×

БИБЛИ 2009

Иезекииль 15

1
Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ:
2
этем ывӑлӗ! иҫӗм йывӑҫӗ тепӗр йывӑҫран мӗн тӗлӗшӗнчен лайӑхрах, иҫӗм йывӑҫӗн турачӗсем вӑрманти йывӑҫсем хушшинче мӗн тӗлӗшӗнчен пахарах?
3
Мӗн те пулин тума унӑн тунинчен пӗр-пӗр сыпӑк касса илеҫҫӗ-и? Пӗр-пӗр япала ҫакмашкӑн унран пӑта та пулин тума пулать-и?
4
Акӑ ӑна вута пӑрахаҫҫӗ; унӑн икӗ вӗҫне те вут-ҫулӑм ҫунтарать, варри те ҫунса кӑмрӑкланать, ҫакӑн пек йывӑҫ мӗне те пулин юрӑхлӑ-и?
5
Тӗрӗс-тӗкел пулнӑ чухне те вӑл ниме юрӑхсӑрччӗ; халӗ ӗнтӗ, вутра ҫунтарнӑ хыҫҫӑн, ҫунса кӑмрӑкланнӑскер, вӑл мӗне те пулин юрӑхлӑ-и?
6
Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчен иҫӗм йывӑҫне вута пӑрахнӑ пек, Иерусалим халӑхне те вута пӑрахӑп, тет.
7
Хамӑн сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрӑп; вӗсем пӗр вутран тухӗҫ те, вӗсене тепӗр вут ҫунтарса ярӗ, — сӑнӑмпа вӗсене тӳртӗн тӑрсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тет.
8
Вӗсем ултавлӑ хӑтланнӑшӑн ҫак ҫӗре пушхир тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Chuvash Bible 2009
Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009
:
Сохранить Заметки