×

БИБЛИ 2009

Иеремия 48

1
Моав ҫинчен. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Нево хулине хуйхӑ ҫитнӗ! вӑл пушанса юлнӑ; Кариафаим хули намӑса юлнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; керем намӑса юлнӑ, арканнӑ.
2
Моав текех мухтавлӑ мар; Есевон хулинче ӑна хирӗҫ каварлашаҫҫӗ: «каяр та ӑна халӑхсен йышӗнчен пӗтерер» тееҫҫӗ. Мадмена, эсӗ те тӗп пулатӑн — хӗҫ сан хыҫҫӑнах пырать.
3
Оронаим енчен кӑшкӑраҫҫӗ: «хурах, ҫаратаҫҫӗ! аркатаҫҫӗ!»
4
Моава пӗтернӗ; унӑн ачисем ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ.
5
Лухит патне хӑпарнӑ ҫӗрте ӳлесе макӑрни чарӑнмасть, Оронаимран аннӑ ҫӗрте ахлатни, йынӑшни илтӗнет.
6
Тарӑр, пурӑнӑҫӑра ҫӑлса хӑварӑр, пушхирти ҫаралса юлнӑ йывӑҫ евӗрлӗ пулатӑр.
7
Хӑвӑр ӗҫӗрсемпе хӑвӑр мулӑра шанса тӑраттӑр, ҫавӑншӑн чуралӑха лекетӗр, Хамос та хӑйӗн священникӗсемпе, хӑйӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тыткӑна кайӗ.
8
Кашни хуланах ҫаратакан тапӑнӗ, хула сыхланса юлаймӗ; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, айлӑм та хӑрӑнӗ, тӳремлӗх те пушанса юлӗ.
9
Моав ҫӗрӗ ҫине тӑвар сапса тухӑр — вӑл тӗппипех пӗтмелле! унӑн хулисем пушхир пулӗҫ, унта пурӑнакан та пулмӗ.
10
Ҫӳлхуҫа ӗҫне тимсӗр тӑвакана ылхан ҫитӗ, Унӑн хӗҫне юнпа пӗвенесрен чаракана ылхан ҫитӗ!
11
Моав мӗн ҫамрӑкранпах канлӗн пурӑннӑ, ҫӗпре тӑрринчи эрех пек тӳлек пулнӑ, ӑна пӗр савӑтран тепӗр савӑта сӑрӑхтарман, ӑна тыткӑна хӑваласа кайман; ҫавӑнпа унӑн техӗмӗ те унчченхи пекех сыхланса юлнӑ, шӑрши те улӑшӑнман.
12
Ҫавӑнпа Эпӗ ун патне сӑрӑхтаракансене ярас кунсем ҫитеҫҫӗ, вӗсем пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре юхтарӗҫ те унӑн савӑчӗсене пушатӗҫ, кӑкшӑмӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗҫ.
13
Израиль килӗ хӑйӗн шанчӑклӑ Вефильне пула намӑсланнӑ пекех, Моав та Хамоса пула намӑсланӗ.
14
Мӗнле-ха эсир: «эпир вӑрҫӑ вӑрҫмашкӑн хӑюллӑ та паттӑр ҫынсем» теетӗр?
15
Моав пушанса юлчӗ, унӑн хулисем ҫунаҫҫӗ, чи лайӑх ҫамрӑкӗсене тураса тӑкрӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа.
16
Моав пӗтесси инҫе мар, унӑн инкекӗ питӗ хӑвӑрт килет.
17
Кӳршисем, унӑн ятне пӗлекенсем, пурте ӑна хӗрхенӗр: «хӑват туйипе мухтав туйи хуҫӑлсах анчӗ!» тейӗр.
18
Эй Дивон хӗрӗ, чыс-хисеп ҫинчен ман, типсе ҫуннӑ ҫӗр ҫине анса лар; Моава ҫаратакан сан патна пырӗ те керемӳсене тустарса хӑварӗ.
19
Эй Ароер хӗрӗ, тух та ҫул ҫине пӑхса тӑр, чупаканран, тарса хӑтӑлас теекенрен: «мӗн пулчӗ?» тесе ыйт.
20
Моав намӑса юлчӗ, ӑна пӗтерчӗҫ; хӳхлӗр, кӑшкӑрса йӗрӗр, Моав пушанса юлни ҫинчен Арнонра пӗлтерӗр.
21
Тӳремлӗхсене, Халон, Иааца, Мофаф,
22
Дивон, Нево, Бет-Дивлафаим,
23
Кариафаим, Бет-Гамул, Бет-Маон,
24
Кериоф, Восор хулисене, Моав ҫӗрӗн аякри тата ҫывӑхри мӗнпур хулине сут килсе ҫитрӗ.
25
Моав мӑйракине касса пӑрахнӑ, унӑн вӑйӗ пӗтсе ларнӑ, тет Ҫӳлхуҫа.
26
Ӑна ӳсӗрӗличчен ӗҫтерӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ҫӗкленчӗ; ан тив, Моав хӑйӗн хӑсӑкӗ ҫинче йӑвалантӑр, тӗнче кулли пултӑр.
27
Израиле мӑшкӑллаканни эсӗ марччӗ-и-ха вӑл? ун ҫинчен калаҫма тытӑнсанах пуҫна пӑркалаттӑн — ӑна вӑрӑсем хушшинче ярса тытрӗҫ-и-мӗн?
28
Эй Моав ҫыннисем, ӗнтӗ хуласене пӑрахса хӑварӑр та чул тусем ҫинче пурӑнӑр, ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ ҫӗрте йӑва ҫавӑракан кӑвакарчӑнсем пек пулӑр.
29
Моав ытла та мӑнаҫлӑ пулни ҫинчен, мӑнкӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, каппайчӑк пулни ҫинчен, чӑрсӑр чӗреллӗ пулни ҫинчен илтнӗ эпир.
30
Эпӗ ун чарусӑрлӑхне пӗлетӗп, тет Ҫӳлхуҫа, ку вӑл — шанчӑксӑр япала; унӑн сӑмахӗсем пушӑ: апла тумаҫҫӗ.
31
Ҫавӑнпа Моавшӑн йӗретӗп, пӗтӗм Моавшӑн кӑшкӑрса макӑратӑп, Кирхарес ҫыннисемшӗн йынӑшатӑп.
32
Севамри иҫӗм пахчи, эпӗ саншӑн Иазершӑн хурланнинчен ытларах хурланатӑп: хунавусем тинӗс леш енне ҫитиех сарӑлатчӗҫ, Иазер патнех ҫитетчӗҫ; ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫне, пиҫсе ҫитнӗ иҫӗм ҫырлине вӑрӑ-хурах тапӑнать.
33
Моав ҫӗрӗнчен — улма-ҫырла пахчинчен — савӑнӑҫпа телей ҫухалӗ, вӗсен юхтаркӑчӗсене Эпӗ эрехсӗр хӑварӑп; унта текех юрлаюрла иҫӗм ҫырли таптаймӗҫ; унта савӑнӑҫ сасси мар, харкашу сасси илтӗнсе тӑрӗ.
34
Есевонран Елеал таран, Иааца таран йӗме пуҫлӗҫ те, вӗсен сасси Сигортан Оронаим таранах, виҫҫӗмӗш Эглӑна ҫитичченех илтӗнсе тӑрӗ, мӗншӗн тесессӗн Нимрим шывӗ те типсе ларӗ.
35
Моавӑн тӳпем вырӑнӗсенче парне кӳрекенсене, унӑн туррисене тӗтӗрекенсене пӗтерсе тӑкӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
36
Чӗрем Моавшӑн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать; чӗрем Кирхарес ҫыннисемшӗн ҫунса шӑхличӗ пек нӑйкӑшать: ӗнтӗ вӗсен пӗтӗм мулӗ тӗп пулчӗ;
37
кашнийӗ пуҫне хырнӑ, кашнийӗ сухалне каснӑ; пурте аллисене чӗрмеленӗ, пурте хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
38
Моаври мӗнпур ҫурт тӑрринче, унӑн урамӗсенче пӗтӗм халӑх йӗни илтӗнет: Эпӗ Моава юрӑхсӑр савӑт пек аркатса тӑкрӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
39
Уншӑн татӑлса йӗрӗҫ: «епле арканнӑ вӑл!» тейӗҫ; «каялла тарса мӗн тери намӑса юлчӗ Моав!» тейӗҫ; таврари мӗнпур кӳршишӗн Моав ҫын кулли те хӑрушӑ вырӑн пулса юлӗ.
40
Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ӑмӑрткайӑк тупӑш ҫине вӑйкӑнӗ, ҫунаттине Моав ҫийӗн сарса ярӗ.
41
Хулисене туртса илӗҫ, тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсене парӑнтарӗҫ, ҫав кун Моав паттӑрӗсем ача ҫуратакан арӑм пек сехӗрленӗҫ.
42
Моав вара ытти халӑхсен йышӗнчен тухса ӳкӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑчӗ.
43
Сан валли, Моав ҫынни, — хӑрушлӑх, тарӑн шӑтӑк та мӑйкӑч, тет Ҫӳлхуҫа.
44
Хӑрушлӑхран тараканни шӑтӑка кӗрсе ӳкӗ; шӑтӑкран тухаканни мӑйкӑча ҫакланӗ: Эпӗ Моав ҫине тавӑру ҫулталӑкне ҫитерӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
45
Чупакансем халтан кайса Есевон хӳми сулхӑнӗнче чарӑнса тӑчӗҫ; анчах Есевонран вут, Сигон хушшинчен ҫулӑм тухрӗ, вӑл Моавӑн тӑнлавне, пӑлхавлӑ ҫынсенӗн лӗпкине ҫунтарса ярӗ.
46
Хуйхӑ ҫитрӗ сана, Моав! Хамос халӑхӗ пӗтрӗ: санӑн ывӑлусем — тыткӑнра, санӑн хӗрӳсем — чуралӑхра.
47
Анчах пулас кунсенче Эпӗ Моав шӑпине улшӑнтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа. Моава ҫапла айӑпланӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки