×

БИБЛИ 2009

Иеремия 45

1
Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иеремия пророк Варуха, Нирия ывӑлне, каласа тӑрса хут чӗркемӗ ҫине ҫыртарнӑ сӑмах:
2
Варух, сана Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать:
3
эсӗ: «мана хуйхӑ ҫитрӗ! Турӑ манӑн чирӗм ҫумне хурлӑх хушса пачӗ; ассӑн сывла-сывла халтан кайрӑм, канӑҫ тупаймастӑп» тетӗн.
4
Варуха ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ Хам мӗн тунине аркатӑп, Хам ӗрчетнине кӑкласа тӑкӑп — ҫак пӗтӗм ҫӗре пӗтерӗп.
5
Эсӗ вара хӑвна валли шутсӑр нумай ыйтатӑн; ан ыйт, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пур этем ҫине те хӗн-асап ярӑп, тет Ҫӳлхуҫа, санӑн чунна вара ху ӑҫта кайсассӑн та чӗрӗ хӑварӑп, ку сана тупӑшу вырӑнне пулӗ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки