|
| 1 |
|
| Эпӗ — Турӑ ҫиллин туйинчен хуйхӑ тӳснӗ ҫын. |
|
| 2 |
|
| Вӑл мана ертсе кайрӗ те ҫутта мар, сӗмлӗхе илсе кӗчӗ. |
|
| 3 |
|
| Ҫапла, Вӑл мана хирӗҫ тӑчӗ те — кунӗпе аллине мана хирӗҫ тытса тӑрать; |
|
| 4 |
|
| пӗтӗм ӳтӗм-тирӗме сӳслентерчӗ, шӑммӑм-шаккӑма хавшатрӗ; |
|
| 5 |
|
| мана пӳлсе лартрӗ те — хурлӑхпа асап хушшине хӑварчӗ; |
|
| 6 |
|
| тахҫан вилнӗ ҫынсене пытарнӑ пек, мана тӗттӗм вырӑна кӗртсе лартрӗ; |
|
| 7 |
|
| эпӗ тухасран ман тавра хӳме ҫавӑрчӗ, ман сӑнчӑрӑма йывӑрлатрӗ, |
|
| 8 |
|
| эпӗ тархасланӑ чухне, йӗрсе йӑлӑннӑ чухне манӑн кӗллӗме чарса тӑчӗ; |
|
| 9 |
|
| манӑн ҫулсене чулсемпе пӳлсе хучӗ, манӑн сукмакӑмсене хупларӗ. |
|
| 10 |
|
| Маншӑн вӑл пытанса тӑракан упа пек, вӑрттӑн ҫӗрти арӑслан пек пулса тӑчӗ; |
|
| 11 |
|
| манӑн ҫулсене хупларӗ те мана туласа тӑкрӗ, мана ниме тӑман ҫын туса хучӗ; |
|
| 12 |
|
| уххине туртса карӑнтарчӗ те — мана ҫӗмрен ҫитсе тӑрӑнмалли тӗле тӑратрӗ; |
|
| 13 |
|
| йӗннинчен кӑларнӑ ҫӗмренӗсене манӑн пӳреме тӗллесе ячӗ. |
|
| 14 |
|
| Эпӗ пӗтӗм халӑхӑм куллийӗ, унӑн кулленхи мӑшкӑл юррийӗ пулса тӑтӑм. |
|
| 15 |
|
| Вӑл мана йӳҫӗпе тӑрантарса ҫитерчӗ, эрӗм ӗҫтерсе ӳсӗртрӗ. |
|
| 16 |
|
| Шӑлӑмсене чулпа тӗпретрӗ, хама кӗлпе витсе хӑварчӗ. |
|
| 17 |
|
| Чунӑмран вара канӑҫлӑх тарчӗ, эпӗ ырӑлӑх пуррине те мантӑм, |
|
| 18 |
|
| каларӑм вара: вӑй-халӑм пӗтрӗ, Ҫӳлхуҫана шанма та пӑрахрӑм, терӗм. |
|
| 19 |
|
| Манӑн асапӑмпа инкекӗм ҫинчен, эрӗмпе ват ҫинчен шухӑшласа пӑхсамччӗ. |
|
| 20 |
|
| Ҫакна манӑн чунӑм асра ҫирӗп тытать, хуйхӑпа касӑлать. |
|
| 21 |
|
| Чӗреме эпӗ акӑ мӗнле хуравлӑп, ҫавӑнпа акӑ мӗне шанса тӑрӑп: |
|
| 22 |
|
| Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе эпир тӗппипех пӗтмерӗмӗр: Унӑн хӗрхенекен кӑмӑлӗ иксӗлмерӗ. |
|
| 23 |
|
| Вӑл ирсерен ҫӗнелсе пырать; Санӑн тӳрӗлӗхӳ аслӑ! |
|
| 24 |
|
| Ҫӳлхуҫа — манӑн пайӑм, тет манӑн чунӑм; эпӗ Ӑна шанса тӑрӑп. |
|
| 25 |
|
| Ҫӳлхуҫа Хӑйне шанса тӑракансемшӗн, Хӑйне шыракан чуншӑн ырӑлӑхлӑ. |
|
| 26 |
|
| Ҫӳлхуҫаран тӳсӗмлӗн ҫӑлӑнӑҫ кӗтекене ырӑлӑх пулӗ. |
|
| 27 |
|
| Ҫамрӑклах йывӑрлӑх тӳсекене ырӑлӑх пулӗ; |
|
| 28 |
|
| вӑл чӗнмесӗр улаххӑн ларать: ҫав йывӑрлӑха ун ҫине Турӑ тиенӗ; |
|
| 29 |
|
| «тен, шанчӑк пӗтмен-ха» тесе, вӑл тути-ҫӑварӗпе тӑпрана сӗртӗнет; |
|
| 30 |
|
| хӑйне хӗнекен енне пичӗпе ҫаврӑнса тӑрать, ытлашшипех мӑшкӑл тӳсет. |
|
| 31 |
|
| Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхех пӑрахмасть. |
|
| 32 |
|
| Халӗ асап Вӑл янӑ, кайран Хӑйӗн иксӗлми ырӑлӑхӗпе хӗрхенсе каҫарать. |
|
| 33 |
|
| Вӑл этем ывӑлӗсене чӗри хушнипе айӑпламасть, чӗри хушнипе хурлантармасть. |
|
| 34 |
|
| Анчах тӗрмере ларакансене урапа таптаҫҫӗ пулсан, |
|
| 35 |
|
| Ҫӳлти Турӑ умӗнче этеме тӳрӗ мар сут тӑваҫҫӗ пулсан, |
|
| 36 |
|
| этеме хӑйӗн ӗҫӗнче хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан, ҫавна Ҫӳлхуҫа курмасть-и вара? |
|
| 37 |
|
| «Ҫӳлхуҫа хушман ӗҫ те пулать» теекенӗ кам-ха вӑл? |
|
| 38 |
|
| Инкекӗ те, ырӑлӑхӗ те Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗнчен килмест-и? |
|
| 39 |
|
| Мӗншӗн ӳпкелешет-ха пурӑнакан этем? кашниех хӑйӗн ҫылӑхне ӳпкелетӗр. |
|
| 40 |
|
| Хамӑр ҫулсене сӑнар та, тишкерсе пӑхар та — Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнар. |
|
| 41 |
|
| Хамӑр чӗремӗре тата аллӑмӑра тӳпери Туррӑмӑр енне ҫӗклер: |
|
| 42 |
|
| эпир Турӑран уйрӑлса кайрӑмӑр та тӳрккеслентӗмӗр; Эсӗ хӗрхенмерӗн; |
|
| 43 |
|
| Эсӗ ҫилленсе ҫитрӗн те пире хӗсӗрлеме, вӗлерме пуҫларӑн, хӗрхенсе тӑмарӑн; |
|
| 44 |
|
| Эсӗ, пирӗн кӗллӗмӗр ан ҫиттӗр тесе, Хӑвна пӗлӗтпе хупӑрларӑн; |
|
| 45 |
|
| Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫӳп-ҫап, йӗрӗнчӗк туса хутӑн. |
|
| 46 |
|
| Пур тӑшман та пирӗн ҫине ҫӑварне карса пӑрахрӗ. |
|
| 47 |
|
| Пирӗн шӑпамӑр — хӑрушлӑхпа янтӑ шӑтӑк, ҫаратупа тустару. |
|
| 48 |
|
| Манӑн халӑхӑмӑн хӗрӗ пӗтнишӗн куҫӑмран куҫҫулӗ шыв пек юхать. |
|
| 49 |
|
| Вӗҫӗмсӗр куҫҫулӗм юхать, чарӑнмасть: Ҫӳлхуҫа пирӗн ҫине тӳперен хӗрхенсе пӑхиччен ҫӑмӑллӑх килмӗ. |
|
| 50 |
|
|
|
| 51 |
|
| Хуламӑн пӗтӗм хӗрӗшӗн куҫӑм чунӑма хурлантарать. |
|
| 52 |
|
| Тӑшманӑмсем мана, ним сӑлтавсӑрах, кайӑка тытнӑ пек ярса тытасшӑн темӗнле те тӑрӑшрӗҫ; |
|
| 53 |
|
| мана шӑтӑка пӑрахрӗҫ те мана чулпа пере-пере пӗтерчӗҫ. |
|
| 54 |
|
| Мӑйӑм таран шыв тулса хӑпарчӗ те, эпӗ вара: «пӗтрӗм» терӗм. |
|
| 55 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эпӗ Сана тарӑн шӑтӑкран тархасларӑм. |
|
| 56 |
|
| Эсӗ манӑн сассӑма илтрӗн; эпӗ ахлатса хуйхӑрнинчен, эпӗ кӑшкӑрса йӗнинчен хӑлхуна ан хупласамччӗ. |
|
| 57 |
|
| Эпӗ Сана тархасланӑ чухне Эсӗ ҫывӑхараттӑн та: «ан хӑра» тесе калаттӑн. |
|
| 58 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ манӑн чунӑм ӗҫне хӳтӗлерӗн; манӑн пурӑнӑҫӑма хӑтарса пытӑн. |
|
| 59 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ эпӗ кӳреннине куратӑн, манӑн ӗҫӗме татса парсамччӗ. |
|
| 60 |
|
| Эсӗ вӗсем мана епле тавӑрасшӑн ҫуннине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех куратӑн. |
|
| 61 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсем мана епле хӑртнине, мана хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗтӗмпех илтетӗн, |
|
| 62 |
|
| мана тапӑнакансен сӑмахне, вӗсен мана хирӗҫ кашни кунах шутласа кӑларакан чее мелӗсене пӗлсе тӑратӑн. |
|
| 63 |
|
| Пӑхсам, лараҫҫӗ-и, тӑраҫҫӗ-и вӗсем, эпӗ вӗсемшӗн — урам юрри кӑна. |
|
| 64 |
|
| Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хӑйсен аллисем тунӑ ӗҫӗсене кура тавӑрса парсамччӗ вӗсене; |
|
| 65 |
|
| вӗсен чӗрисене минретсемччӗ, вӗсем ҫине Хӑвӑн ылханна ярсамччӗ; |
|
| 66 |
|
| эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсене ҫиллӳпе хӑваласамччӗ, тӗнчере юлмиччен пӗтерсе тӑксамччӗ. |
|
|
|
|