|
| 1 |
|
| Тӑххӑрмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
|
| 2 |
|
| этем ывӑлӗ! ҫакӑ кун ятне, шӑп ҫакӑ кун ятне ҫырса хур: шӑп ҫакӑ кун Вавилон патши Иерусалима тапӑнӗ. |
|
| 3 |
|
| Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; |
|
| 4 |
|
| унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; |
|
| 5 |
|
| чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет. |
|
| 6 |
|
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: юн хулине хуйхӑ ҫитӗ! тӗпне ларнӑ хурана, кӑмӗ кайман хурана, хуйхӑ ҫитӗ! шӑпа ярса суйламасӑр, вӑл хурантан татӑк хыҫҫӑн татӑк кӑларса ывӑтӑр. |
|
| 7 |
|
| Ҫак хула юнӗ хӑй хушшинче; вӑл ҫара чул ҫине юн хӑварнӑ; ӑна ҫӗр ҫине тӑкмарӗ, ҫӗр ҫине тӑкнӑ пулсан, вӑл тусанпа хупланнӑ пулӗччӗ. |
|
| 8 |
|
| Тавӑру валли ҫилӗ пуҫарас тесе, юн куҫран ан ҫухалтӑр тесе, Эпӗ унӑн юнне ҫара чул ҫинчех хӑвартӑм. |
|
| 9 |
|
| Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хурлӑх ҫитӗ юн хулине! Эпӗ пысӑк вут чӗртӗп. |
|
| 10 |
|
| Тата вутӑ хур, чӗртсе яр, аша ирӗлсе кайиччен пӗҫер; шывӗ пӗтӗмпе вӗресе пӗттӗр, шӑммисем те ҫунса пӗтчӗр. |
|
| 11 |
|
| Хуран ҫапла пушансассӑн, ӑна кӑвар ҫине ларт, хӗртӗр вӑл, пӑхӑрӗ хӗрсе кайтӑр, унти тасамарлӑх шӑранса-ирӗлсе пӗттӗр, унӑн пӗтӗм кӑмӗ ҫухалтӑр. |
|
| 12 |
|
| Ӗҫӗ йывӑр пулӗ; анчах та хуранти пысӑк кӑм пӗрех тасалмӗ; вутра ҫунса та, хуранта кӑм юлӗ. |
|
| 13 |
|
| Санӑн тасамарлӑху епле йӗрӗнчӗк! Эпӗ сана мӗн чухлӗ тасататӑп, эсӗ пӗрех таса мар; Хамӑн хаярлӑхӑма сан ҫинче пусариччен эсӗ малашне те хӑвӑн тасамарлӑхунтан тасалса ҫитес ҫук. |
|
| 14 |
|
| Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп: ҫакӑ пулӗ, Эпӗ тӑвӑп; каялла тумастӑп, хӗрхенместӗп, каҫармастӑп. Сана ху мӗнле ҫулсемпе ҫӳренине кура, мӗнле ӗҫсем тунине кура сут тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
|
| 15 |
|
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
|
| 16 |
|
| этем ывӑлӗ! акӑ Эпӗ сан куҫу йӑпанӑҫне чирпе илсе кайӑп; анчах эсӗ ан ӳпкелеш, ан макӑр, куҫҫулӗ ан тухтӑр санӑн; |
|
| 17 |
|
| пӗр чӗнмесӗр ассӑн сывла, вилӗ хӳххи ан хӳхле, пуҫ ҫыххи ҫых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ан ҫи, терӗ. |
|
| 18 |
|
| Ирхине эпӗ халӑха Турӑ сӑмахне пӗлтернӗ хыҫҫӑн каҫхине ман арӑмӑм вилсе выртрӗ, тепӗр кунне эпӗ хама мӗнле хушнӑччӗ, ҫапла турӑм. |
|
| 19 |
|
| Халӑх мана каларӗ: каламӑн-ши пире, эсӗ туни-кӑтартни пире мӗн ҫинчен пӗлтерет? терӗ. |
|
| 20 |
|
| Вара эпӗ вӗсене каларӑм: мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑччӗ: |
|
| 21 |
|
| Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ Ҫуртӑма, сирӗн вӑй-халӑр тӗрекне, сирӗн куҫӑрсен йӑпанӑҫне, сирӗн чунӑрсен савӑнӑҫне, ирсӗрлетме парӑп, эсир пӑрахса хӑварнӑ ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем вара хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ. |
|
| 22 |
|
| Эсир вара эпӗ мӗн тунине тӑватӑр; сухалӑра хупламӑр, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ҫимӗр; |
|
| 23 |
|
| хӑвӑр пуҫ ҫыххи пуҫӑр ҫинче пулӗ, хӑвӑр ура сырри урӑрта пулӗ; ӳпкелешмӗр, йӗмӗр, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хухса типетӗр, пӗр-пӗрин умӗнче ассӑн сывлатӑр, тесе каларӗ те. |
|
| 24 |
|
| Иезекииль ӗнтӗ сирӗншӗн паллӑ пулӗ: вӑл мӗн тунине эсир те тӑвӑр; ҫакӑ пурте тӳрре килсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр. |
|
| 25 |
|
| Сан патна вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ вӗсен чапӗн илемне, вӗсен куҫӗсен йӑпанӑҫне, вӗсен чунӗсен савӑнӑҫне, вӗсен ывӑлӗсене, вӗсен хӗрӗсене илнӗ кун — |
|
| 26 |
|
| ҫав кун сан патна лерен хӑтӑлса килнӗ ҫын хӑлхунтан хыпар пӗлтерме ҫитӗ. |
|
| 27 |
|
| Вӑл кун ҫав хӑтӑлса юлнӑскер умӗнче санӑн чӗлхӳ-ҫӑвару уҫӑлӗ те, эсӗ калаҫма пуҫлӑн, чӗлхесӗр пулмӑн урӑх, вӗсемшӗн астутаракан паллӑ пулӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе каларӗ те. |
|
|
|
|