунӑ ҫак чулсем ҫине унӑн аслӑ пуканне лартӑп, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн хӳхӗм чатӑрне карса лартӗ, |
| 11 |
| вара килӗ те Египет ҫӗрне аркатса тӑкӗ, вилме пӳрни вилӗм аллине лекӗ; тыткӑна лекмелли тыткӑна кайӗ; хӗҫ айне пулмалли хӗҫ айне пулӗ. |
| 12 |
| Египет туррисен ҫурчӗсене вут-ҫулӑм тивертӗп; патша хӑш туррисене ҫунтарса ярӗ, хӑш туррисене тыткӑна илса кайӗ, кӗтӳҫӗ хӑйӗн тумтирне тӑхӑннӑ пек, вӑл Египет ҫӗрне тӑхӑнӗ те лӑпкӑн ҫеҫ тухса кайӗ; |
| 13 |
| Египетра Хӗвел Килӗнчи юпасене аркатса тӑкӗ, Египет туррисен ҫурчӗсене ҫунтарса ярӗ. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/jeremiah/043.mp3
52
43