БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 2 |
| этем ывӑлӗ! Израиль килне тупмалли юмах сӗн тата ытарӑш каласа пар. |
| 3 |
| Кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: пысӑк ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатлӑскер, вӑрӑм тӗклӗскер, мамӑклӑскер, тӗрлӗ тӗслӗскер, Ливан тӑвӗ ҫине вӗҫсе килнӗ те кедр тӑррине татса илнӗ, |
| 4 |
| унтан ҫамрӑк хунавсенчен чи ҫӳлтине татса илнӗ те, ӑна Ханаан ҫӗрне йӑтса кайса, сутуҫӑсен хулине хунӑ; |
| 5 |
| кайран ҫак ҫӗрӗн вӑрлӑхне илнӗ те ӑна вӑрлӑх ҫӗрне, хӑва хунавне лартнӑ евӗр, пысӑк шывсем хӗррине лартнӑ. |
| 6 |
| Вӑрӑ, шӑтса ӳссе, иҫӗм йывӑҫӗ, сарлака та лутра иҫӗм йывӑҫӗ, пулнӑ, тураттисем вулли ҫумне тайӑлнӑ, айӗнче тымарӗсем пулнӑ, ҫапла иҫӗм йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗннӗ, вӑл хунавсем янӑ, туратсем ӳстернӗ. |
| 7 |
| Тата тепӗр ӑмӑрткайӑк пулнӑ, пысӑк ҫунатлӑскер, мамӑклӑскер; акӑ иҫӗм йывӑҫӗ — хӑйне ҫав ӑмӑрткайӑк панчинчи касӑран шӑварттарасшӑн — тымарӗсемпе ӑмӑрткайӑк енне кармашнӑ, тураттисене ун енне тӑснӑ. |
| 8 |
| Иҫӗм йывӑҫне лайӑх хире тулӑхлӑ шыв хӗррине лартнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл туратсем хунатма, ҫимӗҫ ӳстерме, тӗлӗнмелле хӳхӗм иҫӗм йывӑҫӗ пулма пултарнӑ. |
| 9 |
| Кала: Турӑ ҫапла калать те: ӑнӑҫлӑх пулӗ-ши унӑн? Тымарне тӑпӑлтарса пӑрахмӗҫ-и, ҫимӗҫне татса пӗтермӗҫ-и, ҫапла хӑрса лармӗ-ши вӑл? унран хунанӑ ҫамрӑк туратсем пӗтӗмпе хӑрса ларӗҫ. Ӑна пысӑк вӑйсӑрах, йышлӑ ҫынсӑрах тымарӗ ҫумӗнчен татса пӑрахӗҫ. |
| 10 |
| Акӑ ӗнтӗ, ӑна лайӑх ҫӗре лартнӑ, анчах ӑнӑҫу пулӗ-ши? Хӑйне тухӑҫ ҫилӗ тивсенех, типсе лармӗ-ши вӑл? Ӗнтӗ хӑй ӳснӗ йӑран ҫинчех типсе ларӗ, тесе калать те. |
| 11 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 12 |
| кала пӑлханакан халӑха: ҫакӑ мӗне пӗлтернине пӗлместӗр-им? Кала: акӑ Вавилон патши Иерусалима ҫитрӗ, унӑн патшине тата унӑн улпучӗсене ярса илчӗ те вӗсене хӑйпе пӗрле Вавилона илсе кайрӗ. |
| 13 |
| Патша йӑхӗнчен теприне илчӗ, унпа туслӑ тӑма килӗшӳ турӗ, ун ҫинчен тупа тутарчӗ, унтан ҫав ҫӗрти вӑйлӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ, |
| 14 |
| ҫакна вӑл патшалӑх пӑхӑнса тӑтӑр, ан ҫӗкленейтӗр, килӗшӳ сыхлантӑр, ҫирӗп тӑтӑр тесе турӗ. |
| 15 |
| Анчах лешӗ унран уйрӑлчӗ, хӑйне утсем тата йышлӑ ҫын пама ыйтса, хӑйӗн элчисене Египета ячӗ. Ӑнӑҫу пулӗ-ши унӑн? Ҫакӑн пек тӑвакан чӗрӗ юлайӗ-ши? Вӑл, килӗшӗве пӑснӑскер, чӗрӗ юлайӗ-ши? |
| 16 |
| Эпӗ пур! тет Ҫӳлхуҫа: вӑл хӑйне патшана лартнӑ патша пурӑнакан ҫӗрте, ҫав патшана тунӑ тупана вырӑна хуманшӑн, унпа тунӑ килӗшӗве пӑснӑшӑн ун патӗнче Вавилонра вилӗ. |
| 17 |
| Темӗн чухлӗ чуна пӗтерекен тӑпра хӳме купаласан, тапӑнмалли пашнесем туса лартсан, фараон хӑйӗн аслӑ вӑйӗпе, йышлӑ халӑхӗпе уншӑн ҫак вӑрҫӑра нимӗн те тӑваймӗ. |
| 18 |
| Вӑл килӗшӗве пӑсмашкӑн тупа тунине пӑрахӑҫларӗ, акӑ фараона алӑ пачӗ, вӑл ҫакна пурне те турӗ; вӑл чӗрӗ юлмӗ. |
| 19 |
| Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ пур! вӑл Манӑн тупама вырӑна хумарӗ, Манӑн килӗшӗвӗме пӑсрӗ, ҫакна Эпӗ унӑн пуҫӗ ҫине ярӑп, тет. |
| 20 |
| Ун ҫине Хамӑн тетелӗме ывӑтӑп, вӑл Манӑн серепеме ҫакланӗ; ӑна Вавилона илсе килӗп те Мана хирӗҫ сутӑнчӑкла хӑтланнӑшӑн унпа ҫавӑнта сутлашӑп. |
| 21 |
| Унӑн мӗнпур ҫарӗнчен тарнисем пурте хӗҫ айне ӳксе вилӗҫ, ыттисене пур енне те ҫилпе вӗҫтерсе ярӑп; вара ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каланине пӗлӗр, тет. |
| 22 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ ҫӳллӗ кедр тӑррине илсе лартӑп; ҫӳлти хунавӗсенчен черчен хунавне татса илӗп те ӑна ҫӳллӗ те аслӑ ту ҫине лартӑп, тет. |
| 23 |
| Ӑна Израилӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫине лартӑп, вӑл туратланӗ, ҫимӗҫ ӳстерӗ, калама ҫук чаплӑ кедр пулӗ, ун ҫинче тӗрлӗ кайӑк пурӑнӗ, ун тураттисен сулхӑнӗнче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пурӑнӗ. |
| 24 |
| Вара мӗнпур хир йывӑҫӗ пӗлӗ: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, ҫӳллӗ йывӑҫа лутралататӑп, лутра йывӑҫа ҫӳллӗлететӗп, ешерекен йывӑҫа хӑртатӑп, хӑрнӑ йывӑҫа ҫеҫкене лартатӑп: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм — ҫапла тӑватӑп, тет. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/017.mp3
48
17