БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Фараон Газа хулине пӗтерсе тӑкиччен Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка филистимсем ҫинчен каланӑ сӑмах. |
| 2 |
| Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗртен шывсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсем ыткӑнса-капланса килӗҫ те ҫӗре, ун ҫинче мӗн пуррине, хулана, унта пурӑнакансене путарӗҫ; ҫынсем кӑшкӑрса йӗрӗҫ, ҫӗршывра пурӑнакансем куҫҫульпе макӑрӗҫ. |
| 3 |
| Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, |
| 4 |
| филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ. |
| 5 |
| Газа ӗнтӗ ҫӳҫне хырӗ, Аскалон шӑпланӗ. Айлӑмрисем, чӗрӗ юлнисем, хӑҫанччен хӑвӑра хӑвӑр суранлатӑр эсир? |
| 6 |
| Ах, Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ, эсӗ хӑҫан лӑпланӑн? ӗнтӗ йӗннӳне таврӑн та — чарӑн, лӑплан. |
| 7 |
| Мӗнле чарӑнтӑр-ха вӑл? Ҫӳлхуҫа ӑна Аскалона хирӗҫ, тинӗс ҫыранне хирӗҫ тӑма хушнӑ — Вӑл хӗҫӗпе унталла тӗлленӗ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/jeremiah/047.mp3
52
47