БИБЛИ 2009
|
| 1 |
| Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: |
| 2 |
| этем ывӑлӗ! Аммон ывӑлӗсем енне ҫаврӑнса тӑр та вӗсене малашне мӗн пулассине пӗлтер, |
| 3 |
| кала Аммон ывӑлӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ Манӑн сӑваплӑ Ҫуртӑм ҫинчен: «эхе! эхе!» тетӗн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ирсӗрленӗ, Израиль ҫӗрӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн ӑна ҫаратса-аркатса тухнӑ, Иуда килӗ ҫинчен те ҫапла калатӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсене тыткӑна илсе кайнӑ — |
| 4 |
| ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ сана ӗмӗрлӗхе тухӑҫ ывӑлӗсене парӑп, вара вӗсем сан патӑнта хӑйсен сурӑх витийӗсене туса лартӗҫ, хӑйсен чатӑрӗсене лартӗҫ, санӑн ҫимӗҫне ҫийӗҫ, санӑн сӗтне ӗҫӗҫ. |
| 5 |
| Эпӗ Равва хулине тӗве карти, Аммон ывӑлӗсене сурӑх кӗтекенсем тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те. |
| 6 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: алӑ ҫупнӑшӑн, урупа тӑпӑртатса тӑнӑшӑн, Израиль ҫӗрӗнчен йӗрӗнсе чунтан хӗпӗртенӗшӗн |
| 7 |
| акӑ Хамӑн аллӑма сан ҫине тӑсӑп та сана халӑхсене ҫаратма парӑп, сана халӑхсем хушшинчен пӗтерӗп, сана ҫӗрсен шутӗнчен кӑларса пӑрахӑп; аркатса тӑкӑп сана, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗн. |
| 8 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Моавпа Сеир: «акӑ ӗнтӗ Иуда килӗ те ытти халӑхсем пекех!» теҫҫӗ, |
| 9 |
| ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ вӗсен хулисенчен, вӗсен чикӗри пӗтӗм хулинчен пуҫласа, ҫӗр илемӗнчен, Беф-Иешимоф, Ваалмеон тата Кириафаим хулисенчен пуҫласа, Моав аякне |
| 10 |
| тухӑҫ ывӑлӗсем валли уҫӑп та ӑна Аммон ывӑлӗсемпе пӗрле ӗмӗрлӗхе вӗсене парӑп, вара Аммон ывӑлӗсене халӑхсем хушшинче урӑх асӑнмӗҫ. |
| 11 |
| Моава та сут тӑвӑп, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ. |
| 12 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эдом Иуда килне тискерле тавӑрчӗ, ҫапла туса пысӑк ҫылӑха кӗчӗ, |
| 13 |
| ҫакӑншӑн аллӑма Эдом ҫине тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, унӑн ҫыннисемпе выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, ҫӗрне пушхир тӑвӑп; Феманран Дедана ҫитиччен пурте хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ. |
| 14 |
| Эдома Эпӗ Хамӑн халӑхӑмӑн, Израилӗн, аллипе тавӑрӑп; вӗсем Идумея ҫӗрӗнче Манӑн ҫиллӗме, Манӑн хаярлӑхӑма кура туса пырӗҫ, вара Эпӗ мӗнле тавӑрнине пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. |
| 15 |
| Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: филистимсем тавӑрасшӑн ҫуннӑшӑн, пӗтӗм чунран йӗрӗнсе, пӗтерес тесех, ӗмӗрхи курайманлӑхпа тавӑрнӑшӑн, |
| 16 |
| акӑ филистимсем ҫине аллӑма тӑсӑп та, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, Крит ҫыннисене пӗтерӗп, вӗсенӗн тинӗс хӗрринчи йӑлкӑмне пӗтерсе тӑкӑп; |
| 17 |
| тискер асапсем ярса, хӑватлӑн тавӑрӑп вӗсене; вӗсене ҫапла тавӑрнӑ хыҫҫӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те. |
|
| Сохранить Заметки |
https://beblia.bible:81/BibleAudio/chuvash/ezekiel/025.mp3
48
25