БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ курӑнчӗ. Ҫакна курсассӑн, эпӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, вара Калакан сассине илтрӗм, Вӑл мана ҫапла каларӗ: этем ывӑлӗ! уру ҫине тӑр, Эпӗ санпа калаҫӑп, терӗ. |
| 2 |
| Вӑл каланӑ хушӑра ман ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те мана ура ҫине тӑратрӗ, эпӗ вара хама Калакана илтрӗм. |
| 3 |
| Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Эпӗ сана Израиль ывӑлӗсем патне, пӑхӑнман ҫынсем патне, Мана хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем патне, яратӑп, вӗсем тата вӗсенӗн ашшӗсем паянхи кунчченех Манӑн умра сутӑнчӑксем пулаҫҫӗ, терӗ. |
| 4 |
| Хальхи ывӑлӗсен питне те кӗҫҫе ҫӗленӗ, вӗсем те хытӑ чӗреллӗ; Эпӗ сана ҫав ҫынсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене ҫапла калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн. |
| 5 |
| Итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх; анчах вӗсем хӑйсен хушшинче пророк пуррине пӗлсе тӑччӑр. |
| 6 |
| Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, вӗсенчен ан хӑра, вӗсен сӑмахӗнчен те ан хӑра, вӗсем саншӑн йӗплӗ курӑксем, чикекен ҫум курӑкӗсем пулсан та, хӑв скорпионсем хушшинче пурӑнсан та, ан хӑра; эсӗ вӗсен сӑмахӗнчен ан хӑра, вӗсен сӑнӗнчен ан шиклен: мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх. |
| 7 |
| Эсӗ вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала — итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и сана, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх. |
| 8 |
| Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ хӑвна мӗн каланине итле; ҫав пӑлханакан халӑх пек чурӑс ан пул; ҫӑварна уҫ та — Эпӗ мӗн панине ҫисе яр, терӗ. |
| 9 |
| Вара курах кайрӑм: акӑ ман енне алӑ тӑсӑлчӗ, акӑ ҫак алӑра — ҫыру чӗркемӗ. |
| 10 |
| Вӑл ҫакна ман умӑма уҫса хучӗ, акӑ ҫав чӗркеме тул енчен те, шал енчен те ҫырса тухнӑ, ун ҫине: «куҫҫуль, тата асап, тата хуйхӑ» тесе ҫырнӑ. |
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/002.mp3
48
2